Илленушкăнь
Ялсем лараççĕ ушкăн-ушкăн
Нумай-нумай Чăваш Енте
Çуралнă ялăм, Илленушкăнь,
Пĕрре çеç Элĕк çĕрĕнче
Кунта сĕм-сĕм вăрман кашланă
Тахçан-тахçан аваллăхра.
Ун чух упа çеç хуçаланнă
Алинкăра та Хăртнăра.
Пăлхар хули юнпа пĕвеннĕ,
Пӳлер кĕлленнĕ-çке вутра…
Иллен чĕнсен çынсем итленĕ,
Çула тухайнă ушкăнпа.
Синкер шăпаллă халăх кайнă
Славян енне, Сăр хĕррине,
Анчах тавралăх тыткăнланă:
— Кунтах хурас ял никĕсне.
Хура тарпа ялсем çĕкленĕ,
Вăрман кăкланă тыр акма.
Уйрăличчен Иллен пилленĕ, —
Йышпа татуллă пурăнма.
Çулсем иртсен ял пысăкланнă,
Уçать хапха пуçламăш шкул.
Арман, лавка та халăх лартнă,
Кăрмăш енне те хунă çул.
Ялти колхоз çунат сарсассăн
Килет хыпар чуна çурса.
Тăван çĕр-шывшăн çапăçмашкăн
Вун-вун ентеш каять вăрçа.
Ĕçлет кунне-çĕрне пĕлмесĕр,
Вăй шеллемест ватти-вĕтти.
Çĕнтерӳре, туссем, пĕлсемĕр,
Пур пирĕн ялăн та тӳпи.
Сан ачусем саланнă пултăр
Балтикăпа Амур таран.
Пит аякра пулсан та туйччăр,
Вĕсемпеле эпир ялан.
Вĕçет хур кайăк ушкăн-ушкăн,
Юхать Хирлеп çул хыççăн çул.
Йăмраллă ялăм, Илленушкăнь,
Ан ватăлсам, эс, çамрăк пул!
Admin (2009-11-22 17:39:47):
Чаплă сăвă, 40 йĕркере пĕтĕм ял историне уçса пама май тупнă! Маттур!
инçет (2009-11-29 19:39:42):
питĕ аван. Анчах "нумай-нумай Чăваш Ен" тени пачах ти килĕшмерĕ мана. Мĕн çырни пирки те шутламалла хушăран.