Юратнă кукамай


Ман юратнă кукамай Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас-Кĕçтемĕр ялĕнче пурăнать. Каникул пуçлансанах эпĕ яла каятăп. Ялта уçă сывлăш, кукамайпа кукаçи картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çулла пахчара тем тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ӳстереççĕ. Кукамай калашле, савăнса кăна пурăн, ĕçлеме çеç ан ӳркен.

Ман кукамай кашни çуркунне хăй çуралнă тăван ялне, Урпаша, кĕçĕн хĕрĕ патне хăнана каять. Анчах та амăшĕ хĕрĕ патне пушă алăпа кайни пулман. Кăçал куккук евĕр чăпар чăххине пусма лартрĕ те хĕрне чĕпсем леçсе пама шутларĕ.

Тепĕр виçĕ эрнерен чĕпĕсем шимплетни мана питĕ савăнтарчĕ. Вунпилĕк чĕпĕ! Шăпах эпĕ ун чухне ялтаччĕ.

Чăпар чăхха кукамай витрене лартса çӳлтен тутăрпа çыхрĕ — текех вĕçсе тухса тараяс çук. Чĕпписене алапа пуçтарса тытрĕ.

Кукамай хăйне пĕччен çул çинче кичем ан пултăр тесе мана та пĕрле пыма чĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм.

— Кукамай, мĕншĕн чĕпписене амăшĕнчен уйăртăн?

— Амăшĕ вĕсене витрере таптаса вĕлерсе пĕтерет.

— Кукамай, чĕпписене мĕншĕн тепĕр витрене ямарăн? Кĕвентепе йăтса пыма мĕн тери лайăхчĕ...

— Вун пилĕк чĕппе сывлăш çитмест, пушă вырăн та ытларах кирлĕ. Витре тĕпĕнче пĕрне-пĕри хĕссе вĕлерме пултараççĕ. Çитменнине вĕсене пăчă унта. Çук, çук, Наçтук, чĕпĕсем витрере чăтаяс çукчĕ...

Ыйту хыççăн ыйту. Çапла калаçса пынă хушăра сисмен те такăр çултан пăрăнса сарлака урпа уйĕ тĕлне çитсе тăнă. Пĕрре пăхсанах вĕçĕ-хĕрри курăнмасть пек, анчах малалла тинкерсе пăхсан ял курăнать. Шăпах çав яла çитмелле те ĕнтĕ пирĕн кукамайпа иксĕмĕрĕн. Сукмак тупса эпир урпа уйĕпе утрăмăр. Калаçса пырсан çул кĕскелет тесе, мана кукамай хăй çуралнă ялĕ пирки тĕлĕнмелле халап каласа пачĕ.

— Ман тăван ялăмăн — Урпашăн — хăйĕн халапĕ пур. Урпаш ячĕнчен кăнтăрарах, сăрт çамки çинче, Туçи ялĕ вырнаçнă. Халап тăрăх çак ялта «Слака» ятлă хресчен хăйĕн çемйипе пурăннă. Унăн икĕ ывăл çитĕннĕ. Ывăлĕсем ӳссе çитĕнсен пĕр ывăлĕн килтен уйрăлса тухса кил-çурт çавăрма вăхăт çитнĕ. Ашшĕ пĕр ĕнине килтен кăларса ывăлне çак ĕне хыççăн кайма хушать. Выльăх çисе тăранса ăçта канма вырпать — çавăнта кил-çурт çавăрма пиллет. Ĕне Туçи ялĕнчен тухса çурçĕр еннелле утать, кĕçех пĕр пысăках мар вăрман уçланкинче чарăнать, юнашарах пĕчĕк юханшыв та юхса иртнĕ. Тутă выльăх шыв ĕçсе канма выртать. Çапла вара Слака ывăлĕ çав вырăнта кил-çурт çавăрса пурăнма пуçлать. Çак илемлĕ вырăна Çатра ялĕнчен Коришăн ятлă хресчен те куçса килсе кил-çурт çавăрать. Икĕ йăх çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Вăрман касса тунă анасем çинче урпа калама çук тухăçлă пулать, çавăнпа вĕсем ытларах урпа акса тăваççĕ те. Хăйсен ялне те урпапа çыхăнтарса «Урпаш» теме пуçлаççĕ, ял çумĕпе юхса иртекен пĕчĕк юханшыв та Урпаш пулса тăрать.

