Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăКулăш кустăрмиАтте пилĕТутимĕрПулать-çке пурнăçраАслă халалАкăшсем таврăнаççĕ

«Çумăр çăвать чарăнми...»


Çумăр çăвать чарăнми.

Тăвăл кăрлать.

Кирлĕччĕ. Кирлĕччĕ, çутăр-и!

Çул тасалать.

 

Чунăм çунать парăнми.

Ăшăм вăркать.

Килтĕрччĕ. Килтĕрччĕ... Çитрĕн-и?

Чун савăнать.

«Савнă-ши сана эп е савман-ши...»


Савнă-ши сана эп е савман-ши —

Калаймастăп халĕ тин татса:

Çут тĕнче пĕрех хаваслă маншăн,

Çаплипех çанталăк тап-таса.

 

Вĕлтĕр çил шурă юрпа хавассăн

Алхасса ачашланать кăна.

Ку чухне санпа пулнă пулсассăн

Юлăттăм туймасăрах ăна...

 

Халиччен мĕнле çакна пĕлмен эп —

Сансăрăн та çут тĕнче хитре!

Юр пĕрчи те, вылянса киленнĕн,

Чуптума пĕлет мана питрен.

Кун-çул каçалăкĕ


Пуç çине нуша кăна çусан та

Вилес марччĕ чĕрĕллех чунпа.

Пурнăç пушăпа çапсах тăрсан та

Шуçăма кĕтесчĕ шанчăкпа.

 

Такăнмассерен чан çапас марччĕ

Ылханса телейсĕр шăпана.

Тĕнчене çаплипелех савасчĕ,

Ĕмĕтпе кĕтесчĕ Ырана.

 

Кĕрхи кун çитнишĕн ан хурланăр,

Çуркунне каллех, каллех килет —

Кулăр, йĕрĕр, савнăр, асапланăр,

Куççуль витĕр савăр хĕвеле!

 

Пурăнăç хуранĕнчен мĕн ĕмĕр

Хуратса кашни куна çĕрпе

Пĕр алтăрпала шерпет ĕçетпĕр,

Наркăмăш ĕçетпĕр тепринпе.

Тĕшмĕш чăпти


Ирхи хĕвел Ухливан тути çине хуллен шуса пычĕ те лап хупласа лартрĕ. Ухливан мучи хăй çумĕнче çывăрса выртакан карчăкне хĕнеме пуçларĕ. Чышать те чышать хăйен мăн чышкисемпе арăмне сулахай аяк пĕрчинчен. Çилленсех чышать. Арăмĕ кăртах сиксе вăранса кайрĕ.

— Ай, мĕн пулчех, Ухливан? Ай-уй, тăна кĕр! Мĕн ухмахланса выртатăн? Тилпĕрен çирĕн-и-мĕн?! Мĕн турăм эп сана? — тесе уласах йĕрсе ячĕ.

Ухливан нимĕн те илтмест, — чышать те чышать. Укахви стена çумнех лăпчăнса выртрĕ.

«Мĕн... усал ерчĕ-и-мĕн куна? Тур çырлахах! Микул турă, мăн турă амăшĕ, хута кĕрсемех!..»

Ухливанăн куçĕ хупă, тутисемпе вăл темĕскер мăкăртатать, кĕлетки кăрт-карт туртăнкаласа илет.

— Ухливан, мĕн хăтланатăн? Тăр-ха, тăр! Турруна асăн, — тет карчăк, упăшкинĕ силлесе. — Тăр, тетĕп!

Ухливан вăранать, йăлт-ялт пăхкалать, куçĕсемпе такама шырать, лăчах хура тара ӳкнĕ хăй, ларнă çĕртех сăхсăхма тытăнать. Карчăкĕ хуллен ыйтать:

— Мĕн пулчĕ ара сана, Ухливан? Усал хăратрĕ-и-мĕн? Выртнă чухне турруна пуççапма маннă, çавăнпа вăл. Пĕркунне эпĕ те, çавăн пек, турра пуççапмасăрах çывăрса кайнă та çĕрĕпех асапланса выртрăм.

Малалла

«Çимĕк каçĕ...»


Çимĕк каçĕ.

Ыран — вырсарни.

Аса килчĕ эс вырăн сарни.

