Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаЛаохҪавраҫилПăва çулĕ çинчеВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртКайăк тусĕКăвайт çутисем

Параппан


Тӳнклетет параппан...

Темшĕн тунсăх,

салху ун сасси.

Параппанçă-им ырна

ик алри патакне вылятса

е сыв мар

тӳнклетен параппанĕ?

Ах, нумай-çке, нумай

вăл калаçрĕ çулпуç пек

кĕрлевлĕ...

Тен, çавна астусах

сӳрĕкленчĕ янравĕ

кутемĕн?

 

Çĕкленӳллĕ, кичем —

сапăнать, сапăнать

сӳнчĕк сас

ватлăха куçнă

яшлăх чунне —

кĕрхи ĕнтрĕк хыçне

пытанасшăн...

 

Тӳнклетет параппан —

кӳренсе, тунсăх саслă.

Тӳнклетет —

çынсемпе сывпуллашнăн.

Ачалăхри пĕр кун


Паян савăнăç! Манран аслăраххисен канмалли кун. Вĕсен шкула каймалла мар. Муççей, Волоть тата Куçма, эпĕ малтан Вăрăм шывĕн тепĕр енне кайса килтĕмĕр. Пĕçмен çырми хĕрринче ыраш кĕпçи татса çирĕмĕр. Тутана лектерме юраманскер йăлт пăсса пĕтерет. Ăш-чик тӳсет. Таврăнтăмăр. Пукла выляса илтĕмĕр. Кустăрмалла тупăшрăмăр. Йыш хушăнсах пычĕ. Мечĕкпе выляма пикентĕмĕр. Шупкарах сăнлă сăранпа сырнă. Ăшĕнче те каучук, те урăххи — лайăх çапсан таçтах ыткăнать.

Мечĕкĕ хамăнах-ха. Анчах кам ăсталанă, пирĕн киле мĕнле килсе лекнĕ — калаймастăп.

Пĕрисен çапмалла. Сыхлакансен çăмхана çĕре ӳкиччен е тытмалла, е çапса таракансенчен пĕрне персе тивертмелле. Вара çапаканнисем пулаççĕ.

Ĕнер çумăр лӳшкерĕ, аслати кĕмсĕртетрĕ. Паян — хĕвеллĕ. Çул çинчи пĕр шит хулăнăш тусан пусăрăннă кăна. Кĕрсе кайсан пурпĕрех çĕкленет. Урамăн пĕр енĕ тип-тикĕс, сысна курăкĕ ем-ешĕл. Çавăн тăрăх чупатпăр.

Мана çапма черет виççĕмĕш хут çитрĕ. Хатĕрлентĕм — пирĕн киле салтакăнни пек карттус тăхăннă çын кĕрсе кайнине асăрхарăм. Кам-ши? Калиткене те, пӳрт алăкне те нихăçан та питĕрсе тăмастпар та — ал туйине пăрахрăм, киле чупрăм. Картишĕнчи Улай каçса кайса вĕрет. Пӳрте кĕтĕм. Арçын тĕпеле çитнĕ. Сăран сумкине хăйĕн умне çавăрнă, хутсем кăларнă. Вĕсене пĕр чĕнмесĕр пăхать.

Малалла

Февраль — Нарăс


Çил улать ытла та хытă,

Вĕçтерет тăман тулта.

Йăвине пытаннă йытă

Шарламасăрах выртать.

 

Урама тухсан, сисетпĕр,

Чĕпĕтет хĕл сăн-питрен,

Пурпĕрех шкула çӳретпĕр,

Хăрамастпăр сивĕрен.

«Тĕлсĕр çул евĕрлех ăнман пурнăç...»


Тĕлсĕр çул евĕрлех ăнман пурнăç:

утатăн, утатăн, утатăн,

утатăн та, — ăнăç е тухăç

ăçта пулнине те манатăн.

 

Çӳлте — кайăксен патефонĕ,

умра — çутçанталăк чĕрçи.

Итле! — тет, кĕрлет симфони,

çырла йăлăнать: тат — çи!

 

Йăван икĕ çул юппине

çитсе хутаçне хунă пек,

тухатпăр эпир тĕнчене

чунри мĕнпур ыр ĕмĕтпе.

Йăмăка


Телей мĕскеррине эпир

шута хумасăр — йăнăшатпăр.

Телей вăл — тин вăраннă ир.

Телей вăл — кун, телей вăл — тапхăр.

 

Телей — таса çамрăклăхран

мĕн ватлăха çити пĕр намăс

ĕçпе вараланмасăрах

утас тени. Ут — пуçна ан ус.

 

Сĕтел тавра чупать ача.