Паян Урпаш ялĕнче ытларах виçĕ йăх çынни пурăнать: Улай йăхĕ, Коришăн йăхĕ, Микиш йăхĕ. Коришăн йăхĕсен хушамачĕ — Иванов, Микиш йăхĕсен хушамачĕ — Никифоров. Ман анне, сан ватă кукаму, каланă тăрăх — эпир — Микиш йăхĕсем.

Çапла шăкăл-шăкăл калаçса кукамайпа яла çитрĕмĕр. Анук аппапа Микулай йыснан çĕнĕ чул çурт. Пысăк та шап-шурăскер аякранах курăнса ларать. Пахча хыçĕнче ӳсекен çĕмĕрт чечекĕн шăрши мана хырăм выçнине аса илтерчĕ.

— Наçтук, шӳрпе çиетĕн-и?

Ыйтаççĕ тата! Ун пек тутлă апата ялта çеç çисе курма пулать вĕт, хулара анне пĕçермест. Ывăннипе сĕтел хушшинчех тĕлĕрсе кайнă. Тĕлĕкре çав тĕлĕнмелле ĕнене курнă.

Каç енне Микулай йысна ĕçрен таврăнчĕ те пире кукамайпа иксĕмĕре хăйĕн тимĕр урхамахĕпе кукаçисен ялне лессе ячĕ.

 

Халапĕ

Ман тăван ялăмăн — Урпашăн — хăйĕн халапĕ пур. Урпаш ялĕнчен кăнтăрарах, сăрт çамки çинче, Туçи ялĕ вырнаçнă. Халап тăрăх çак ялта «Слака» ятлă хресчен хăйĕн çемйипе пурăннă. Унăн икĕ ывăл çитĕннĕ. Ывăлĕсем ӳссе çитĕнсен пĕр ывăлĕн килтен уйрăлса тухса кил-çурт çавăрма вăхăт çитнĕ. Ашшĕ пĕр ĕнине килтен кăларса ывăлне çак ĕне хыççăн кайма хушать. Выльăх çисе тăранса ăçта канма выртать, çавăнта кил-çурт çавăрма пиллет. Ĕне Туçи ялĕнчен тухса çурçĕр еннелле утать, кĕçех пĕр пысăках мар вăрман уçланкинче чарăнать, юнашарах пĕчĕк юханшыв та юхса иртнĕ. Тутă выльăх шыв ĕçсе канма выртать. Çапла вара Слака ывăлĕ çав вырăнта кил-çурт çавăрса пурăнма пуçлать. Çак илемлĕ вырăна Çатра ялĕнчен Коришăн ятлă хресчен те куçса килсе кил-çурт çавăрать. Икĕ йăх çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Вăрман касса тунă анасем çинче урпа калама çук тухăçлă пулать, çавăнпа вĕсем ытларах урпа акса тăваççĕ те. Хăйсен ялне те урпапа çыхăнтарса «Урпаш» теме пуçлаççĕ, ял çумĕпе юхса иртекен пĕчĕк юханшыв та Урпаш пулса тăрать.

Халап çăлкуçĕ: Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас-Кĕçтемĕр ялĕнче пурăнакан Трофимова Любовь Вениаминовна (ман кукамай), Емельянов Александртан, 2009 çулта çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Люда (2009-11-10 16:46:00):

4-мĕш класра, хула шкулĕнче вĕренекен çакăн пек çырсан аван пулмалла та.Тем, ĕçĕ чылаях аслă çыннăн пулас

 

Admin (2009-11-12 10:08:53):

Калав мана килĕшрĕ. Вырăн пама юрăхлă хайлав. Халапĕ те хăй вырăнĕнче.

Аслисем пулăшман пулсан — мухтамалла кăна.

 

инçет (2009-11-30 18:48:16):

Хăй çырнипе çырманни пирки татса калама, паллах, йывăр. Ĕçĕ аваннине кăна палăртса хăварас килет.

 

Учитель (2009-12-01 09:43:22):

Саша хуларан яла усрава илнĕ ача. Кĕске вăхăтра чăвашла вĕренсе çакăн пек çырма вĕренчĕ. Унăн ытти сăввисем те вулакансене килĕшеççĕ.Ăнăçу сунатăп сана Саша.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: