Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чакăл-туПахчапа мунча хуҫиЧапшăн пурăнмастпăрҪавраҫилТанатаАли-паттăрИлле Тăхти

Арман авăрни


Халтăр-халтăр! чул çавăрнать,

Çамрăк мелник кускалать.

Чул хăпартма каймалла:

Вăта çĕрти чула тăкмалла...

Вăрăм хуçа савăнать,

Тăватă чулĕпе авăрать.

Çаран çулнă вăхăт


Чăвăшт-чăвăшт! тутарать,

Максим пичей çаран çулать.

Ах-ах, пăван, ах, пăван!

Эсĕ унта мĕн тăван?

 

Касрĕ татрĕ пӳрнине...

Пĕлмерĕ эсĕ усă илнине.

Çĕрлехи çутăсем


— Туртăр, — пирус пачкине тăсрăм ун енне.

— Çук, çук, тавтапуç, — именчĕклĕн хирĕçлерĕ вăл. — Пĕлетĕр-и, йăвашраххине хăнăхнă эп.

Кĕсйинчен сигарет кăларса кăвайт çинчи кăвартан тивертрĕ, тарăннăн сăвăрса çумĕнче ларакан машина енне куç ывăтрĕ те ассăн сывласа илчĕ.

— Тыр-пул пухса пĕтереççĕ-и-ха? — ман енне çаврăнмасăр ыйтре хайхи.

— Çук-ха, çумăр чăрмантарать. Кун сиктерсе лӳшкет.

— Çапла çав, çу кăçал йĕпе-сапаллă килчĕ. Çанталăк çинчен пĕлтернине телевизорпа кулленех пăхатăп-ха. Пур çĕрте те çумăр. Çавă пăшăрхантарать.

— Ял пурнăçĕ кăсăклантарать апла? — калаçу йăл илнишĕн савăнса сăмах хушрăм эп.

— Кăсăклантарать çав, чуна та илĕртет. Кашнинчех тăван ялпа хам ĕçленĕ комбайна тĕлĕкре куратăп.

— Эппин, яла таврăнатăрах.

— Пĕлместĕп-ха, ялти ĕç-пуç еплерех çаврăнса тухассинчен килет ку...

Хуларан тухакан аслă çул çинче алă çĕклесе тăнине кура лартрăмăр ăна. Хĕвел анса килет. Текех автобус та пулас çук. Пирĕн «Газель» пушах, мĕншĕн пулăшас мар çула тухнă çынна.

Сăнран пăхсан, вăтăртан иртнĕ, лутрарах типшĕм çын. Тӳрех асăрхарăм: ялта пурăнаканскер мар. Шурă кĕпепе хура костюм çинчен хура сăран куртка тăхăннă. Аллисем ĕçпе хытса кушăрханă.

Малалла

«Каçхи тӳпере хур кайăк сасси...»


Каçхи тӳпере хур кайăк сасси —

Нумай та юлман Пукрав çитесси.

Çĕрле те вĕçеççĕ вĕçен кайăксем,

Анчах та юлаççĕ кунта йăвисем,

Çӳл-çӳл тӳпери хур акăш çулпе

Вĕçеççĕ вĕсем ирччен çĕрĕпе.

Сасси хуйхăруллă çĕрле уйрăмах

Сасне та параççĕ чĕнсе тăтăшах:

— Юлать тăван çĕр, шыв-шур та çерем, —

Тенĕн илтĕнет пур сас тӳперен, —

Каятпăр, килетпĕр çитес çуркунне,

Сыв юлăр, сыв юлăр, — кĕрет чĕрене.

 

Юпа, 2001

«Инкеклĕ пулчĕ çул...»


Инкеклĕ пулчĕ çул.

Мана малтан эс ăнланман:

Чун-чĕрене суранлатса, хăвартăн пĕччене.

Çунатăм хуçăлчĕ, шанми те пултăм эп хама,

Йăлт усăнчĕ ман ал-ура, ним тăвайми енне.

 

Аçа çапса ислетрĕ çумăр ман çула,

Чун-чĕрене ăман кăшларе-çке сана пула.

 

Тепле пулсан та, тусăм, эп ют çыннăн чĕринче

Хама валли нихçан самантлăх савнăç шыраман.

Юратăва куç пек сыхларăм сăхă куçсенчен,

Сана, чĕкеçĕм, нихăçан ямарăм асăмран.

 

Ан тив суранлă чун-чĕре, суран тулли тусан, —

Чун çумĕнчи юратăва çитертĕм эп тасан.

«Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм чечекрен...»


Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм чечекрен.

Чечек пуçне сулчĕ питĕ хурланса.

Ыйт-ха терĕ çĕмĕрт çеçкинчен,

Эп пĕлместĕп юрату ăçта.

 

Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм çĕмĕртрен.

Çĕмĕрт пуçне сулчĕ питĕ хурланса.

Ыйт-ха терĕ юрăç-чепченрен,

Эп пĕлместĕп юрату ăçта.

 

Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм чепченрен,

Чепчен пуçне сулчĕ питĕ хурланса.