«Анне» тесе калать хавассăн.

Телей вăл хăвăн тĕслĕ çак

пепке. — Сана ялан вăл савĕ.

 

Телей вăл — кил. Телей вăл — ĕç.

Телей вăл — пурăнас хаваслăх.

Телей вĕçев пек. Эс те вĕç. —

Куратăн пуль: пуласлăх — аслă!

Вĕсен ăшши ман чĕререх


Çуралнă килĕм умĕнче

Тăратăп шухăша путса,

Куççуль капланчĕ куçсенче —

Мĕнле-ши пурăнас чăтса?

Чун ыратни иртет вăрах,

Шăпам, тархасшăн ан пăрах...

 

Юратнă кил — манми сăпка,

Атте-анне çеç çук çумра.

Çук, вĕсем мар, халь çил лăпкать

Мана шуралнă пуçăмран.

Кĕтсе илме кил-çурт умне

Тек тухас çук тăван анне.

 

Халь кам мана çак пурнăçра

Атте пекех ăнланĕ-ши?

Халь кам мана çак пурнăçра

Анне пекех хĕрхенĕ-ши?

Çулсем иртеççĕ, пурпĕрех,

Вĕсен ăшши ман чĕререх...

Чышкă тытăмĕ


Кашăк тытмалли алли те, утса çӳремелли ури те унăн ытти этемсеннинчен пысăк пулнă. Аллипе çитмĕл те çичĕ тĕслĕ халăха тытса тăнă, урипе çитмĕл те çичĕ çĕршыва пусса тăнă.

Унăн чăмăрĕнче пурăнакан çитмĕл те çичĕ тĕслĕ халăха сывлама пит йывăр пулнă, вара, сывлас пулсан, чышкă пӳрнисен хушăкĕсем витĕр анчах сывламалла пулнă. Хуçи чышкисене уçма юратман. Пуринчен те ытларах чăвашсене, çармăсcене, тутарсене тата ытти çавăн пек вак халăхсене ун чышкинче сывлама йывăр пулнă.

Çав пысăк алăллă, ураллă, икĕ пуçлă (пуçĕ унăн иккĕ пулнă) япалана çынсем ылханса «Чышкă» тесе чĕннĕ, этем юнĕпе пурăнакан тискер кайăксем ăна çĕр çинчи турă тесе хисепленĕ.

Çав икĕ пуçлă хаяр Чышкăн тĕлĕнмелле пукан пулнă. Вăл пукана йăлтăр-ялтăр ылтăнтан, вĕлтĕр-вĕлтĕр ахах пĕрчисенчен тунă пулнă.

Тар шăрши çапакан этемсем вăл пукан патне пыма та пултарайман. Пырас тесе ăмсансанах, курăнми вăй вĕсене тыта-тыта пăрахнă, вĕлернĕ, Çĕпĕре, Сахалина ыткăнтара-ыткăнтара янă.

Çав ылтăнпа ахахран тунă пукана сыхлама Чышкăн çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ тарçă пулнă.

Ĕлĕк те, хальхи пекех, хĕвел пăхнă, çумăр çунă, каç пулнă, ир пулнă...

Малалла

«Çутăр çумăр, çутăр...»


Çутăр çумăр, çутăр,

Курăкра вăл юлтăр,

Кăмăлĕ пулсассăн,

Тепĕр хут та çутăр.

 

Çак Çĕртен вăй пухтăр

Саншăн та, тăванăм,

Кăмăллă вăл пултăр.

Ачалла вылятăр,

Яш çынла ташлатăр,

Ташă чарăнсассăн,

Юррăн янăратăр...

«Лаштра юман — уйра...»


Лаштра юман — уйра,

Курак — турат çинче,

Юрлам-и пĕр çавра?

Тĕлĕнмелле тĕнче.

Килет те шухă çил,

Юман сăмах пуçлать,

Мана парать пек пил.

Ах, мĕншĕн ăш вăркать?

Лаштра юман çинче

Тен, ман шăпам паян?

Тен, кайăк юрринче

Пуçланнă вăл тахçан?

Тен, урăхла йăлтах?

Тен, хам та эп хам мар?

Тĕлĕнмелле сăмах,

Тĕлĕнмелле сăнар!..

«Эпир те маттур...»


Эпир те маттур,

эсир те маттур,

пиртен те маттур

тата пур.

 

Эпир те пуян,

эсир те пуян,

пиртен те пуян

тата пур.

 

Эпир те ухмах,

эсир те ухмах,

пиртен те ухмах

никам çук.

■ Страницăсем: 1... 433 434 435 436 437 438 439 440 441 ... 796