Урпаш


Юратнă кукамай


Ман юратнă кукамай Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас-Кĕçтемĕр ялĕнче пурăнать. Каникул пуçлансанах эпĕ яла каятăп. Ялта уçă сывлăш, кукамайпа кукаçи картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çулла пахчара тем тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ӳстереççĕ. Кукамай калашле, савăнса кăна пурăн, ĕçлеме çеç ан ӳркен.

Ман кукамай кашни çуркунне хăй çуралнă тăван ялне, Урпаша, кĕçĕн хĕрĕ патне хăнана каять. Анчах та амăшĕ хĕрĕ патне пушă алăпа кайни пулман. Кăçал куккук евĕр чăпар чăххине пусма лартрĕ те хĕрне чĕпсем леçсе пама шутларĕ.

Тепĕр виçĕ эрнерен чĕпĕсем шимплетни мана питĕ савăнтарчĕ. Вунпилĕк чĕпĕ! Шăпах эпĕ ун чухне ялтаччĕ.

Чăпар чăхха кукамай витрене лартса çӳлтен тутăрпа çыхрĕ — текех вĕçсе тухса тараяс çук. Чĕпписене алапа пуçтарса тытрĕ.

Кукамай хăйне пĕччен çул çинче кичем ан пултăр тесе мана та пĕрле пыма чĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм.

— Кукамай, мĕншĕн чĕпписене амăшĕнчен уйăртăн?

— Амăшĕ вĕсене витрере таптаса вĕлерсе пĕтерет.

— Кукамай, чĕпписене мĕншĕн тепĕр витрене ямарăн? Кĕвентепе йăтса пыма мĕн тери лайăхчĕ...

— Вун пилĕк чĕппе сывлăш çитмест, пушă вырăн та ытларах кирлĕ. Витре тĕпĕнче пĕрне-пĕри хĕссе вĕлерме пултараççĕ. Çитменнине вĕсене пăчă унта. Çук, çук, Наçтук, чĕпĕсем витрере чăтаяс çукчĕ...

Малалла