Вырăс Сурăм сали çинчен хывнă халап
Эп çуралнă ял-сала
Сурăм хĕрне вырнаçнă.
Çак илемлĕ вырăна
Мĕн пĕчĕкрен юратнă.
Çак вырăнта ĕлĕкрех
Пысăк вăрман кашланă.
Вăрман витĕр çĕлен пек
Юхан шывĕ чашланă.
Вăрманĕнче куç тулли
Кайăк-кĕшĕк юрланă.
Тĕрлĕ чĕр чун туп-тулли
Ирĕклĕхпе савăннă.
Юханшывĕ тап-таса
Пуян пулнă пулăран.
Кукăр-макăр çулпала
Юхнă вăл Çавал таран.
Çак ирĕклĕ вырăна
Мĕнле этем юратмĕ.
Юханшывĕн хĕррине
Пурăнмалли çурт лартмĕ.
Ларса тухнă йĕркипе
Улăм тăрăллă пӳртсем.
Чакнă çапла майĕпе
Çĕр çулхи ват юмансем.
Тырă-пулă ӳстерме
Вăрман çĕрне тасатнă.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме
Улăхсене пайланă.
Çапла çулсем иртнĕрен
Вăрман пырать сайралса.
Пурнăç ăнса пынăран
Уй-хир пырать сарăлса.
Пĕррехинче çак яла
Килсе çитнĕ пĕр манах.
Çичĕ вăкăр выртмалăх
Çĕр ыйтнă тет, ах, анчах.
— Çичĕ вăкăр выртсассăн
Нумай вырăн йышăнмасть.
Çĕре мана парсассăн
Сирĕн нумай катăлмасть.
Çăкăр-тăвар, кучченеç
Эп хĕрхенмĕп сирĕншĕн.
Аннă чухлĕ сăрине
Ĕçĕр ĕçе татнишĕн.
Кучченеçе астивсен
Каять халăх савăнса.
Ĕçет курка парсассăн
Çĕре пама ал парса.
Хайхи-майхи чăвашсем
Савăннине курать те,
Çич ăратлă вăкăрне
Каç пуличчен пусать те.
Тирĕсене сӳсессĕн
Хăю евĕр касрĕ тет.
Вара тир çипписене
Пĕр-пĕринпе сыпрĕ тет.
Чее вырăс шухăшне
Мĕскĕн халăх чухлайман.
Унăн вăрттăнла ĕçне
Никам сиссе юлайман.
Вырăс тир çипписене
Пĕр-пĕринпе сыпрĕ тет.
Хăй суйланă çĕр çине
Тăса-тăса хучĕ тет.
Çапла Сурăм хĕрринчи
Çĕрсем каçаç вырăса.
Суя кучченеç тавраш
Улталарĕ чăваша.
Ирпе йывăр пуçпала
Вăранаççĕ чăвашсем.
Хăйсем панă сăмахпа
Килĕшеççĕ хайхисем.
Çапла мĕскĕн чăвашсем
Çĕрсĕр тăрса юлаççĕ.
Çапла кунти вырăссем
Хуçа пулса тăраççĕ.
* * *
Пурнăç шăвать майĕпен
Сурăм шывĕ хĕрринче.
Сала ӳсет ерипен
Хальхи вăрман çумĕнче.
Кермен евĕр çурчĕсем
Аякранах курнаççĕ.
Паян вырăс сурăмсем
Малашлăхпа пурнаççĕ.
Хула енчен машинсем
Яка çулпа çӳреççĕ.
Пысăк хăтлă пӳртсене
Газ пăрăхсем кĕреççĕ.
Вырăссемпе чăвашсем
Ытти халăх çыннисем
Малашне те салара
Пурăнĕç-ха тăванла.
Халапĕ
Сала пулса кайни çинчен пĕр халап çӳрет. Халапăн кĕске содержанийĕ çапларах: «Вырăс Сурăм салине пуçласа яраканĕ Шупашкар мăнастирĕнчи пĕр манах пулнă тет. Вăл хресченсенчен çичĕ вăкăр выртмалăх çĕр ыйтнă. Хресченсем килĕшсенех хальхи манах вăкăрĕсене уя илсе тухса пусрĕ тет те тирĕсене сӳсе ансăр хăю евĕр каса-каса сыпрĕ тет. Вара хăй малтан суйланă çĕр çине тир çипписене карса хучĕ тет, çав тери анлă çĕр виçсе илчĕ тет. Çакна курса тĕлĕннĕ халăх ахлатсах янă пулать. «Калаçса килĕшни укçаран хаклăрах», — тенĕ ваттисем. Çапла вара, çак манах чăвашсене улталаса çĕр çавăрса илнĕ пулать те ял пуçласа янă тет».
Халап çăлкуçĕ: 1) Вырăс Сурăм салинче пурăнакан 89 çулхи Моляков Александр Васильевичран 2009 çулта 6-мĕш класра вĕренекен Майорова Екатерина Петровна çырса илнĕ.
2) Ефимов Л.А. Элĕк енĕ. Историпе краеведении очеркĕсем. Элĕк, 1994. С. 52-53.
3) Чăваш халăх сăмахлăхĕ. Мифсемпе халапсем. Шупашкар, 1987. С. 343-344.
Admin (2009-11-22 18:01:27):
Мана килĕшрĕ. Тен вырăн та парăпăр. Катя маттур!!
Инçет (2009-11-30 18:52:23):
Питĕ лайăх çырнă маттур. Вырăнсăр хăварма май та çук пуль.