Александр Моисеевич Ильин 1945 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче çуралнă.
7 çул вĕренмелли шкула пĕтĕрнĕ хыççăн Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. 1964-1967-мĕш çулсенче Совет Çарĕнче пулнă. Ун хыççăн ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1979-1985 çулсенче Мускаври М.Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнче вĕреннĕ.
Литература ĕçне ача чухнех кӳленнĕ. Малтанхи сăвăсене Çĕрпӳ районĕнчи «Октябрь çулĕ» хаçатра пичетленĕ, каярах унăн сăввисемпе поэмисем республикăра тухса тăракан журналсенче тата хаçатсенче пичетленнĕ.
Халиччен Александр Ильинăн 9 кĕнеке тухнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Çумăр ташши», «Тупа», «Çĕрпӳ», «Вăрманти тĕлпулу». Поэт ытларах çарпа патриотизм темипе çырать, çавăн пекех унăн сăввисенче ял, туслăх, юрату, çĕр темисем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
1986 çултанпа СССР çыравçисен пĕрлĕхĕнче тăрать.
Шухăшсем
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...