Тĕмерти Сартас кӳлли
Тикĕс пурăннă çĕртен,
Ним сисмен чухне,
Вăр-хурах вăрман енчен
Килнĕ ял çине.
Лăпкă халăх тăруках
Ним те тăвайман.
Пуш алăпа вăр-варах
Хирĕç тăрайман.
Умра — ирсĕр хурахсем,
Хыçалта — вăрман.
Анчах вăл та халăха
Хӳтлĕхне паман.
Шăп та лăп çак самантра
Илтĕнет пĕр сас:
«Хӳтĕлетĕп халăха», —
Тенĕ тет Сартас.
Çавăнтах хăй пăр хӳме
Тăнă тет пулса.
Тăшман, килнĕ еннеллех
Кайнă пăрахса.
Халăх пит хĕпĕртесе
Ăш сăмах калать.
Пăр хӳме те ирĕлсе
Çап-çут кӳл пулать.
Çĕрлерен ун хĕрринче
Çамрăк хĕр хӳхлет.
Тен,вăл хăйĕн савнине
Йыхăрса чĕнет.
Сăн
Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнчи Сартас кӳлли |
Çăлкуçĕ
Тахçан авал лăпкă пурăнакан Тĕмер халăхĕ çине вăрă-хурах тапăнса кĕрет. Ял халăхĕ, никамран та усал кĕтменскер, нимĕнле те хӳтĕленме пĕлмен. Малта — тăшман, хыçра — темиçе çĕр çулхи юмансем кун çутине çĕр çине ямасăр çула пӳлсе хунă. Çав вăхăтра халăх умне пĕр каччă тухса тăнă та çапла каланă: «Ан хуйхăрăр, эпĕ сире хӳтĕлетĕп!» Вăл Сартас пулнă. Хайхи çавăнтах пăр хӳме пулса тăнă. Çапла майпа Сартас хăй халăхне инкекрен çăлнă. Савăнса кайнă халăх Сартаса тем пек ăшă сăмахсем каласа тав тума пуçланă. Çавăнпах пуль, пăр хӳме ирĕлнĕ, вăл вырăнта çап-çутă кӳлĕ пулса тăнă.
Çĕрлесерен çак пĕчĕк кӳлĕ хĕрринче час-часах хĕр хӳхленине илтеççĕ. Савнă хĕрĕ куллянать-ши çак паттăршăн кӳлĕ хĕрринче?
Çăлкуçĕ: Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче пурăнакан 81 çулхи Смирнов Виталий Никитичран Тябукова Венера Витальевна 2008 çулта çырса илнĕ.
Admin (2009-11-22 15:05:47):
Çак илемлĕ сăвва пĕр вулавçă та асăрхаман... Тимлĕрех пăхмалла! — Вероника, ав епле тăрăшнă! Ӳкерчĕкне те ярса пама ӳркенмен. Икĕ сăввинчен пĕри те пулин выран йышăнĕ пулĕ.
Микулай (2010-12-27 09:13:40):
Ак,тупрăм!"Сартас"ят пирĕн тăрăхра(Тутарсан,Аксу р-нĕ,Емелькино(Этемшӳ)ялĕ)та пур:"Сартас"тесе пĕчĕк çырмана калатпăр.Çак ят мĕнле пулса кайнă-ши?