Кивĕ Саврăш кивĕ мар!
Ах, епле хитре-çке каçĕ,
Сарă уйăх ялтăрать,
Лашасем шыва анаççĕ,
Таçта кĕвĕ янăрать.
«Асатте, ларсам çума эс,
Калаçар-ха шăплăхра.
Ыйхă темме вĕçсе кайрĕ —
Пит аван-çке улăхра!
Тахçанах санран ыйтасшăн
Мĕншĕн ялăм «киввине»
Каласам мана, тархасшăн,
Эс пĕр çеç тĕриссине.»
«Чунăм, пĕчĕк сар хĕвелĕм,
Ан хурлан, ял кивĕ мар.
Ларт-ха эс мана, телейĕм,
Сăмах пулĕ кĕске мар.
Сĕм вăрман кăна кашланă
Çакăнти вырăнсенче,
Çил-тăман хĕрсе ташланă
Йывăçсен хушшисенче.
Нумай чĕрчун кунта пулнă,
Кайăксен янранă юррисем.
Çырмара тăрă шыв юхнă,
Тĕрлĕрен ĕрченĕ пулăсем.
Сăварсем кăна хак панă,
Килнĕ кунта пурăнма.
Пысăк ял çĕкле пуçланă
Çак илемлĕ вырăнта.
Çавăнтан пуçланнă Саврăш
«Сăвар» тенĕ сăмахран
Илĕртӳллĕ йĕри-таврăш
Тухнă-ӳкнĕ юмахран.
Ĕçчен те сăпайлă халăх
Пулнă пирĕн несĕлсем.
Пурăнĕччĕç питĕ лайăх —
Тапăнаççĕ монголсем.
«Асатте, каçар тархасшăн.
Вăрçă пуçланать пулсан
Кам çапăçмасăр юласшăн?
Анчах ертӳçĕ çук пулсан?
«Вăл пулнă, чунăм, пулнă пирĕн.
Саврăш-паттăр тенĕ ăна.
Илемлĕ, вăйлă, ăслă, çирĕп
Хирĕç тăрса эс пăх кăна!
«Сывлама памасть хăрушлăх —
Хăтарар Саврăшсене —
Юлтăр çакăнта пур пурлăх
Часах кӳлер-ха утсене».
Ăсатать халăха Саврăш-паттăр,
Çурçĕре, пысăк шыв леш енне.
«Унта çĕн пурнăç хăпартаттăр —
Ан манăр ман сăмахсене!»
Саврăш пĕтмĕ, Саврăш çĕкленĕ
Вăй пулсассăн çирĕп алăра.
Яла халь Пысăк Саврăш тенĕ —
(Юратнă ял ялан асра).
Пĕрмай мала шăвать вăхăчĕ,
Тăшман хăпартнă тĕтĕм сирĕлет
Саврăш халăхĕ инçетре хуйхăрчĕ —
Малтанхи вырăн чуна илĕртет.
Утас, чупас, çитес, тупас,
Салам, юратнă ялăм!
Кунта халь пулĕ çĕнĕ кас
Ĕçле, юрла та савăн!
Кив Саврăш — кивĕ мар, пепкем,
Вăл пирвайхи, çăлкуçĕ...
Çывратăн пуль ĕнтĕ, эс, тен
Каçĕ чăнах та уçă...»
Ах, епле асамлă каçĕ!
Сарă уйăх ялтăрать,
Лашасем канма выртаççĕ.
Кивĕ Саврăш çывăрать...
Çăлкуçĕ
Н.Я. Пильщиков «Легенды и были Саврушского края», г. Нижнекамск, 2004 г., 44 стр.
инçет (2009-11-29 20:39:36):
Сăвва питĕ пĕлсе, ун йĕркине ăнланса çырнă. Кунашкал çырнă сăвăсем мана халлĕхе тĕл пулмарĕç-ха. Маттур!