Пирĕн ял


Эп çуралнă Татмăшра,

Хамăр ял ялан асра.

Манăн ялăм – паллă ял.

Вăл ман чунăмри хавал.

 

Аттепе анне кунта

Пурăнаççĕ савăнса.

Ешерет кунта вăрман,

Кăмпа –çырлапа пуян.

 

Уй-хирте ӳсет тыр-пулă,

Хумханать ав сарă тулă.

Куçпа виçейми çаран,

Унăн илемне курсам.

 

Аякранах пирĕн ял

Вăрман евĕр курăнать.

Çак ялта çуралнăран

Манăн чунăм савăнать.

 

Ман юратнă асанне

Çакă ялта пурăнать.

Ялти тĕрлĕ халапа

Мана каласа парать.

 

Асанне каланине

Итлеме те кăмăллă.

Унăн кашни сăмахĕ

Пултăр ялан усăллă.

 

Тахçан пирĕн тăрăхра

Сĕм вăрмансем кашланă.

Унта тискер чĕрчунсем

Хуçаланса пурăннă.

 

Ку тăрăха та çынсем

Куçса киле пуçланă.

Татмăш ятлă пĕр чăваш

Килнĕ хăйĕн йăхĕпе.

 

Татмăш вăл тĕне кĕмен

Чăваш пулнă тееççĕ.

Ял ячĕ те çавăнпа

Татмăш пулнă тееççĕ.

 

Пысăк çырман ик енне

Татмăш ялĕ вырнаçнă.

Ялĕ пысăкланнăçем

Икĕ пая пайланнă.

 

Пĕр енче Тури Татмăш

Ялĕ йĕркеленнĕ тет.

Çырман тепĕр енĕнче

Анат Татмăш пулнă тет.

 

Анат Татмăш вĕçĕнче

Марье вăрман(ĕ) пуçланать.

Пит илемлĕ çак вăрман,

Уншăн чунăм савăнать..

 

Çак вăрман çинчен сăмах —

Халап çӳрет халăхра.

Ватă çынсем каланин

Тĕрĕсси пур тен чăнах.

 

Çак вырăна малтанах

Çамрăк хунавсем лартнă.

Выльăх-чĕрлĕх кăшласран

Кунта хурал тăратнă.

 

Марье ятлă хĕрарăм

Вăрман хуралçи пулнă.

Кашни хунава, тĕме

Çак хĕрарăм сăнанă.

 

Питĕ çирĕп те хаяр

Пулнă теççĕ Марьене.

Сыхă тăнă вăл хурал,

Чунтан парăннă ĕçне.

 

Нимĕнле чĕрчун, этем

Ку вăрмана кĕреймен.

Хăрăк турат, шанкă та

Вăрманта пуçтарайман.

 

Кайăк-кĕшĕк çеç кунта

Шăрантарнă юрăсем.

Хăйсен савăк юррипе

Илем кӳнĕ таврана

 

Ӳснĕ кунта ярăнса

Хурăнсемпе юмансем.

Каш кашланă чăрăшсем,

Çăкасемпе ăвăссем.

 

Çак хĕрарăм ячĕпе

Вăрман ятне те панă.

Марье вăрманĕ тени

Халăхра тăрса юлнă..

 

Халĕ çак пысăк вăрман

Аякранах курăнать.

Кĕркунне çитсен кунта

Халăх кăмпана çӳрет.

 

Милĕк валли юмансем

Саркаланса ӳсеççĕ.

Хурăн милĕк касма та

Кунта çынсем çӳреççĕ.

 

Пуртă аври валли те

Кирлĕ йывăç тупăнать.

Тĕрлĕ сиплĕ курăк та

Кунта ватă пуçтарать.

 

Çуркунне çитсен вăрман

Ешĕл тумтир тăхăнать.

Кĕркунне çитсен вара

Ылтăн тумпа мухтанать.

 

Хĕллехи сив кунсенче

Тарăн ыйăха путать.

Çуллахи ăш кунсенче

Сулхăнĕпе илĕртет.

 

Эпĕ хамăр тăрăха

Пĕтĕм чунтан саватăп.

Хамăн тăван ялăма

Ялан чунра усратăп.

 

Кирек ăçта кайсан та

Тăван ялăм асăмра.

Мухтанатăп ялăмпа

Ун маттур çыннисемпе.

 

Халап çăлкуçĕ

Сăвва Анат Татмăш ялĕнче пурăнакан Трофимова Эва Никитичнăран (1942 çулта çуралнă) çырса илнĕ халапсем тăрăх хайланă.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-22 17:50:25):

Вăрман çинчен çакăн пысăкăш сăвва хайлама чăн та пултарулăх кирлĕ! Маттур!

 

инçет (2009-11-29 20:28:40):

Сăвă тумалли йĕркесене пăхăнсах пыман пулин те автор хăй калас тенине калама пултарни савăнтарать.

 

=) (2011-04-10 19:55:15):

Кончно, хĕр ачи питĕ маттур вăл!=)*

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

такам хам та пелмес (2011-04-14 12:00:20):

маттур пуль анчах эп маттуррах!!!

 

такам хам та пелмес (2011-04-14 12:00:35):

маттур пуль анчах эп маттуррах!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: