Юратнă ялăм — Таяпа Энтри


Юратнă ялăм, Таяпа-Энтри.

Мĕнле пуян эс, чаплă та хитре.

Мĕн чул халап çӳрет çак ял çинчен,

Пĕрне паратăп каласа сире.

Янаш ятлă старик пурăннă тет.

Ун ывăл, Энтри ятлă пулнă тет.

Пĕр кун старик çухатнă вăкăрне,

Ăна тупма вăл кайнă Энтрипе.

Çӳреççĕ вăрман тăрăх шыраса,

Ак тухрĕ старик çутă улăха.

Кунта епле илемлĕ чечексем,

Мĕнле хитре те çӳллĕ йывăçсем.

Ав вăкăрĕ çӳрет-çке айккинче,

Кунта мĕнле вăл çитнĕ пĕр-пĕччен?

Старик пăхса çӳрерĕ улăха.

Никамăн çĕрĕ мар-çке ку, ара.

Килне хӳтерсе кайрĕç вăкăрне,

Яла çитсен вăл чĕнчĕ çынсене.

— Эп тупрăм пушă улăх, тăвансем.

Кайма чĕнетĕп нимене сире!

Кам тулăх пурăнасшăн пурнăçпа

Ыран каятпăр нимене манпа.

Лартатпăр капăр та хитре çуртсем.

Кам килешĕт манпа, ырă çынсем?

Çынсем кăшкăрчĕç пурте харăсах,

— Улталамастăн тăк, каятпăр хаваспах!

Тепĕр кунне пуçтарăнчĕç çынсем.

Ниме валли пур ĕç хатĕрĕсем

Кунта пуртă, пăчкă тата сава,

Тата ытти пур кирлĕ япала.

Çитсен, старик каларĕ çынсене,

— Пуçлар, туссем, пикенĕр ĕçлеме!

Суйларĕç тӳрĕ вырăн ушкăнпа.

Пуçларĕç кĕреçипе çĕр чавма.

Çĕкленчĕ çурт пĕрин хыççăн тепри.

Анчах та вилчĕ ватă старикки.

Çăмăл пултăр ун çинчи тăпри.

Шутларĕç ун ятне асра тытма.

Яла Янаш е Энтри ят хума.

Çынсем, Таяпаран пулнăскерсем,

Пуçтарăнса калаçрĕç халь пĕрле.

Ялне ят хучĕç «Таяпа-Энтри» тесе,

Анчах ăна куçарнă вырăсла

«Старое Янашево», — ватта асра тытса.

Вырнаçнă ялăм Елчĕк çĕрĕнче.

Шанатăп, ун пуласлăхĕ хитре.

 

Халап çăлкуçĕ

Ку сăвва Таяпа-Энтрире пурăнакан Исаев Николай Андреевичран (1937 çулта çуралнă) 2009 çулта Артемьева Александра Анатольевна çырса илнĕ халап тăрăх хайланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-22 14:38:23):

Ку хитре сăвва мĕнле-ха пĕр вулавçă та асăрхаман? Пĕр çитменлĕх — халапне илсе кăтартман.

 

инçет (2009-11-29 19:52:46):

Ĕлĕкхи истори юррине аса илтерет. Хальхи вăхăтра кун пек хайлавсем никам çырмасть тесен те юратью Маттур.

 

Лапшин (2009-12-01 09:08:28):

Ку сăвă питĕ килĕшрĕ. Ял историне тĕрĕс сăнланă.Маттур, Саша! Питĕ хитре сăвă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ЕВА (2009-12-01 09:14:16):

Ку сăвва ял пуçланса кайни çинчен калакан пĕр халапа тĕпе хурса çырнă. Вăл аванах яка пулса тухнă, çăмăл вуланать. Шухăшĕ тарăн.

Юмах теме те пулать. Пултаруллă хĕр ачана мухтамалла кăна.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вся Соколов (2009-12-01 09:25:46):

Александра Артемьева çырнă сăвă мана питĕ кăмăла кайрĕ. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лена Мудрецова (2009-12-01 09:27:50):

Сăвва вуласа тухрăм. Пултаруллă хĕр ачашăн савăнтăм. Малалла та çырма ан пăрах.

 

Петров Игорь (2009-12-01 09:36:37):

Сăвви илемлĕ. Эпĕ саншăн сасăлатăп.

 

Учитель (2009-12-01 09:44:52):

Учитель (2009-12-01 09:43:22):

 

Саша хуларан яла усрава илнĕ ача. Кĕске вăхăтра чăвашла вĕренсе çакăн пек çырма вĕренчĕ. Унăн ытти сăввисем те вулакансене килĕшеççĕ.Ăнăçу сунатăп сана Саша.

 

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Петров Саша (2009-12-01 09:49:14):

Маттур. Çак ялта çуралса ӳссе те ял историне сан пек лайăх пĕлмен.

 

Рената Никитина (2009-12-01 09:58:01):

Саша, эсĕ маттур хĕр ача. Сана ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария (2009-12-01 10:03:13):

Ял историйĕ çинчен питĕ тĕплĕ çырса кăтартнă. Ăнăçу, çитĕнӳ çеç сунас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Албарцева Наташа (2009-12-01 10:07:24):

Сашăна çĕнтерӳ сунатăп. Малашне татах тăрăш.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наташа Траншкина (2009-12-01 10:19:18):

Эпĕ ыттисен шухăшĕпе килĕшетĕп. Пултарулăхна малалла тупта.

 

Алина Борисова (2009-12-01 10:40:02):

Маттур!!! Лайăх çырнă!!! Сăвви çăмăл вуланать.

 

Ксения (2009-12-01 10:44:01):

Питĕ лайăх çырнă. Асаннене вуласа патăм та вăл тĕлĕнсех кайрĕ.

Чăн пурнăçри пекех терĕ.Хама та питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Адюкова Ольга (2009-12-01 10:50:11):

Манăн йăмăк сăвă çырма питĕ юратать. Эпĕ уншăн савăнатăп.Çак конкурсра мала тухма сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Адюкова Ольга (2009-12-01 10:50:11):

Манăн йăмăк сăвă çырма питĕ юратать. Эпĕ уншăн савăнатăп.Çак конкурсра мала тухма сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Екатерина Яковлева (2009-12-01 10:52:22):

Илемлĕ сăвă. Пирĕн ялта та сан пек маттур ача пур иккен.

 

Марина Наумова (2009-12-01 10:55:02):

Маттур! Эпĕ санпа мухтанатăп. Сăвă питĕ çăмăл вуланать.

 

Илья Василев (2009-12-02 19:43:42):

Маттур!!! Саша санăн сăвву питĕ хитре,вулама килĕшрĕ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ТИВ (2009-12-02 19:55:52):

Саша, маттур, санăн сăвă çав тери хитре. Малашне те сан сăввусене вуласчĕ. Саншăн сасăлатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: