Пурнăç — тĕлĕнтермĕш
Пурăннă ял вĕçĕнче
Пĕчĕк хура пӳртĕнче
Ватă старик пĕр-пĕччен,
Телейне курман хальччен.
Выçлăх пулнă ача чух,
Кайран вăрçа ăсатнă.
Нумай асап-хуйхине
Çакă вăрçă кăтартнă.
Вăрçă хыççăн арăмĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнă.
Тăрса юлнă вăл пĕччен,
Шăпа çапла, тен, çырнă.
Мĕнех ĕнтĕ тумалла?
Юлнисен пурăнмалла.
Куллен кунах ĕçпеле
Хуйха-суйха манмалла.
Хĕвелтен те маларах
Шуçăмпалах вăл тăрать.
Алла çурла тытать те
Тырă вырма уттарать.
Кĕлте çыхать, çĕмелне
Йĕтем çине турттарать.
Тăпачă алла илсе
Авăнне те хăй çапать.
Хĕл кунĕсем çитсессĕн
Çăпата куллен тăвать.
Карçынкка, пурак çыхать,
Йывăçран та каскалать.
Ун пек ăста çын ялта
Ку таврара урăх çук.
Çавах çитми пурнăçа
Çитермешкĕн майĕ çук.
Унăн выльăх-чĕрлĕхĕ
Темшĕн ăнса пымарĕ.
Тем амакĕ пулчĕ те,
Пĕтĕм пурнăç хавшарĕ.
Пĕррехинче çак старик
Вăрмана тухса каять.
Хĕлле валли вут-шанкă
Хатĕрлеме вăхăт тет.
Çул тăршшĕпе утнă май
Çамрăклăх аса килет.
Эх, мĕн чухлĕ ун чух вăй
Пулнă çамрăк ӳт-пӳре!
Утă çулнă ярăнса,
Вутне çурнă савăнса.
Вăйă-улаха çӳренĕ,
Юрра-ташша пултарнă.
Каçхи вăййа тухсассăн
Ывăнни те манăçнă.
Хĕвелпе танах тăрса
Каллех ĕçе кӳлĕннĕ.
Халĕ акă ватлăха
Пĕчченех ирттермелле.
Ун чухнехи вăхăта
Тавăрас çук каялла.
Çапла вăл шутла-шутла
Вăрмана çитсе тăрать.
Инçе çул ывăнтарать,
Мучи кăшт канма шутлать.
Юмансемпе чăрăшсем
Çӳлелле кармашаççĕ.
Лăпкă çилĕ вĕрнĕ май
Шăппăн тем калаçаççĕ.
Тĕрлĕ чечек çийĕпе
Вĕлле хурчĕ явăнать.
Кайăк юрри янăрать.
Чуна тыткăна илет.
Кăкăр тулли сывлатăн
Кунти уçă сывлăша.
Пĕтĕм хуйха манатăн
Çак илемпе киленсе.
Вăрман тăрăх утнă май
Мучи шухăша каять.
Унăн ватă пуçĕнче
Тĕрлĕ шухăш явăнать.
— Эх, ман ватлăх кунсенче
Кăштах ырлăх курасчĕ.
Куçăмсем хупăниччен
Телей мĕнне пĕлесчĕ.
Çапла калать çеç старик,
Вăрман янраса каять.
Унăн умне чăтлăхран
Урхамах тухса тăрать.
Урхамахăн çилхийĕ
Çилпе явăнса тăрать.
Урийĕ те таканлă,
Тапăртатса çеç тăрать.
Çамки çинче çăлтăр пур.
Ку вăл мĕнле паллă-ши?
Йĕвенĕ те ылтăнран.
Мĕнле лаша пулчĕ-ши?
Икĕ турта хушшинче
Чаплă урхамах тăрать.
Икĕ куçĕ хĕм сапать,
Кĕмĕл евĕр çуталать.
Лаша мучи çывăхне
Пырса тăрать, кĕçенет.
Ăна шурă çӳçĕнчен
Çулла-çулла вăл илет.
Мучи çакă лашана
Килне çавăтса каять.
Ăшă, хăтлă витене
Ăна вăл кĕртсе ярать.
Сĕлĕ парать, шăварать
Мучи хăй янаварне.
Ута ăшшăн ачашлать,
Çепĕç сăмахне калать.
— Эх, эс манăн Çăлтăрăм,
Ман телее ăçтан тухрăн?
Çак тарана çитсе те
Сан пек ута эп курман.
Кун пек чаплă лашана
Пит ăмсанса пăхаççĕ.
Урхамаха сутмашкăн
Ӳкĕтлесе ыйтаççĕ.
Мучи выртса çывăрсан
Лаша витерен тухать.
Çамрăк каччă пулать те
Часах ĕçе пикенет.
Шурăмпуçĕ киличчен
Каялла лаша пулать.
Ăшă витене кĕрсе
Лăпкăн çывăрма выртать.
Çапла кунран кун иртет,
Мучи шавах тĕлĕнет.
Кам ăна пулăшать-ши?
Кам ăна ыр сунать-ши?
Пĕррехинче çак мучи
Çурçĕрпеле вăранать.
Хăйĕн картишне тухсан
Тĕлĕнмеллех тĕлĕнет.
Йарăс пӳллĕ, илемлĕ
Каччă тăрать умĕнче.
Кăмăллăн та сăпайлăн
Сывлăх сунать мучие.
Каччăн вăрттăнлăхĕ пур
(Эпĕ сире пĕлтерем).
Ăна çын курчĕ пулсан
Лашана вăл куçаймасть.
Унăн хура куçĕнчен
Вĕри куççулĕ юхать.
Вăл тумланă вырăна
Илемлĕ чечек шăтать.
Йĕкĕт пурнăçĕ çинчен
Тĕплĕн каласа парать.
Ватăпа пĕрле пулма
Ĕмĕрлĕх сăмах парать.
Кӳршери чипер хĕрпе
Туй туса пĕрлешеççĕ.
Кун пек шеп туя нихçан
Ял çыннисем курманччĕ.
Пурте çамрăк мăшăра
Ырлăх-телей сунаççĕ.
Килĕштерсе пурăнма
Ватăсем пил параççĕ.
Мучи ватлăх кунсене
Ывăл-кинпе ирттерет.
Кунарах кунах савăнать
Вăрăм кун — çулне сунать.
Çапла телей курасса
Ĕмĕрне те шутламан.
Кун пек ырлăх пуласса
Тĕлĕкре те тĕлленмен.
Татьяна (2010-10-21 14:22:57):
Сывлăх сунатпăр!
Пире Алиса Львовăн сăввийĕ питĕ килĕшрĕ. Унăн пултарулăхĕ малалла та аталанасса шанатпăр.
Танюш (2010-10-21 14:28:17):
Манăн коллега питĕ килĕшӳллĕ сăвă çырма пултарни мана тĕлĕнтерсех ячĕ. Маттур!
Зайцев П Н (2010-11-18 22:41:15):
"Çул тăрăшшĕпе утнă май, çамрăклăх аса килет", питĕ илемлĕ сăмахсем. мана килĕшрĕ. этем хăйне яланах çамрăк туять.Алиса, эсĕ пултаруллă
Sergej (2011-04-26 00:23:35):
Алиса Николаевна, эсир питĕ пултаруллă!!! :)