Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсӗ

Ӑмӑртун логотипӗ

Кӗскен

«Халап хапха тӑрринче...» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене тӑван ене, унӑн культурипе историне, юмах-халапне тӗпчес, литература пултарулӑхне аталантарас, тӑван халӑхӑн, тӑван ял-хулан, тӑван тавралӑхӑн чи кӑсӑк енӗсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ таран (ку вӑхӑтра 1-мӗш тапхӑр иртрӗ) пурӗ 73 хайлав йышӑнтӑмӑр.

Ӑмӑрту положенийӗ

«Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсӑн положенийӗ

Хайлавсем

Конкурса ярса панӑ хайлавсем

Ҫӗнтерӳҫӗсем

1-5 классенче вӗренекенсем

  • 1 вырӑн. Дарья Мидукова ҫырнӑ «Иртни...» сӑвӑ. Ҫӗмӗрле районӗ, Хутарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ гимнази.
  • 2 вырӑн. Надежда Сергеева ҫырнӑ «Пырса курӑр манӑн ялӑма» очерк. Сӗнтӗрвӑрри хули, Атӑлҫи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.
  • 2 вырӑн. Виктория Павлова ҫырнӑ «Милла вӑрманӗ» калав. Ҫӗрпӳ районӗ, Апакассинчи пӗтӗмешле тӗп пӗлӳ паракан шкул.
  • 3 вырӑн. Анастасия Иванова ҫырнӑ «Юратнӑ кукамай» калав. Шупашкар хули, 49-мӗш вӑтам шкул.
  • 3 вырӑн. Александра Андреева ҫырнӑ «Илемпи куҫҫуль ҫырми» халап. Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ.

6-8 классенчи ачасен cӑввисем

  • 1 вырӑн. Екатерина Майорова ҫырнӑ «Вырӑс Сурӑм сали ҫинчен хывнӑ халап» сӑвӑ. Элӗк районӗ, Юнтапари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.
  • 2 вырӑн. Анастасия Фёдоровӑн «Илленушкӑнь» сӑвви. Элӗк районӗ, Тавӑтри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул.
  • 2 вырӑн. Валерия Константиновӑн «Таркӑн салтак варӗ» сӑвви. Элӗк районӗ, Юнтапари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.
  • 3 вырӑн. Виктория Трофимова ҫырнӑ «Пирӗн ял» сӑвӑ. Элӗк районӗ, Вутланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.
  • 3 вырӑн. Максим Левый хайланӑ «Ылхан» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

6-8 классенчи ачасен калавӗ, очеркӗ, халапӗ

  • 1 вырӑн. Максим Катин ҫырнӑ «Тӗпсӗр кӳлӗ» калав. Елчӗкри вӑтам шкул вӗренекенӗ.
  • 2 вырӑн. Татьяна Павловӑн «Тӑрна ҫырми мыскарисем» халапӗ. Канаш районӗ, Сиккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.
  • 3 вырӑн. Наталия Соловьевӑн «Чӳк ҫырми» калавӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкул.
  • 3 вырӑн. Елена Ильина ҫырнӑ «Пирӗн ял» калав. Элӗк районӗ, Вутланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

9-11 классенче вӗренекенсем

  • 1 вырӑн. Вероника Тябукова ҫырнӑ «Тӗмерти Сартас кӳлли» сӑвӑ. Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.
  • 2 вырӑн. Михаил Шибаевӑн «Хресне ҫӑлкуҫӗ...» калавӗ. Йӗпреҫ районӗ. Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.
  • 3 вырӑн. Анна Курчина ҫырнӑ «Тукшик улӑхӗ» очерк. Елчӗк районӗ. Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.
  • 3 вырӑн. Александра Артемьева ҫырнӑ «Юратнӑ ялӑм — Таяпа Энтри» сӑвӑ. Елчӗк районӗ. Таяпа Энтри шкулӗ.

Вӗрентекенсен сӑввисем

  • 1 вырӑн. Лилия Васикова ҫырнӑ «Кивӗ Саврӑш кивӗ мар!» сӑвӑ. Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑшри вӑтам шкул.
  • 2 вырӑн. Алина Петровӑн «Карман-ту» сӑвви. Элӗк районӗ Чӑваш Сурӑмӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул.
  • 3 вырӑн. Светлана Яруткинӑн «Спаскав Якурӗ» сӑвви. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнчи тӗп шкул.

Вӗрентекенсен пьеси, калавӗ, очеркӗ, юмахӗ

  • 1 вырӑн. Антонина Михеева ҫырнӑ «Ҫунатсӑр Ҫилҫунат» пьеса. Елчӗк районӗ, Энтепери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.
  • 2 вырӑн. Ирина Васильевӑн «Ҫӑмахуй...» калавӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Хуракассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.
  • 3 вырӑн. Татьяна Цыркуновӑн «Мӑнҫырма» калавӗ. Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.
  • 3 вырӑн. Галина Николаевӑн «Майра сукмакӗ» очеркӗ. Канаш районӗ, Хучелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.
  • 3 вырӑн. Галина Зотовӑн «Ӗне вӑрмана тарса ҫухалчӗ» юмахӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкул.

Вулакансем кӑмӑлласа йышӑннӑ хайлав

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Конкурссем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-20 18:13:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8550 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем