Тăрна çырми мыскарисем


Авалтанпах, пирĕн асаттесен аслашшĕсем пурăннă чухнех, Сиккассипе Яманкасси ялĕсен хушшинче çурçĕртен кăнтăралла юханшыв юхса выртнă. Çав юханшыв çырмине вара пирĕн асаттесен аслашшĕсемех темшĕн Тăрна çырми ят панă. Тăрнисене никам та курман тет унта. Шывĕ нумаях пулмасан та çыранĕсем çав тери сарлака, вĕсем сип-симĕс курăкпа витĕннĕ. Çавăнпа та кунта кашни çулах, çăва тухсан, икĕ ялăн выльăх кĕтĕвĕсем çӳреççĕ. Çырман сылтăм енчи çыранĕнче — Сиккасси кĕтĕвĕ, сулахай çыранĕнче вара — Яманкасси ял кĕтĕвĕ.

Çапла пĕррехинче пирĕн кĕтĕве кайма черет çитсен кӳршĕри Анна аппапа ĕнесене Тăрна çырмине илсе кайрăмăр. Ĕнесем кунта çӳреме хăнăхнă ĕнтĕ, çавăнпа та вырăна çитсенех пуçĕсене чиксе çемçе симĕс курăка татса çиме тытăнчĕç. Часах Сиккасси кĕтĕвĕсем те çырман сылтăм енне çитсе чарăнчĕç. Кунĕ шăрăх тăрать, çавăнпа та ĕнесем кăнтăрла енне сулăнсанах çырма варринче ӳссе ларнă йывăçсен сулхăнне кĕрсе тăрса кавлеме тытăнчĕç. Эпир вара савăнсах кăнтăрлахи апата лартăмăр. Çисе тăрансан Анна аппа сулхăна кайса выртрĕ, эпĕ вара хĕвел ăшшинех вырнаçрăм.

Çапла канса выртнă чухне сасă илтех кайрăм. Пĕри питĕ çемçе сасăпа мана: «Кил кунта, кил кунта!» — тесе чĕнет. Сасă енне çаврăнса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Çыранăн çӳл енче тĕмеске çинче пĕр чĕрчун тăра парать. Хăй çăмлă, сухаллă, кушак евĕрлех темелле, анчах кушак мар. Ик ури çинче тăрать, малти урисене кăкăрĕ çумне хутлатса хунă. Мана пĕр вĕçĕм: «Кил кунта, кил кунта», — тет. Эпĕ тĕлĕннипе: «Эсĕ кам, эпĕ сана халиччен курман-çке», — тетĕп. «Эпĕ сăвăр, эп хурал», — тет хайхи чĕрчун. Сăвăр ятлă чĕрчун пуррине илтнĕ-ха эпĕ, анчах та хăйне куçпа курман. «Мĕн тума чĕнетĕн эсĕ мана?» — тетĕп сăвăра. «Ара, кĕрсе кур пирĕн яла. Эпир мĕнле пурăннине пĕлес килмест-и вара санăн? Эпир çынсем пекех, çынсен йăли-йĕркипех пурăнатпăр», — тет. «Манăн пĕлес килет-ха — эсир мĕнле пурăннине, анчах та эпĕ пысăк-çке, сирĕн шăтăка епле кĕрĕп-ха?» — тетĕп. «Пирĕн яла кĕресси ним те мар. Кил кунта, хăвăн патак тавра виçĕ хутчен хĕвеле хирĕç çаврăн та, пирĕн ял алăкĕ саншăн пысăкланса кайĕ», — тет сăвăр. Эпĕ вара савăнсах сăвăр шăтăкĕ çывăхне пытăм та хам патак йĕри-тавра хĕвеле хирĕç çаврăнма тытăнтăм, çаврăннă май ман алăри патак пысăкланса пычĕ, малтан кашта пек, унтан пĕрене пек пулса çĕре лап! турĕ. Эпĕ вара тĕлĕннипе хытсах кайрăм. Ман умра тем пысăкăш çăмламас чĕрчун тăра парать.

— Кур, мĕнле ансат, эсĕ халь манран та пĕчĕк, çавăнпа та пирĕн ялта лайăх çӳреме пултаратăн, — тет.

Унтан мана алран çавăтрĕ те хăйсен ялне илсе кĕрсе кайрĕ.

— Лайăх пăхса пыр, — тет.

Çынсенни пекех, урамсем пур, кашни сăвăр çемйин пӳрчĕ, пӳрт çумĕнче кĕлет — тĕш тырă валли, кĕлетрен аяккарах кашни çемьен нушник пур.

— Пирĕн ялта чи пĕчĕк сăвăрсене валли ясли пур, пысăкраххисене валли вара — шкул. Шкулпа юнашар пĕр енче — клуб, тепĕр енче — пульница. Вĕсене хирĕç — пирĕн пуçлăх çурчĕ.

Пуçлăх курницара трон çинче ларать, тĕрлĕ саккунсем çырать.

Çапла сăвăр калаçнине итлесе пынă май эпĕ вĕсен урамĕпе паллашса пытăм. Урам тăршшĕпех çутă. Икĕ енĕпе уйрăм пӳртсем — шăтăксем. Кашни шăтăк тĕлĕнче вут пуççи — çĕрĕк йывăç тымарĕ — çутатса выртать, çавăнпа та урамĕнче кăнтăрлахи пекех çутă, хĕвел çукки çеç.

— Атя-ха пĕр пӳртне кĕрсе курар, — тетĕп сăвăра.

— Э-э, çук. Манăн сана чи малтан пуçлăх патне илсе каймалла. Кайран вара пуçлăх мĕн калать, çавăн пек пулĕ.

Çапла вара нумай утнă хыççăн анлă урама тухрăмăр.

— Акă кунта пуçлăх керменĕ, — тет сăвăр пĕр шăтăка кăтартса. — Халь эпир ун патне кĕретпĕр.

— Итле-ха, — тетĕп эпĕ чарăнса. — Эпир санпа урам тăршшĕпе килсе те пĕр сăвăр та курмарăмăр. Ăçта вара ыттисем?

— Вăхăчĕ çапла. Ĕç сăвăрĕсем — ĕçре, ачасем — канура, вăрман хĕрринче выляççĕ, пĕчĕккисем — яслире, салтаксем — хуралта. Эсĕ кăшт тăр-ха, эпĕ пуçлăха çын килни çинчен пĕлтерем, — терĕ те шăтăка кĕрсе кайрĕ. Кăшт тăрсан каялла тухса мана кĕме хушрĕ. Эпĕ курницана кĕрсен пуçлăха курнипе чутах йăванса каяттăм. Çӳллĕ трон çинче тем пысăкăш сăвăр ларать. Унăн пуçĕ çинче сĕлĕпе ыраш пучахĕсенчен çыхнă кăшăл. Сăмси çинче, сухалĕсенчен тирсе пулĕ, пĕр енче урпа пучахĕ, тепĕр енче тулă пучахĕ. Пĕр хăлхинчен пăрçа хутаçĕ, тепринчен вика хутаçĕсем çакăнса тăраççĕ. Хăй умне хаçат хунă та пĕр вĕçĕм вуланă пек мăкăртатать. Унтан пуçне çĕклесе ман еннелле пăхрĕ те калаçма тытăнчĕ:

— Хаçат вулатăп, çынсен саккунĕсемпе паллашатăп. Вăхăт сахал манăн пустуй калаçса ларма. Пирĕн пата килтĕн пулсан санăн тăрăшса ĕçлес пулать. Пирĕн çĕр-шывра никам та ĕçлемесĕр апат çимест. Пирĕн саккун çавăн пек: «Ĕçле те çи, ĕçле те çи… ĕçлемесен…» Çавăнпа та санăн паянах ĕçе тытăнас пулать. Эсĕ хăвăр патра кам пулса ĕçленĕ-ха?

— Эпĕ учитель, — тетĕп пуçлăха.

— Апла питĕ лайăх, пире учительсем кирлĕ. Халех сана Микуç шкула илсе кайĕ. Эсĕ вара ачасемпе паллашнă хыççăн ĕçе тытăн. Тăрăшса ĕçле, сывă пул, — терĕ те каллех пуçне чиксе вулама тытăнчĕ.

Эпĕ вара чăннипех хăраса ӳкрĕм, сăвăрсен тĕнчинчен тарас ĕмĕтпе пуçлăха çапла каларăм:

— Аслă Пуçлăх! Сире çак ĕçе шанса панăшăн пысăк тав, анчах та сăвăрсене лайăх вĕрентме тĕрлĕ кĕнеке кирлĕ пулать. Тырă пĕрчисене лайăх шутлама вĕренме — математика кĕнеки, çĕр çинче мĕншĕн тĕрлĕ машина чупнине пĕлме — физика кĕнеки, тĕнчере мĕнле çĕр-шывсем пурри тата мĕнле халăхсем пурăнни çинчен — истори кĕнеки, ӳкерме тата юрлама вĕренмелли кĕнекесем кирлĕ, — тетĕп.

— Тĕрĕс, питĕ аван, — тет пуçлăх. — Çавăнпа та киле кай та ыран ирех кĕнекӳсене пуçтарса кил. Ыранах ĕçлеме тытăнатăн. Микуç, ăсатса яр учителе, ыран кĕтсе илĕн, — терĕ те каллех вулама тытăнчĕ.

Эпĕ вара:

— Сывă пулăр, Аслă Пуçлăх! — текелесе хăвăрт çаврăнса тухрăм. Урамра Микуçа çапла каларăм:

— Тĕттĕмлениччен киле çитсе кĕнекесене пуçтармалла. Ыран ирех кунта пулмалла, çавăнпа та халь пирĕн питĕ васкаса утмалла.

Микуç манпа килĕшрĕ, алран ярса тытрĕ те пĕтĕм вăйран чупа пуçларĕ. Эпĕ вара аран-аран ĕлкĕрсе пытăм. Хĕвел çутине курсан савăнсах кайрăм. Çав вăхăтрах пуçа хăрушă шухăш пырса çапрĕ. Эпĕ питĕ пĕчĕккĕ вĕт-ха, мĕн тумалла халь манăн, мĕнле тепĕр хут çын пулмалла? Хам ним пулман пек Микуçа каларăм:

— Пуçлăхран ыйтма ас тумарăм. Эпĕ питĕ пĕчĕк вĕт-ха, пысăк кĕнекесене епле йăтса килĕп? Киле те кĕçĕр çитейместĕп вĕт, çыннăн пĕр ура пусăмне манăн 20 пусăм тума тивет.

— Э-э, эсĕ уншăн ан кулян. Часах пысăк çын пулатăн. Авă хăвăн патак выртать, çавна аллупа сĕртĕнсе хĕвеле май виçĕ хутчен çаврăн, вара чăн çынах пулса тăрăн, — терĕ.

Эпĕ савăнса кайса патак йĕри-тавра виçĕ хутчен чупса çаврăнтăм та чăн çын пулса тăтăм, сăвăр ман умра пĕчĕк чĕрчун пулса тăчĕ. Сăвăрпа сыв пуллашрăм та хамăр ĕне кĕтĕвĕ патнелле утрăм. Анна аппа мана курнă-курманах çуйхашма пуçларĕ:

— Ăçта пулнă эсĕ? Çырла пуçтарса çисе çӳрерĕн-и е сулхăнра сăвăр пек çывăрса выртрăн-и? Эпĕ кунта паян кунĕпе ĕнесене пĕччен сыхларăм. Юрать-ха çырма тепĕр енне каçасран ĕнесене Сиккасси кĕтӳçĕсем хăваласа тăчĕç.

Эпĕ Анна аппана хирĕç нимĕн те каламарăм. Мĕн, сăвăрсен патшалăхне кайса килтĕм тесе калас-и? Кам ĕненĕ, хамран çеç кулаççĕ вĕт.

— Авă Сиккасси кĕтĕвĕсем тапранчĕç, атя, тапранар, эпир те кĕтĕве ялалла хăвалар, — терĕ. Эпĕ савăнсах килелле ĕнесене хăваласа утрăм.

Тепĕр икĕ кунтан ялта усал хыпар сарăлчĕ. Пухвир Зойи Тăрна çырминче кĕтĕве кайсан çухалнă. Виçĕ кун та виçĕ каç шырарĕç Зойăна, анчах тупаймарĕç. Ялта тĕрлĕрен калаçрĕç. Пĕрисем хăйĕн юратнă тусĕпе хулана тухса тарнă пулĕ теççĕ, теприсем вăрмана çырла çиме кĕрсен аташса кайнă пулĕ-ха теççĕ. Тăванĕсем «Жди меня»-на хут ярса панă терĕç. Эпĕ çеç хам шухăша никама та каламарăм. Кама каласа ĕнентерес? Хамран çеç култаратăп вĕт ял халăхне. Зоя киле килме май тупатех тесе шухăшларăм.