Пирĕштин, кĕçĕн çыннăн

имлерĕн.

Юптаран юмăç евĕр тимлерĕн.

 

«Халь сăмах та ан хуш, — терĕн, —

хăвшăн.

Санпала кăшт пулам-и хаяр?»

Мăйăмран ытамларăн та ăшшăн,

Пăшăлтатрăн: «Мунча хутса яр!»

Çимĕкри куç хупман çав

пĕр талăк...

Эс те эп.

Шуçăмри ирхине.

Петем пурнăçăм пултăр-и тамăк —

Эп астивнĕ çăтмах тĕшшине.

Улăштараймăн нимĕн те


Çук пирĕн юрату текех,

Чăл-пар саланчĕ.

Черченкĕ кĕленче пекех

Вăл хăвăрт ванчĕ.

 

Илемлĕ, хаклă ванчăксем

Шур ĕнчĕ майлă,

Анчах ытла нумай вĕсем —

Çыпăçтараймăн.

 

Пĕр ванчăкĕ çинче ав — ир,

Шур çĕмĕрт сачĕ,

Теприн çинче — санпа эпир —

Телей саманчĕ.

 

Чĕрӳ халь тунçăхлать-и, тен,

Йĕрет-ши сан та?

Улăштараймăн нимĕн те

Халь тăрăшсан та...

«Пухатăп сăвă шăрçине...»


Сăмах çине сăмах тиретĕп

Хам шухăшăм çиппи çине,

Ĕç пăрахсах ав ретĕн-ретĕн

Пухатăп сăвă шăрçине.

 

Чунри çанталăкăм кăра-и?

Хĕвел пăхать-и йăл кулса?

Йăлтах çĕн туйăмсем вăратĕ,

Вырнаçĕ сăвăсем пулса.

 

Мĕн-ма çыратăп-ши, калаймăп.

Саватăп ма юрра-сăвва?

Хуравлама эп пултараймăп

Нихçан та çакă ыйтăва.

Кĕрхи вăрманта


Вăрманти йывăçсене

Вĕçтерет çил тулхăрса.

Хумханать, ав, вĕрене

Сарă çулçă ывăтса.

Лаштра йăмра тайăлса

Ларать халĕ хурланса.

Кашни кунах тăм ӳкет,

Ĕнтĕ сивĕ те çитет.

Ют планета çыннисем


Эпĕ Оксанăпа вăрмана кайрăм. Унта уçă, илемлĕ. Кайăксем юррисене шăрантараççĕ, чечексем ешереççĕ. Сасартăк чĕрĕп куртăмăр. Ун хыççăн утрăмăр та, хамăр та сисмен, çухалса кайнă.

Тăратпăр йĕрсе, ним тума аптраса. Ăçта каймалла? Мĕн тумалла? Таçтан аякран çутă курăнчĕ. Унталла чупрăмăр. Пĕр уçланкăна çитрĕмĕр. Унта пĕр пысăк чашăк ларать. Пĕр чӳрече те çук. Сасартăк алăк уçăлчĕ те темĕнле çынсем тухрĕç. Шапасенни пек ӳчĕсем сип-симĕс. Тĕлĕнсех кайрăмăр. Кусем ют планетăран пулĕ тесе шутларăмăр. Хăраса кайса пытантăмăр. Вĕсем мĕн тунине сăнарăмăр. Хамăр сисмесĕрех çывăрса кайнă. Ирхине вăрантăмăр. Никам та çук. Савăннипе килелле чупрăмăр. Мĕнле çитнине те асăрхаман.

Мĕнлерех-ши вĕсем, ют планета çыннисем? Мĕн çиеççĕ? Мĕн ĕçлеççĕ? Нимĕн те пĕлеймерĕмĕр.

«Тĕлĕкрен пĕрре эп ыйтрăм...»


Тĕлĕкрен пĕрре эп ыйтрăм:

«Кам-ши,

кам-ши вăл — савни?

Пулнă пулĕ,

пулнă пулĕ,

тен, мана та юратни?»

«Пулнă,

хăй сана шыранă.

çепĕç юрă пек шăраннă —

вăранман эс ху, ухмах!»

■ Страницăсем: 1... 429 430 431 432 433 434 435 436 437 ... 796