Ыйт-ха терĕ сар хĕр-пикерен,

Эп пĕлместĕп юрату ăçта.

 

Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм сар хĕртен.

Сар хĕр ăшшăн пăхрĕ йăл кулса.

Ыйт-ха терĕ хăвăн чĕрӳнтен,

Эп пĕлетĕп юрату ăçта.

«Яланлăх тĕлпулу пулсассăн...»


Яланлăх тĕлпулу пулсассăн,

Самантлăххи те сахăл мар-тăр.

Виç кунлăх, йăпăртлăх курсассăн

Ĕмĕрлĕххин картне ан лартăр...

 

1960, авăн.

Çăварнири шуйттансем


Чипер хĕртен чипер арăм туса янă чипер арăмпа, ват асаттесен йăлипе, çăварнине хуняма карчăк патне кайрăмăр. Хăналарĕç лайăх. Алтăрпа та ĕçрĕмĕр сăрине, çиес килмесен те çирĕмĕр икерчине. Ĕçни-çини çăвартан тухма пуçласан, туртасене килелле çавăртамăр. Çăварни çуни, çут çуни, пит те лайăх шăвать килелле. Уçă сывлăшпа юрă шăранать. Пăт-пат çăлтăрсем ӳсĕртереххĕн пăхаççĕ.

Çын пек ларакан тĕмескесем патĕнчен иртсе кайрăмăр, çырма урлă каçрăмăр. Шыв арманĕ курăнчĕ. Пĕве урлă каçмалла. Хăрушă арман пĕви урлă каçма. Шуйттан çуна çине пырса ларассăнах туйăнать.

Хам шикленнине арăма систерместĕп-ха. «Ыр ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, ниçта намăс курмастпăр», — тесе мăн сасăпа юрласа пыратăп (хăранине арăм сисесрен).

Арăм аçам çаннинчен ячĕ тытрĕ сасартăк:

— Йăкăнат, Йăкăнат!.. Мăн турăн, мăн турăн амăшĕ, çăлах!.. Пăх. Шуйттан пур. Пĕтрĕмĕрех! — тет.

Пăхатăп малалла — пит-куç çуталсах кайрĕ. Пырать пире хирĕç шуйттан. Çӳллĕ, çилхисем хура, куçĕсем, эпир сăра ĕçнĕ алтăр пек, йăлкăшаççĕ анчах. Ах, турă!.. Сăхсăхса илтĕм те ну тапратрăм лашана пушăпа илме. Лаши çамрăк, шухă, тапранса кайрĕ, чут-чут вăркăнса юлаттăмччĕ çуна çинчен. Шуйттан çинех пырса кĕтĕмĕр. Иртсе кайрăмăр шуйттанран сиккипе, тата тепĕр шуйттан тухрĕ. Малтанхинчен пĕчĕкрех. Малтанхи пекех хуп-хура хăй. Пуçĕ шап-шурă, юр пек, аллинче пысăк чукмар.

Малалла

Тусăма тĕл пулсан


Асилӳпе этем пуян,

Пĕр тĕл пулсан çавна туян.

Пуçа тайсан пĕрне пĕри

Аса килет пулни иртни.

 

Кăрлач, 2001.

Çавраçил


Çу уйăхин çирĕм тăваттăмĕш кунне,

Сап-сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух,

Хамăн кирлĕ çăмăлпа1

Каймалла пулчĕ пĕр яла,

Калама çук пĕр пит пысăк яла.

Яла çитсе кĕнĕ чух

Курăнкалатчĕç хура пĕлĕтсем

Унта-кунта пĕр саплăк,

Çумăр пĕлĕчĕ те мар —

Ахаль хура, хыт пĕлĕт.

Лăпкă, ăшă, уяр çил

Хумхататчĕ майĕпе

Шурă хурăн тăррине.

Унта çунатлă çил арманĕ

Авăратчĕ савăнса

Пĕри тĕшпе хура тулă.

Эпĕ хамăн çăмăлпа

Çитес çĕре çиткелесе

Часах тухма пулмарĕ.

Эпĕ ялтан тухнă чух

Паçăрхи саплăк пĕлĕтсем,

Пурте хуп-хура хуралса,

Паçăрхи хĕртсе пăхакан хĕвеле,

Çутатса тăракан çутă пĕлĕте

Хăй айне хупланă,

Пĕтĕм тĕнчене сарăлса.

Майĕпе хумханакан шурă хурăнсем

Авăнаççĕ уласа,

Пуçне çĕре тивертес пек.

Ял çывăхĕнчи çил арманĕ,

Çавăрнать ултă çуначĕ,

Армана çавăрса ярас пек,

Пĕтĕм тĕнчери юрра юрласа.

Чĕтрет арман кăшкарĕ

Ултă çуначĕ çуннипе,

Кĕрлет арманĕ ăшĕнче

Хăрушă аслати алтнă2 пек.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 419 420 421 422 423 424 425 426 427 ... 796
 
1 ĕçпе
2 авăтнă