Юратнă ялăм, Таяпа-Энтри.
Мĕнле пуян эс, чаплă та хитре.
Мĕн чул халап çӳрет çак ял çинчен,
Пĕрне паратăп каласа сире.
Янаш ятлă старик пурăннă тет.
Ун ывăл, Энтри ятлă пулнă тет.
Пĕр кун старик çухатнă вăкăрне,
Ăна тупма вăл кайнă Энтрипе.
Çӳреççĕ вăрман тăрăх шыраса,
Ак тухрĕ старик çутă улăха.
Кунта епле илемлĕ чечексем,
Мĕнле хитре те çӳллĕ йывăçсем.
Ав вăкăрĕ çӳрет-çке айккинче,
Кунта мĕнле вăл çитнĕ пĕр-пĕччен?
Старик пăхса çӳрерĕ улăха.
Никамăн çĕрĕ мар-çке ку, ара.
Килне хӳтерсе кайрĕç вăкăрне,
Яла çитсен вăл чĕнчĕ çынсене.
— Эп тупрăм пушă улăх, тăвансем.
Кайма чĕнетĕп нимене сире!
Кам тулăх пурăнасшăн пурнăçпа
Ыран каятпăр нимене манпа.
Лартатпăр капăр та хитре çуртсем.
Кам килешĕт манпа, ырă çынсем?
Çынсем кăшкăрчĕç пурте харăсах,
— Улталамастăн тăк, каятпăр хаваспах!
Тепĕр кунне пуçтарăнчĕç çынсем.
Ниме валли пур ĕç хатĕрĕсем
Кунта пуртă, пăчкă тата сава,
Тата ытти пур кирлĕ япала.
Çитсен, старик каларĕ çынсене,
— Пуçлар, туссем, пикенĕр ĕçлеме!
Суйларĕç тӳрĕ вырăн ушкăнпа.
Пуçларĕç кĕреçипе çĕр чавма.
Çĕкленчĕ çурт пĕрин хыççăн тепри.
Анчах та вилчĕ ватă старикки.
Çăмăл пултăр ун çинчи тăпри.
Шутларĕç ун ятне асра тытма.
Яла Янаш е Энтри ят хума.
Çынсем, Таяпаран пулнăскерсем,
Пуçтарăнса калаçрĕç халь пĕрле.
Ялне ят хучĕç «Таяпа-Энтри» тесе,
Анчах ăна куçарнă вырăсла
«Старое Янашево», — ватта асра тытса.
Вырнаçнă ялăм Елчĕк çĕрĕнче.
Шанатăп, ун пуласлăхĕ хитре.
Халап çăлкуçĕ
Ку сăвва Таяпа-Энтрире пурăнакан Исаев Николай Андреевичран (1937 çулта çуралнă) 2009 çулта Артемьева Александра Анатольевна çырса илнĕ халап тăрăх хайланă.