Эп çуралнă Татмăшра,
Хамăр ял ялан асра.
Манăн ялăм – паллă ял.
Вăл ман чунăмри хавал.
Аттепе анне кунта
Пурăнаççĕ савăнса.
Ешерет кунта вăрман,
Кăмпа –çырлапа пуян.
Уй-хирте ӳсет тыр-пулă,
Хумханать ав сарă тулă.
Куçпа виçейми çаран,
Унăн илемне курсам.
Аякранах пирĕн ял
Вăрман евĕр курăнать.
Çак ялта çуралнăран
Манăн чунăм савăнать.
Ман юратнă асанне
Çакă ялта пурăнать.
Ялти тĕрлĕ халапа
Мана каласа парать.
Асанне каланине
Итлеме те кăмăллă.
Унăн кашни сăмахĕ
Пултăр ялан усăллă.
Тахçан пирĕн тăрăхра
Сĕм вăрмансем кашланă.
Унта тискер чĕрчунсем
Хуçаланса пурăннă.
Ку тăрăха та çынсем
Куçса киле пуçланă.
Татмăш ятлă пĕр чăваш
Килнĕ хăйĕн йăхĕпе.
Татмăш вăл тĕне кĕмен
Чăваш пулнă тееççĕ.
Ял ячĕ те çавăнпа
Татмăш пулнă тееççĕ.
Пысăк çырман ик енне
Татмăш ялĕ вырнаçнă.
Ялĕ пысăкланнăçем
Икĕ пая пайланнă.
Пĕр енче Тури Татмăш
Ялĕ йĕркеленнĕ тет.
Çырман тепĕр енĕнче
Анат Татмăш пулнă тет.
Анат Татмăш вĕçĕнче
Марье вăрман(ĕ) пуçланать.
Пит илемлĕ çак вăрман,
Уншăн чунăм савăнать..
Çак вăрман çинчен сăмах —
Халап çӳрет халăхра.
Ватă çынсем каланин
Тĕрĕсси пур тен чăнах.
Çак вырăна малтанах
Çамрăк хунавсем лартнă.
Выльăх-чĕрлĕх кăшласран
Кунта хурал тăратнă.
Марье ятлă хĕрарăм
Вăрман хуралçи пулнă.
Кашни хунава, тĕме
Çак хĕрарăм сăнанă.
Питĕ çирĕп те хаяр
Пулнă теççĕ Марьене.
Сыхă тăнă вăл хурал,
Чунтан парăннă ĕçне.
Нимĕнле чĕрчун, этем
Ку вăрмана кĕреймен.
Хăрăк турат, шанкă та
Вăрманта пуçтарайман.
Кайăк-кĕшĕк çеç кунта
Шăрантарнă юрăсем.
Хăйсен савăк юррипе
Илем кӳнĕ таврана
Ӳснĕ кунта ярăнса
Хурăнсемпе юмансем.
Каш кашланă чăрăшсем,
Çăкасемпе ăвăссем.
Çак хĕрарăм ячĕпе
Вăрман ятне те панă.
Марье вăрманĕ тени
Халăхра тăрса юлнă..
Халĕ çак пысăк вăрман
Аякранах курăнать.
Кĕркунне çитсен кунта
Халăх кăмпана çӳрет.
Милĕк валли юмансем
Саркаланса ӳсеççĕ.
Хурăн милĕк касма та
Кунта çынсем çӳреççĕ.
Пуртă аври валли те
Кирлĕ йывăç тупăнать.
Тĕрлĕ сиплĕ курăк та
Кунта ватă пуçтарать.
Çуркунне çитсен вăрман
Ешĕл тумтир тăхăнать.
Кĕркунне çитсен вара
Ылтăн тумпа мухтанать.
Хĕллехи сив кунсенче
Тарăн ыйăха путать.
Çуллахи ăш кунсенче
Сулхăнĕпе илĕртет.
Эпĕ хамăр тăрăха
Пĕтĕм чунтан саватăп.
Хамăн тăван ялăма
Ялан чунра усратăп.
Кирек ăçта кайсан та
Тăван ялăм асăмра.
Мухтанатăп ялăмпа
Ун маттур çыннисемпе.
Халап çăлкуçĕ
Сăвва Анат Татмăш ялĕнче пурăнакан Трофимова Эва Никитичнăран (1942 çулта çуралнă) çырса илнĕ халапсем тăрăх хайланă.