Майра сукмакĕ


Çулла… Тӳпе янкăр та кăн-кăвак. Пите ăшă, лăпкă çил çупăрлать. Хулари шавран, пăчă сывлăшран самантлăха та пулин хăтăлас тесе тантăшпа пĕрле катари вăрмана çитсе килме шутларăмăр. Пуçтарăнса çула тухрăмăр. Часах палăртнă вырăна çитрĕмĕр. Çутçанталăк илемĕпе киленсе пынă май çурăм хыçне кутамкка çакнă шур сухаллă мучине тĕл пултăмăр. «Ăçталла çул тытатăр-ха эсир?» — сăмах пуçларĕ вăл. «Уçăлма вăрмана килтĕмĕр–ха, çырлаллă вырăн тупсан аванччĕ-те», — хуравларĕ тантăшăм. «Майра сукмакĕпе çеç утăр, унта тăршшĕпех çырла», — пуплерĕ мучи. Сукмак еннелле кăтартса малалла хăйĕн çулĕпе васкарĕ вăл. Тап такăр та çутă сукмака часах тупрăмăр, анчах та унăн ячĕ чылай кăсăклантарчĕ.

Унтанпа нумай çул иртрĕ. Пурнăç шăпи мана çак «Майра сукмакĕ» тăрăхне тепĕр хут илсе çитерчĕ. Çывăхри ялта пурăнакан вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ватă салтакпа, Кулькка пиччепе паллашма тӳр килчĕ. Хама кăсăклантаракан сукмак историйĕпе те вăлах паллаштарчĕ.

Вăхăт малаллах васкарĕ, нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Кăçалхи 2009 çулăн утă уйăхĕнче Канаш районенчи Хучел ялĕ хайĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çĕнĕ шкул çывăхĕнчи усланкăна ял-йыш йышлăн пуçтарăнчĕ. Вăхăтра пуçтарăнса çитме хистенĕ пекех уçланкăра илемлĕ кĕвĕ çемми янăрарĕ. Халăх çав кун кăмăлтан савăнчĕ. Ача-пăча вылярĕ, кулчĕ, çамрăксем спорт ваййисенче тупăшрĕç, юрларĕç, ташларĕç, ватăраххисем вара асаилӳ çăмхине сӳтрĕç. Вĕсене итленĕ май эпĕ те кӳршĕ ялти Кулькка пичче темиçе çул каялла каласа кăтартнине аса илтĕм.

1929 çулта партипе правительство чĕннипе уйрăм хресчен хуçалăхĕсем вăтам артель-колхозсене пĕрлешме пуçланă. Тăвай тăрăхĕнчи Тăрмăш ялĕнчи хресченсем те темиçе хуçалăх пĕрлешсе çĕнĕ çĕрсем çине уйрăлса тухма шутлаççĕ. Вĕсем Тăрмăш ялĕнчен хĕвеланăç енче, Канаш хули çывăхнерех вырнаçма вырăн тупса палăртаççĕ. Малтанах ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен сывлăхлă, тĕреклĕ, çирĕп, лаша тытакан хуçалăхсем куçса çурт-йĕр çавăрма пуçланă. Икĕ-виçĕ çул хушшинче 38 хуçалăхлă ял чăмăртаннă. Ял ятне вара Хучел тесе йышăннă. Çав ят пурин кăмăлне те кайнă, мĕншĕн тесен вăл сăмах «хăвăн чĕллӳ», «хăвăн çăкру» тенине пĕлтернĕ. Малтанхи вăхăтра ял ачисем пĕлӳ илме 5-6 çухрăмри Тăрмăша, колхозри çамрăксен шкулне çӳренĕ. 1932 çулта ял çыннисем ыйтнипе Чăваш АССР халăх çут-ĕç комиссариачĕ пуçламăш шкул уçма ирĕк панă. Часах колхоз пулăшнипе пĕр класс вырнаçмаллах çурт туса лартнă. Çĕнĕ шкулта 1-мĕш класра 25 ача вĕренме пуçланă. Вĕсен вĕрентекенĕ пулма Енĕш Нăрвашри Тимофеев Макар Тимофеевича çирĕплетнĕ. 1938 çулта вара икĕ класс вырнаçмалăх çурт çĕкленнĕ. Вăл вăхăтра вĕренмелли хатĕрсем çитеймен. Шкулта пурĕ пĕр глобус, метрлă линейка тата карта пулнă. 1941-1942 çулсенче тата та йывăртарах пулнă. Тетрадьсем çитмен пирки ачасем грифĕллĕ хăмасемпе усă курнă.

1952 çулта Чăваш АССР Министрсен Совечĕ йышăннипе Хучелти пуçламăш шкула 7 çул вĕренмелли шкул туса хунă. Унăн ертӳçи пулма Сильвестров Федор Сильвестровича шанса панă. Çулсерен шкул аталанса пынă, çĕнĕ кадрсемпе пуянланнă. Çак çулсенче шкула вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме Антонова Анна Семеновнана яраççĕ. Çамрăк учительница вĕрентӳ ĕçне чунтан парăнать. Вăл хайĕн пултарулăхĕпе, вăр-варлăхĕпе, тирпейлĕхĕпе, ачасем çине кирлĕ витĕм кӳме пултарнипе ытти учительсенчен уйрăлса тăрать. «Урок вăхăтĕнче шăна вĕçни илтĕнетчĕ», — тесе аса илеççĕ вăл вăхăтри ачасем. Çак уроксенче ачасем тарăн та çирĕп пĕлӳ илме пултарнă. Вырăс чĕлхипе литературине юратса, ăнланса, килĕштерсе вĕреннĕ. Коллективра Анна Семеновнăна пурте хисепленĕ. Вăл ир-ирех кунсерен кӳршĕри 6-7 çухрăмра ларакан Сухайкасси ялĕнчен Хучел шкулне васканă. Çумăрлă çанталăкра та, çил-тăманра та вăл малаллах талпăннă, хăйне ачасем чăтăмсăр кĕтнине чунĕпе ăнланнă. Çавăн пек 30 çул хушши утса-чупса ĕçчен те маттур хĕрарăм икĕ ял хушшинче çап çутă та такăр сукмак хывнă. Çавăнпах ĕнтĕ ял çыннисем çак сукмака «Майра сукмакĕ» тесе ят панă. Вăл хывса хăварнă сукмак курăкпа витĕнмест. Унпа час часах ял çыннисем утаççĕ. Ырă çыннăн пархатарлă ĕçĕ çак сукмак çинче çырăннă. Вăл хăйне евĕр палăк пулса тăнă. Малашне ӳсекен ăрусем те çак «Майра сукмакĕ» сумлă çын сукмакĕ пулнине пĕлсе ӳсĕç.

 

Çăлкуçĕ

Николаева Галина Анатольевна Вăрманкассинче пурăнакан 1913 çулта çуралнă Кузьмин Николай Трофимовичран çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Шур кавакарчан (2009-11-09 22:55:03):

Питĕ килĕшрĕ мана çак очерк. Çакăн пек илемлĕ литературă чĕлхипе чăн пулнă историне хăй пурнăçĕнче çак самантсене тӳссе ирттернĕ çын кăна çырма пултарнă.

Çакăн пек вĕрентекенсем — чăн-чăн Учитĕлсем, этеме таса та шурă Çутă парнелекен ангелсем! Маттур Эсир, Галина Анатольевна! Пур енчен те пултаруллă педагог.

Пысăк ăнăçу Сире, анлă çутă çул çĕнтерӳ патне!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Степанова Татьяна Викторовна (2009-11-12 22:31:08):

Çак йĕркесен авторĕ - шкул ачисене нумай çул вĕрентекен историн пĕр «вăрттăнлăхĕпе» паллаштарать.

Галина Анатольевна - аваллăхпа пуласлăха çыхăнтаракан вăчăра, халăхăн историне пулас ăрусене çитерме, вĕсем валли упраса хăварма тăрăшать.

Мăнаçлă «Майра сукмакĕ» курăкпа нихăçанта витĕнмĕ, çав сукмака, хисепе пĕтерме парас марччĕ, унсăрăн аслисемпе кĕçĕннисен ăру çыхăнăвĕ пĕтме пултарĕ.

 

Библиотека ĕçченĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Виталий (2009-11-15 19:44:07):

Очерк содержанийĕ питĕ тарăн, тĕллевĕ те тарăн,çăмăллăн вуланать. Хаклавçăсем çакна шута илессе шанас килет. Очеркăн автăрĕ малти вырăнсенчен пĕрне йышăнасса шанса тăратăп, ăна пысăк ăнăçу сунатăп!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда (2009-11-15 20:16:47):

Чăнах та хăйĕн чунĕ витĕр кăларнă, вăйа парса ĕçлекен учитель кăна çырма пултарнă çак йĕркесене. Кун пек вĕрентекенсене вырăсла Учителя по Призванию теççĕ. Вĕсем çамрăксем валли чăн-чăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Галина Анатольевна шăпах хăйĕн призванипе 30 çул ытла ĕçлени çак очеркран та питĕ лайăх курăнса тăрать. Эпир,унăн вĕренекенĕсем ăна питĕ Юрататпăр,хисеплетпĕр,аса илсех тăратпăр,ĕçре ăнăçу сунатпăр!

Хаклавçăсем çакна шута илессе чунтан шанатăп, пурне те ырă сывлăх сунатăп.

шкул вĕренсе тухнăскер

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина (2009-11-15 21:53:40):

Вулама кăмăллă, чĕлхе уçă та çепĕç, шухăшĕ тарăн, питĕ интереслĕ! Эпир çамрăксем халиччен илтменччĕ ку историне, очеркра çырса кăтартнă сукмака темиçе хутчен курнă пулин те.

Тавтапуç хайлавăн авторне - Галина Анатольевнăна, çак таранччен пĕлменнине пĕлтĕмĕр, тавра курăма анлатрăмăр.

Ăнăçу сире, хаклă çыннăмăр!

 

шкул вĕренсе тухнă хĕрача

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анатолий (2009-11-15 22:22:20):

Хĕрĕх çырма урлă каçнă, темиçе пăт тăварпа çăкăр çинĕ çыннăн сăмахĕ çирĕп, тĕрĕс, таса, анлă çул çине илсе тухать.

Галина çутă çын, çавăнпа та унăн шухăш-ĕмĕчĕсем пурнăçланма тивĕç Çĕр çинче, Турри инçетрен курать ăна, çитĕнӳсем патне хăпартать.

 

Аслă шкулта вĕрентекен

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ермолаева Светлана (2009-11-15 22:47:37):

Тивĕçлипех те тивĕçлĕ авторĕ те, очеркĕ те! Содержанийĕ пуçри шухăшсене те, чĕрери чуна та ăшшăн пырса тивет, çамрăклăха, ачаллăха аса илтерет. Аса илмеллисем нумай Галина çырнине вуланă хыççăн, куç умĕнче çутă самантсем. Тавтапуç автора! Пурнăçра пысăк ăнăçу!

 

чăваш чĕлхе илемне юратакан

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2009-11-16 20:54:10):

Юрă пек илемлĕ хайлав шăрантарнă Галина Анатольевна, вуласа тухсан тата тепĕр хут пăхса тухас туйăм хăварать. Пултаруллă автор, ăнăçу ăна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Леонтьев Леонид (2009-11-16 21:07:12):

Ырă çыннăн шухăшĕсем те ырă, ĕçĕсем те ырă! Ăшă сăмахсене, хисепе, сумлă парнесене тивĕçлĕ!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-17 23:46:56):

Мана та ку хайлав килĕшрĕ. Лайăххисен шутне кĕртес терĕм (хальлĕхе ку ушкăнри пур хайлава та вуласа тухман, çавăнпа та вырăн лекнипе лекменни пирки калаймастăп).

 

Прокопьева Алевтина (2009-11-20 19:17:55):

Тав сăмахĕ калас килет автора.Анна Семеновна учителе манманни-çав тери пысак хак.Анна Семеновнăн выпускникĕсем пурте аса илсе тăраççе ăна,хисеплеççĕ.Пысăк парне пусла тăчĕ çак очерк Хучель шкулĕнче.Эпĕ хамăн ĕçтешпе мухтанатăп,автора ырлăх -сывлăх сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: