Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Эп тапрантăм кăвак çут килсессĕн,
Кураксем карлаттарсан çилессĕн,
Ирлесе çул тытрăм кайăкла.
Кăтра пуçлă йăмрасарăм, эсĕ
Манăн шух чуна ан айăпла.
Çапларах ман сарăмсăр тивлетĕм,
Эс ăна манран аван пĕлетĕн...
Чипер юл-ха, кайрăм эп вара.
Çаврăнса шăпа тухсан килетĕп.
Ан илсем, тăванăм, йывăра.
Нурăс ялĕ,
1960 çулхи ака-чӳк уйăхĕсем.
 Юрлатчĕç ĕлĕк çепĕç юрă,
Сăмахĕ юлчĕ чĕреме:
«Йăмра касса эп кимĕ турăм
Мăн Атăл тăрăх çӳреме
Йăмра касса эп кимĕ турăм...»
Тураттинчен туя тусассăн
Савни патне кайни çинчен
Пĕр татăлса, пĕр кассăн-кассăн
Кĕвви каятчĕ пит инçе
Савни патне кайни çинчен.
Чунра упранчĕ сассăр юрă,
Хурлантăм йывăра сиссе.
Кăвакçут чух туя эп турăм
Тумхах çула аса илсе
Кăвакçут чух туя эп турăм.
Çĕн туяпа çула тĕрлерĕм,
Пĕртен пĕр ят та пĕр йĕрке...
Йăмра çулçи, ан пĕлччĕр тенĕн,
Витет ăна йĕре-йĕре
Йăмра çулçи, ан пĕлччĕр тенĕн...
 Пупсене, капиталистсене, кулаксене, пыршă-пакартасене, резинка пек сарăлакан хăмпусене савăнтаракан мункун çитес умĕн пирĕн ялта юлашки единоличник Эртем Ехреме икĕ пăт салатран сăра турĕ, сухан хуппи шывĕпе çăмарта хĕретрĕ.
Мункун кĕллине тăрса килнĕ хыççăн Ехрем лашине тăварчĕ те арăмне «Христос чĕрĕлнĕ» ятпа ыталаса чуптăвас шухăшпа пӳртелле васкарĕ. Анчах арăмĕ вырăнне пӳрт алăк хăлăпне çеç чуптуса илмелле пулчĕ: арăмĕ алăкне питĕрсех таçта тухса. кайнă иккен. Юрать — çăраççи ăçтине пĕлет-ха Ехрем. Уçса кĕчĕ.
Вăхăт нумаййине кура, Ехрем хырăмĕн тăпăрчă икерчи çиес килекен пулса кайнă. Анчах арăмĕ пĕçерсе хăварман.
Тип çăкăрах кавлеме тиврĕ.
Тĕпсакайĕнчен сĕтел çине пĕчĕк чăмпа сăра тухса ларчĕ. Сăра курки те тупăнса пычĕ. Пирвайхи сăра куркине, ахаль чухнехи пек, никампа чуптуса илмесĕрех ĕçме кичем пек туйăннăран, Ехрем тулли сăра куркине «Христос воскрес» тесе чуптуса илчĕ те сăрине пыр шăтăкĕ витĕр хырăмне ячĕ.
Виç-тăват курка умлă-хыçлăн тĕпленĕ хыççăн пӳрте хĕрлĕ питлĕ, çутă çӳçне кĕскен илтернĕ пионер — галстуклă ача кĕрсе тăчĕ. Унăн чакăр куçĕсем савăнăçлăи пăхаççĕ.
Малалла
 Ах, аннеçĕм, анне,
Килсем эс куç умне,
Курас килет сăнна санăнне,
Эс мана çуратнă,
Эс мана юратнă,
Панă ăсна мана хăвăнне.
Çуллахи кунсенче,
Хĕллехи каçсенче,
Ывăнмасăр тăрăшнă маншăн.
Тайма пуçăм сана,
Каçарсам, эс мана,
Чуна пама хатĕр эп саншăн.
Улт ача ӳстерсе,
Ӳстерсе, вĕçтерсе,
Пĕчченех тăрса юлтăн киле.
Эс пире тунсăхлан,
Час пăхан кантăкран,
Ачамсем килмеççĕ-ши тесе.
Ах, аннеççĕм, анне,
Килсе лар ман çума.
Çунтаратăн манăн чĕрене.
Печĕк парне туса,
Парнелем çак юрра,
Тупас теп кăмăлна санăнне.
(Кашни куплетăн юлашки виçĕ йĕркине икĕ хут юрламалла).
 Çуркунне.
Шыв шăнкăр-шăнкăр
Çырмара юхать.
Ывăнма пĕлмесĕр шăнкăрч
Шăхăрать, юрлать.
Юрăçă валли эп турăм
Вĕр çĕнĕ вĕлле,
Çавăнпа хаваслă юрă
Шăнкăрч кĕвĕлет.
Хĕл кунĕсем сивĕ–çке:
Ăшă кунсем тамалнă.
Хĕл кунĕсем тăманлă.
Хĕл хаяр та çивĕч-çке!
Çур кунĕсем симĕс-çке!
Çутçанталăк чĕрĕлсен,
Юр шывĕсем кĕрлесен
Тунсăхăма сирмĕç-ши?
Çу кунĕсем ырă-çке!
Хĕвел хытăрах хĕртсен.
Чуна ăшăлăх кĕртсен
Çулла — чăн-чăн ырлăх-çке!
Кĕр кунĕсем килпет-çке
Ылтăн тумлă пулнăран,
Сад пахчи пылланнăран
Савăнассăм килет-çке.
Кунсем иртĕç сиккипе,
Çутçанталăк йĕркипе.
Çулла, хĕлле, çуркунне, —
Сикнĕ юлнă кĕркунне.
 Лантăш ӳсет вăрманта,
Вăрманта та, сулхăнта.
Эп кĕтетĕп савнине
Вăрманти лантăшпалан.
Хушса юрламалли:
Лантăшсем, лантăшсем —
Шурă пĕчĕк чечексем.
Лантăш чечекне юратсах,
Иртет ĕмĕр, тантăшсем.
Кĕтеп эпĕ çулсерен,
Лантăш ӳснĕ вăхăта.
Вăрмантан лантăшпалан,
Килĕ савни ман пата.
Хушса юрламалли.
Иртрĕç пиртен, тантăшсем,
Лантăш ӳснĕ вăхăтсем.
Лантăш чечекне курсан
Пăчăртанаç куççульсем.
Хушса юрламалли.
 Кам пуçне çавăрмасть-ши шап-шурă чечеке ларнă çĕмĕрт шăрши? Кам унăн ытарайми илемĕпе ассăн сывламасть-ши? Кашни çулах çĕмĕрт çеçкене ларсан Альăн куçĕ умне çамрăклăхăн манăçми кунĕсем тухса тăраççĕ.
Кӳршĕ ялти сакăр çул вĕренмелли шкула çӳрет Аля, пĕчĕк пӳллĕ те çинçескер, хура куçлă хĕрача. Вăл сакăр класс хыççăн тӳрех вăтам шкула вĕренме каясшăн. Шкулĕ ку ялтан вуникĕ çухрăмра, кĕркуннепе çуркунне ачасем куллен утаççĕ, хĕлле вара хваттере кĕреççĕ. Альăн амăшĕ хĕрне Пăва хулине тухтăрсем вĕрентсе кăларакан çĕре ярасшăн. Хĕрача амăшне ӳкете кĕртме хăтланса пăхкаларĕ, анчах та лешĕ ячĕ-ячех Альăна тепĕр кас хĕрачипе Пăвана. Пăва пысăк мар, Чĕмпĕр çумĕнче хула тесе калас та килмест. «Медицина училищи» тесе çырса хунă çурт патне çуран утрĕç, çурчĕ пĕр хутлăскер кăна. Заявленисем парса хăварчĕç икĕ хĕр. Амăшĕ çав тери сывлăх тухтăрĕ тăвасшăн ăна. Ашшĕ вăрçă хирĕнчен ӳпке чирĕпе чирлесе таврăннă, шав-шавах чирлет, хĕрĕ ăна сиплекен пуласса шаннă. Килте те йыш пысăк, ултă ача. Чирлекелеççĕ те, ав, пĕр херачи çуралсан 3 уйăхран çĕре кĕчĕ. Çавăнпа та килте тухтăр пултăр тесе хыпаланать амăшĕ.
Малалла
 Юпа каçĕ çурхи евĕр капăр,
Шыв тумлать те янăрать шулап.
Çут тĕнче ачи пек йăпăр-япăр
Чун-хавал паян туртать тула.
Йăмрасем таса куççуль тăкаççĕ,
Эп иртетĕп шухăшлăн пăхса.
Асăмра ăсанайман çу каçĕ,
Уй хапхи те чăп-чĕрик тăпса.
Хапхана юри уçса пăхатăп.
Сас памасть, чĕнмест вăл никама.
Шыв çинче нӳрленчĕ сăран атă —
Ачалла йăпатрăм эп хама.
Йăмрасар силленчĕ те лăпланчĕ,
Тек тăкмарĕ ман çине куççуль.
Лăпкă тунсăх пĕркенсе ăсанчĕ
Ĕмĕт пек çап-çутă яш кунçул.
Пĕр кавир-самолет
Туянас хам валли —
Юмахри паттăр пек
Сывлăшра вĕçмелли.
Кăн-кăвак тӳпере
Эп вĕçем ярăнса,
Чунăм савнă çĕре
Тинкерем савăнса.
Сарлака уй-хирсем,
Ешерен вăрмансем,
Питĕ пĕчĕк çуртсем,
Кăткă евĕр çынсем.
Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçет
Ман кавир-самолет,
Çĕршыва курнăçем
Чун-чĕре хĕпĕртет.
Çӳл тусем хушшинче
Çип пекех çырмисем,
Тӳп-тӳрех çул çинче
Машинсем, машинсем.
Эх, илемлĕ тĕнче
Тӳперен сăнама,
Пурпĕрех çĕр çинче
Лайăхрах пек мана.
■ Страницăсем: 1... 424 425 426 427 428 429 430 431 432 ... 796
|
Шухăшсем
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...