Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗИрĕк çилЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеÇавал сарăлсанĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томКулăш кустăрми

Аташăмсене


Эп те Сантăр,

Эс те Сантăр —

Хитре ят ку тенĕ-ши?

Эпĕ сансăр,

Эсĕ мансăр

Пурăнаймĕç тенĕ-ши?

 

Эп те Сантăр,

Эс те Сантăр —

Аптраман ят шыраса.

Эпĕ сансăр,

Эсĕ мансăр

Пурăнатпăр шăхăрса!

 

Эп те Сантăр,

Эс те Сантăр —

Йышлă эпĕр, Сантăрсем.

Ман ĕç ăнтăр,

Сан ĕç ăнтăр —

Пурнăç ăнтăр

ăннăçем.

«Хура тунсăх пуссан, аллăмсем усăнсан...»


Хура тунсăх пуссан, аллăмсем усăнсан,

Кил-çурта пăрахса, уй-хиртен уйрăлса

Инçете-инçете, çут тĕнчемĕр хĕрне

Ман тарассăм килет хăш чухне.

 

Илĕртмест çĕнĕ кун, пушанать сӳннĕ чун,

Курăнмасть çул умра, эп çын мар — чунсăр чул.

Вăйăм çук, вăйăм çук куçăма та уçма.

Кăмăл çук, халăм çук тĕнчере пурăнма.

 

Эп манатăп хама, туйăма çухатса,

Чĕр виле пек пулса пурăнап шăпланса.

Курăнатăп — пăхсан, эпĕ пур çĕр çинче.

Те этем, те мĕлке çак хура кунсенче.

 

Пурпĕрех çĕкленсе яр! уçатăп куçа.

Кĕлтăватăп Турра кĕтсе шурăм пуçа.

Çĕрмĕш хут çĕнĕрен эп чĕртетеп вучах,

Çĕрмĕш хут йăлăнатăп: «Ан сӳнтĕр анчах!»

Мĕскĕн


Тавлашу хĕрсе çитнĕ вăхăтра пырса кĕнĕ вăл. Тавлăшакансем икке уйрăлнă.

— Çĕр выртма кĕртетĕр-и? — ыйтнă вăл.

Лешсем ăна асăрхаман, тавлашма чарăнман.

— Çичçĕр аллă! — тесе кăшкăрнă пĕрисем.

— Çичçĕр вăтăр пиллĕк! — тенĕ теприсем.

— Эсир пĕлместĕр, — тенĕ теприсем.

— Хăвăр пĕлместĕр, — хирĕçнĕ теприсем.

— Çĕр выртма кĕртетĕр-и? — ыйтнă тепĕр хут хайхи çын.

— Кĕрĕрех... Выртса кайăр. Кунтарах иртĕр. Акă пукан. Килсе лар, — тенĕ кил хуçи, унтан килнĕ çынна вăл аллинчен ярса тытнă та каланă: — Акă çĕнĕ çын. Унтан ыйтăр. Вăл татса парĕ. Вара кам тĕрĕсне курăр.

— Ма мана «çĕнĕ çын» тетĕн? «Çĕнĕ çын» тесе качча тухнă çынна калаççĕ пирĕн. Эпĕ качча тухман. Арçын эпĕ, — шӳтлесе хирĕçнĕ хваттер ыйтаканни.

— Шӳтпе мар кунта. Эпир хумсем пирки тавлашат-пăр. Кала-ха: çичçĕр вăтăр пиллĕк-ши, çичçĕр аллă-ши?

— Çичçер аллă та, çичçĕр вăтăр пиллĕк те мар, — тейĕ килнĕ çын канлĕн. — Каспи тинĕс çинче те, Хура тинĕс çинче те хумсем ун çӳллĕш пулмаççĕ.

Пӳртрисем сывлăша кисрентерсех кулса янă.

— Тинĕс хумĕ мар, радио хумĕ çинчен калаçатпăр. Коминтерн станци хумĕ пирки...

Малалла

«Кĕпер леш енĕ ешĕл улăх...»


Кĕпер леш енĕ ешĕл улăх,

Кĕпер ку енĕ — чĕке çыран...

Енчен енне каçаймăп урăх,

Çырлах мана, хитре çаран!

 

Ĕнер кăна мана аванччĕ,

Унта аван, кунта аван,

Ют пĕлĕтпе хĕвелĕм анчĕ,

Тĕксĕм тĕссем чунра паян.

 

Çавал кĕперĕн сарă карлăк,

Çавал кĕперĕн сар хăма.

Кĕпер умне сар пурçăн кармăп,

Саркайăк тумăп эп хама!

«Хайласа калаçмăп сан çинчен...»


Хайласа калаçмăп сан çинчен,

Ырă та, усал та сăмахламăп.

Эсĕ халь манран инçе-инçе,

Хушшăмăра ӳкрĕ миçе талăк?

 

Хам чĕнмерĕм — айăплă хамах.

Пĕлтермерĕм шухăш-туйăма эп.

Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт кăлăхах

Татăлчĕ пулсассăн — хамăн айăп.

 

Ăнсăртран тухинччĕ те умма

Авăсинччĕ, ирĕклĕ çунатăм!

Пурнăçăм ман тĕлĕк те юмах,

Эсĕ çук та — çулăмсăр çунатăп.

Сана çеç


Шавлă çур,

Ешĕл çу,

Тулăх кĕр,

Сивĕ хĕл

Çаврăнаççĕ

Хуллен черетпе.

Вăхăта пăхăнса,

Йăлана хăнăхса

Çĕнелсе улшăнап эпĕ те.

 

Çуркунне

Эп — чечен,

Çу çитсен

Эп — ĕçчен,

Кĕркунне

Пуçтарап

Кĕр мулне...

 

Чĕремри

Туйăм çеç

Улшăнмасть,

Çĕнелмест:

Эп савап,

Юратап

Сана çеç,

Сана çеç.

«Çăтмах та, тамăк та шырамăп...»


Çăтмах та, тамăк та шырамăп

Эп санăн чакăр куçсенче.

Сан куçсенче-и вăл чĕр тамăк?

Куçусенче — таса тĕнче!

Сан куçусем хĕвел пек савăк.

 

Вĕсем мана пĕрре пăхас-тăк

Кăвак хуппи пек çутăлса —

Вара эп пулмăттăм алпастă,

Ыратмĕччĕ чун татăлса.

Лăпланнă пулăттăм пĕр ластăк.

Чахутка пуçлăхĕсен пуххинче


Чахуткă микробĕсене Кох тухтăр чахуткăпа чирленĕ çыннăн сурчăкне микроскоппа пăхса I882-мĕш çулта тупнă.

 

Пирĕнтен çырма урлă, кайри касра, хурал пӳртĕнчи çӳп кĕтессинче иртнĕ каçхине чахуткă микробĕсен пуххи пулнă, йышĕ калама çук нумай: шутне-вĕçне тупма çук. Сăнран-пуçран пурте пĕр пек яштака патак татăкĕ евĕрлĕ. Хăйсем ытла та пĕчĕккĕ: пĕр йĕп вĕçне çĕршерĕн вырнаçма пултараççĕ. Çийĕнчи хупăлчăксем пит çирĕп: сивĕ те, ăшă та часах тивмелле мар. Хăшĕ малти кĕтесре, хăшĕ сак çинче, хăшĕ тата кăмака çине çитсе выртни те пур. Пуринчен ытларах çӳп кĕтессинче: таса мар, шăршлă, нурĕ, хĕвел çути çитмен вырăнта.

Çӳп кĕтессинчен тапратрĕ пĕри ыттисене каласа вĕрентме.

— Тантăшсем! — тет. — Пирĕн савăнăçлă пурнăç этем ăшĕнче, пуринчен ытла этем ӳпкинче. Эпир ватти-вĕттине тиркемесĕр чахуткăпа чирлеттерсе çынсене масар çиие куçарттарнине никам та шутне тупас çук. Хальччен пулнă вăрçă та, мур та этеме эпир вĕлернĕ чул нихçан та вĕлереймен. Ытти чир пуçлăхĕсенчен пире чи аслă чир пуçлăхĕсем темелле. Çĕр çинче пирĕн йăх çитмен вырăн çук. Пире пула мĕн чул тăлăх ача, мĕн чул хусах хĕрарăм юлать. Чăваш республикинче те эпир аслă вырăнта: çултан-çул чахуткă чирне хушса пыратпăр. Пĕтĕм республикипе пĕр ял та çук кам та пулсан чахуткăпа чирлеменни. Нумай чухăна ураран ӳкернĕ, мĕншĕн тесен чухăнсем выçăллă-тутăллă пурăнса, пĕчĕкренех имшерленсе ӳсеççĕ. Чухăнсен пӳртĕнче чухăнсене ерме пуринчен час пулать. Чухăн пӳрчĕ пĕчĕккĕ, чăкраш пӳрт, хĕвел çути кĕмест унта.

Малалла

«Ăсăмпа та килĕшмест-ши кăмăл...»


Ăсăмпа та килĕшмест-ши кăмăл —

Хăш чухне çак кăткăс пурнăçра

Йăнăш çул тупма, чăнах та, çăмăл,

Йывăр ăнланмашкăн вăхăтра.

 

Улталатъ-çке темшĕн кăмăл-туртăм

Çĕнтерсе чылай чухне ăса,

Йăнăш еннелле хăш чух пĕр утăм,

Утăм — çухатмашкăн намăса.

«Мĕн çухатрăм Нурăсра...»


Мĕн çухатрăм Нурăсра —

Кансĕр çав тери.

Çавалçи кĕпер тĕрри

Вĕçĕмсĕр асра

Çунтарать вĕри.

 

Кăтра пуçлă хурăнсар,

Витĕр — утма çул.

Маншăн пур та, саншăн çук

Леш енчи пасар

Эпĕ кĕтнĕ чух.

 

Çупах пулă Çавалта,

Пасарта — хӳри.

Аш вăркамăш чун пӳрни

Тахăш ют ялта

Тĕрĕс çӳрĕ-ши?

■ Страницăсем: 1... 426 427 428 429 430 431 432 433 434 ... 796