Çапла Зоя пирки калаçма та пăрахманччĕ-ха, тепĕр хыпар ялта хĕвĕшме пуçларĕ. Сантăр Куçми Тăрна çырмине кĕтĕве кайсан тĕлĕнтермĕш япала курнă. Кĕтӳрен таврăннă чухне лавкка умĕнче тăракан çынсем патне пычĕ тет те хăй мĕн курнине каласа пама тытăнчĕ тет.

— Итлĕр-ха, итлĕр. Эпĕ паян пĕр мыскара куртăм. Ĕнесене тапăра хупсан пурте пур-и-ха тесе шутлама тытăнтăм. Çапла шутласа тăнă вăхăтра тĕлĕннипе чутах йăванса каяттăм. Пухвир тетесен ĕне хӳри тăрăх пĕр пукане тапаçланса улăхать. Тапаçлансан-тапаçлансан улăхса çитрĕ те ĕне купарчи патĕнчен пуçласа пуçĕ патне çитиччен утса пырса икĕ мăйрака хушшине кĕрсе ларчĕ.Хăй ĕнен пĕр мăйраки пысăкăш çеç. Çапла ĕнен пĕр мăйракинчен ытамласа ларчĕ те кайăк пек чĕвĕлтетсе юрла пуçларĕ. Эпĕ вара çак мыскарана Макçăма та кăтартас-ха тесе (кĕтĕве паян Петĕрсен Макçăмĕпе кайнă) ун патнелле чупрăм. Ăна илсе килнĕ çĕре Пухвир тетесен ĕни кавлесе выртать, пуканийĕ вара çук. Йĕри-тавра пур çĕре те пăхрăмăр — таçта кайса кĕнĕ, — тесе каланă тет Сантăр Куçми. Çак мыскара çинчен Куçма пĕр вĕçрен калать тет. Пĕрре каласа пĕтерет тет те каллех пуçлать тет. Çапла сахалтан та вунă хутчен каларĕ тет. Тепĕр кунхине Сантăр Куçми ăсран аташса кайнă, пĕр вĕçрен «…пукане Пухвир тетесен ĕни хӳри тăрăх тапаçланса улăхать…» тесе калать тет. Тăванĕсем Куçмана васкавлă пулăшу чĕнсе илсе тухтăр патне ăсатнă тет.

Вырăна илсе çитерсен вара, хвершăл каласа панă тăрăх, тухтăр Куçмана тенкел çине лартса пĕр урине тепĕр ури çине хуртарчĕ тет, унтан аллине мăлатук илсе чĕркуççинчен шап тутарчĕ тет. Куçма ури ялтах сиксе илчĕ тет. Тухтăрĕ: «Сывах пирĕн больной, сывах», — терĕ тет. Куçма çакна илтсен каллех хăй мыскарине хавхалансах тухтăра каласа пама тытăнчĕ тет: «Ара, кĕтӳре ĕнесене шутлама тытăнтăм та Пухвир тетесен ĕне хӳри тăрăх пĕр пукане тапаçланса улăхать…» Çакна илтсен тухтăр, тенкел çинче лараканскер, урайне лач ӳкрĕ тет. Куçма çухалса каймарĕ тет, тухтăр аллинчи мăлатука туртса илчĕ тет те тухтăр чĕркуççинчен пĕтĕм вăйпа шаплаттарчĕ тет. Тухтăр тăна кĕрсе ялтах сиксе тăрса алăка уçрĕ тет те пĕтĕм вăйран: «Кĕпе, кĕпе, лăплантаракан кĕпе», — тесе кăшкăрчĕ тет. Унччен те пулмарĕ тет — икĕ вăй питти çын кĕрсе Куçмана лапсăркка кĕпе тăхăнтарса çаннисемпе çыхса та хучĕç тет. Тухтăр вара Куçмана: «Ну, халь каласа пар-ха хăвăн мыскаруна», — тесе каларĕ тет. Куçми вара каллех хăй мĕн курнине каласа пачĕ тет. Тухтăр итлесе пĕтерчĕ тет те: «Ну, мĕн кăна курăнмасть пулĕ аташнă çынсен куçне, илсе кайса вырттарăр аташнисен çуртне», — тесе кăларса ячĕ тет. Хвершăл Куçмана çав çурта вырнаçтарса хăварнă тет. Куçми вара: «Чăнласах куртăм, мĕншĕн ĕненместĕр?» — тесе юлчĕ тет.

Çав кунах Тăрна çырмине кĕтĕве Кĕтюк Ваççипе Пĕчĕк Илле кайнă пулнă. Каç кӳлĕм, ĕç хыççăн, çынсем лавкка умне пуçтарăнаççĕ. Хăшĕсем хыпар пĕлессишĕн, хăшĕсем ĕнисене кĕтсе илме.

Çапла Сантăр Куçмине пульницана вырттарни çинчен, пульницара мĕн пулса иртни çннчен калаçса лăпланма та ĕлкĕрейменччĕ — ĕнесем килни курăнса кайрĕ теççĕ. Ĕнесенчен маларах Кĕтюк Ваççи васкаса утать тет. Çынсен тĕлне çитсен сывлăш çавăрса илчĕ тет те, эх, тытăнчĕ тет васкаса калама:

— Ара эпĕ паян тапăр вăхăтĕнче Пухвир ĕни ăçта выртать-ха тесе ĕнесене пăхма çывăхарах пытăм. Пăхатăп та — чут йăванса каяттăм тĕлĕннипе. Выртакан Пухвирсен ĕни чĕччине пĕр пĕчĕк пукане икĕ аллипе ярса тытнă та ĕмсе выртать. Ун умĕнчех сăвăр икĕ ури çине тăнă та йĕри-тавра пăхса тăрать. Эпĕ Иллене килсе курма кăшкăрас тетĕп, анчах хам сасăпа пуканене хăратасран шиклентĕм, çавăнпа хам çеç пăхса тăтăм. Кăшт тăрсан пукане ĕмме пăрахрĕ те ĕне пуçĕ патне чупса пырса ĕнене сăмсинчен чуп турĕ. Ĕни вара хăйĕн чĕлхине тем вăрăмăш кăларчĕ те пуканене чĕлхипе яваласа илсе пуçĕ çине ывăтрĕ. Ĕне пуçĕ çинче пукане икĕ мăйрака хушшине кĕрсе ларса урисене суллакаласа кайăк пек чĕвĕлтетсе юрла пуçларĕ. Вăт çапла хам куçпа хам куртăм.

Пĕчĕк Илле çеç: «Малалла мĕн курнине каласа пĕтер», — тесе каларĕ тет.

Ваççи вара малалла калама тытăнчĕ тет:

— Ара, çапла юрласан-юрласан ĕне çине тепĕр енчен сăвăр улăхрĕ те пуканене çавăтса хăвăрт кăна ĕнесем хушшипе пырса сăвăрсен шăтăкне кĕрсе кайрĕç. Çав пукане Пухвир Зойи мар-ши?

«Эх, пĕтрĕ ку Ваççа та Тăрна çырмине кайса», — терĕ тет Куштан Юркка куçне-пуçне вылятса. Çав вăхăтра Кĕтюк çухăрса ячĕ тет: «Эсĕ мĕн калаçатăн, Юркка. Ваççа ĕнер Куçма каласа панине калать вĕт, хăй курнине мар», — терĕ тет те ывăлне çавăтса: «Атя, Ваççа, киле. Хальччен апат та сивĕнсе кайрĕ пулĕ», — тесе килĕ еннелле утрĕç тет. Ваççи вара каялла çаврăнса: «Хам куçпа куртăм, хам куçпа, Куçма каласа панине каламастăп», — терĕ тет.

— Эх, шалккă ачасене, шалккă. Ĕçчен ачасемччĕ. Халь Ваççана та ыран пульницана илсе кайса вырттараççĕ ĕнтĕ, — терĕç тет ял çыннисем чăннипех те çамрăк ачасене хĕрхенсе.

Çак хыпара мана урама ĕне кĕртме тухсан каçсерен лавкка умне хыпар итлеме тухакан Мишша каласа пачĕ. Эпĕ вара чăннипех çак пукане Пухвир Зойи пулнине ĕнентĕм, çавăнпа ĕнене картишне кĕртрĕм те тӳрех Кĕтюк Ваççипе калаçма кайрăм. Эпĕ пынă çĕре Кĕтюк хапхине питĕрнĕ, чӳречерен те çутă курăнмасть. Эпĕ пур пĕрех чӳречерен шаккарăм. Кăшт тăрсан Кĕтюк мана курса хапхине тухса уçрĕ те: «Мĕн пĕлме килтĕн-ха кунта? Пирĕн Ваççа курман, илтмен — пĕр сăмах», — терĕ. «Тăр-ха, Кĕтюк, ара çав пукане чăнах та Пухвир Зойи пулмалла. Ăна сăвăрсем асамлă сăмах е урăхла пĕчĕк пукане туса хăйсем патне илсе кĕме пултарнă, — тетĕп. «Ан тĕлĕнтер-ха. Хăв учитлĕ, çавăн пек юмаха ĕненетĕн-и? Атя, тух каялла, пирĕн Ваççа ним те курман, ним те илтмен». Çапла каларĕ те мана тĕртсех кăларса хапхине питĕрсе хучĕ. Шалта вара Ваççа сасси илтĕнсе кайрĕ: «Анне, эп хам куçпа хам куртăм, чăнласа калатăп, ухмахланман эпĕ».

— Чăнах курнă, — шухăшласа илтĕм эпĕ. — Ыран ĕнесене тапăра хупнă вăхăтра Тăрна çырмине кайса сыхлас та Зойăна ярса тытса килне илсе килес, ман пекех пысăкланма пултарать, патак йĕри-тавра хĕвеле май çаврăнсан. Шалккă вĕт Зойăна та, ашшĕпе амăшне те. Тен, Зойăна эпĕ каялла кайман пирки ямаççĕ?

Çапла тепĕр кунхине ĕнесене тапăра хупиччен Тăрна çырмине тухса утрăм. Эпĕ çитнĕ çĕре ĕнесене тапăра хупайман-ха. Маншăн çакă лайăх пулчĕ. Эпĕ ĕнесем киличчен тапăр варринчи лапсăркка йывăç çине улăхса лайăх вырнаçса лартăм. Халь мана çӳлтен пăхса ларма питĕ аван ĕнтĕ. Çапла нумаях та лармарăм, ĕнесем йывăçсем айне пуçтарăна та пуçларĕç. Эпĕ вара пĕр вĕçрен сăвăрсен шăтăкне сăнарăм.

Ларсан-ларсан пĕр сăвăр шăтăкран тухнине курах кайрăм. Тухрĕ, йĕри-тавра икĕ ураллăн тăрса пăхкаларĕ, вара каялла кĕчĕ те часах пуканене çавăтса тухрĕ. Унтан иккĕшĕ те йăпăртатса чупса пырса Пухвирсен ĕни патне çитрĕç, вара пуканийĕ (Зоях ĕнтĕ вăл) ĕне хӳринчен ярса илчĕ те хӳре тăрăх ĕне çине улăха пуçларĕ.

Эпĕ çав вăхăтра хамăн мĕн тумалли çинчен шухăшларăм. Çапла шутласа илтĕм. Эпĕ йывăç çинчен анса çитиччен сăвăр Зойăна хăйсен шăтăкĕ патне илсе çитереймест. Апла пулсан ман Зойăна тытмалла та килне илсе каймалла — унтан, е кунтах, патак йĕри-тавра çаврăнтармалла. Çук, кунта мар, курччăр ял çыннисем Зойăна (пĕчĕк пуканене) , унсăрăн Сантăр Куçмине пулницаран та кăлармĕç, Кĕтюк Ваççине те чăннипех аташнă тейĕç. Пĕчĕк Зойăна курсан Куçмана çийĕнчех аташнисен çуртĕнчен кăларĕç. Çапла шутларăм та майĕпен йывăç çинчен анса Пухвирсен ĕни кавлесе тăнă çĕрелле йăпшăнса утрăм. Зоя мăйрака хушшинче чĕвĕлтетсе юрласа ларать. Эпĕ ĕне патне çывхарнине Зойăран маларах сăвăр курчĕ те ăна анма каларĕ. Эпĕ вара Зоя юрлама пăрахса ĕне хӳри еннелле утнă çĕре çитсе те тăтăм. Зойăна ярса тытрăм та çапла каларăм:

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Лидия Алексеевна (2009-11-06 12:42:43):

Халапăн ытарлă чĕлхи тыткăнлать, ял историне пĕлме пулăшать,топонимипе кăсăклантарать, тĕпчес туйăм çуратать.Ĕç пысăк хака тивĕçлĕ тесе шутлатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Роза (2009-11-06 12:50:34):

Интереслĕ халап. Ăна вуласа сăвăрсен "пурнăçĕпе" паллашрăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оля Шакова (2009-11-06 20:58:12):

Халап питĕ интереслĕ,илемлĕ.Вулама кăмăллă.Мана питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Светлана Хĕвел (2009-11-06 22:08:47):

Ку калава икĕ-виçĕ хут киленсе вуларăм. Пите лайăх юмах! Автор хăй ялне,унăн илемлĕхне анлăн кăтартаса панă. Юмахри сăнарсене пур енчен те уçса пана. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оля Павлова (2009-11-06 22:14:58):

Халап питĕ кулăшла,тата хам пĕлекен вырăнсене аса илтерет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Админ "Сарă Хĕрача" (2009-11-06 22:58:27):

Чăн-чăн юмах! Илемлĕ юмах! Ку халапа чи ăнăçлисен шутне кĕртетĕп! Вуласа тухсан шухăша кайрăм - çак юмаха каласа паракан Талля Галина Ивановна ман шутпа тата нумай интереслĕ калавсемпе сăвăсем çырнă пуль тетĕп. Кĕтетпĕр!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена (2009-11-08 20:41:25):

Халапа питĕ интересленсе вуларăм. Шухăша путрăм..Хам пĕчĕк чухне Тăрна çырмине кĕтĕве çӳренĕ вăхăтсем аса килчĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей Радченко (2009-11-08 21:31:17):

Питĕ интереслĕ халап!Мана çав тери килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Павлов Николай (2009-11-08 21:39:02):

Пите лайăх калав,савăнса вуларăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Илле (2009-11-08 21:42:05):

Пĕчĕк чухнисене аса илтем.Чăнах та икĕ кĕтӳ

çӳретчĕ эп пĕчĕк чухне!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă

 

Галина Зотова (2009-11-09 21:32:39):

Çав тери илемлĕ юмах.

Хаçатра Лариса Петрова çырнă тарăн шухăшлă сăвăсем пичетленетчĕç.Эпĕ сăвăсен авторĕ çитĕнсе çитнĕ хĕр пулĕ тесе шутланăччĕ,вăл вара 7-мĕш класс хĕрачи пулнă.Лариса шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтерсе университет студентки пулса тăчĕ. Халĕ те час-часах унăн сăввисем хаçатра пичетленеççĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сурнаев Владимир (2009-11-17 19:56:55):

Питĕ кăмăллă юмах!Ачасене вуласа пама çав тери хапăл!

 

Галина Витальевна (2009-11-17 21:07:01):

Питĕ интереслĕ юмах! Ачасене те, аслисене те килĕшмелле ку халап. Вăхăтпа култарать те, шухăшлаттарть те. Авторĕ - маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-18 12:55:50):

Юмахĕ мана та килĕшрĕ. Пĕр çитменлĕх çеç пур — халапне илсе кăтартманни. Çăлкуçне палăртнă — ку лайăх, анчах та халапĕ — çак юмах мар пулĕ.

Вырăн йышăнма юрăхлисен шутне кĕртетĕп — анчах лекĕ-и, лекмĕ-и, халĕ калаймастăп. Ытти хаклавçăсем мĕн калĕç.

 

Бойко Софья (2009-11-18 21:14:40):

Мама мне прочитала. Я прослушала с удовольствием. Было интересно узнать про жизнь сказочных сурков! Молодец!

 

Сашук (2009-11-25 22:48:17):

Салам!!!!!! Эпĕ ĕнер вуларăм , ку пулать юмах наверно, чăнах пулакан япала. питĕ интереслĕ вулама! спасибо .

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

инçет (2009-11-29 20:32:56):

Юмахĕ лайăх. Калăпăшĕ те пур. Тата тăрăшни, тăван чĕлхене лайăх пĕлни аван палăрать.

 

Татьяна (2018-02-07 19:22:47):

Автора мухтав!Пите лайăх калав,савăнса вуларăм.Аннесем калани аса килчĕ. Сиккассине пĕччен Тăрна çырмипе ан кайăр, ку çырма çынсене аташтарса яракан çырма теччĕç.

 

askoldgerasimov (2018-03-11 14:21:44):

Вулама кăмăллă, кăсăклантарать çыравçă хăйĕн илемлĕ те çăлкуç евĕр таса чăваш чĕлхипе. Çакăн евĕр çыравçăсем пур чухне, хамăрăн чĕлхешĕн аптрамалли çук. Пур чăвашлăхăн пуласси, пур!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: