Ĕне вăрмана тарса çухалчĕ


«Чăваш ваттисем Станашево ял ячĕ Сăр тăрăхĕнче чăваш ăрăвне пуçласа янă çичĕ тăванран пĕрин ятĕнчен — Штанашран пулса тăнă, теççĕ. Вăсем акă çапла каласа параççĕ: чăвашсем — çичĕ пĕртăван — Атăл хĕрринчен Сăр вăрманне куçса пынă. Пĕри, Четай ятли, хĕрлĕ çӳçлĕскер пулнă, иккĕмĕшĕ Хурашаш, виççĕмĕшĕ Атай, тăваттăмĕшĕ Штанаш, пиллĕкмĕшĕ Ураскилт, улттăмĕшĕ Хутар, çиччĕмĕшĕ Турай ятлă».

В. И. Лебедев çырнă «Чăваш халапĕсем» 1948 çулта Питĕрти Ф. К. Дершау тытса тăракан «Северное обозрение» журналта пуçласа тухнă. Халапсемпе Н. Крупинов районта тухса тăракан «Пирĕн пурнăç» хаçатра 1997 çулта паллаштарнă.

Халап тăрăх Штанаш хăйĕн ĕни пăруланă вырăна çурт лартать, çакăнта пурăнма пуçлать. Штанашăн ĕни пĕр пысăк вăрмантан инçех мар, Штанаш юханшывĕ хĕрринче пăрулать. Ĕне утса тухнă çĕр Штанашăн пулать. Ялне Вознесенское, Станашево тож тесе çырса хураççĕ.

 

Çичĕ тăван пĕр-пĕрин патне час-часах хăнана çӳренĕ, килĕштерсе пурăннă. Штанаш ялне пĕр тăвансем килсе пуçтарăнсан ял тулли çын пулать, пĕртăвансем кашниех йышлă-çке!

Штанаш хастар та харсăр хресчен пулнă. Кайăкран маларах тăрса ĕçе кӳлĕннĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ. Хура çĕре сухаланă, сӳреленĕ, акнă, вырнă, авăн çапнă, мĕн пур тырра пухса кĕртнĕ хыççăн авăртса çăкăр пĕçернĕ. Тырă-пулă çулленех ăнса пулнă, кĕр пулсан кĕлет тулнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчесе картиш тулли пулнă.

Штанашăн ĕç пайтах: кивелнине юсамалла, кил çурта çĕнетсех тăмалла, ĕçрен пушанма унăн вăхăчĕ сахалрах. Пушă вăхăтра ачисене ĕçе хăнăхтармалла, çăпата тирмелле, пушăт шăйрамалла, кантăр явмалла. Арăмĕн те канса ларма вăхăт çук: тулли хуран яшка пĕçермелле, пӳртре пуçтармалла, кĕпе çĕлемелле е сапламалла, чăлха–нуски çыхмалла, хура кĕпе-йĕм çумалла. Хĕрĕсем çитĕннĕ май амăшне пулăшма пуçлаççĕ, амăшĕ хĕрĕсене çыхма, тĕрĕ тĕрлеме вĕрентет. Ача-пăча, ашшĕ-амăшне кура, мĕн пĕчĕкрен ĕçе çыпçăнса, выльăх чĕрлĕх таврашĕнче ӳсет. Ĕçчен хĕрсем мăшăр тупаççĕ, ывăлсем вăхăт çитсен авланаççĕ. Çапла пурăнать Штанаш çемйи, çапла хунать, ял пысăклансах пырать.

Çемье çуллен хунанă. Кил-йыш килĕштерсе, туслă пурăннă. Ывăлĕсем ашшĕ пекех хастар та патвар ӳснĕ, ашшĕ пекех калама çук вăйлă та ĕçчен пулнă, ашшĕпе пĕрле вăрмана сунара çӳреме юратнă. Хĕрĕсем хирти сарă чечек пек хитре пулнă, шăпчăк сассиллĕскерсем кирек мĕнле ĕçе те юрласа пурнăçланă. Хĕрсем каçсерен улах ларнă, чăлха-нускиш çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ.

Пушă вăхăтра ял çумĕнчи вăрмана çӳренĕ, кăмпа, мăйăр, йĕкел пухнă.

Штанашăн кĕтĕвĕ йышлă пулнă. Кĕтӳ пуçĕ — Штанаш ялне пуçарса яракан хĕрлĕ-ула ĕне — Тинькка. Пĕтĕм кĕтӳ ăна пăхăнса тăнă. Унран мала иртмен. Тинькка хуçи пекех хастар та харсăр пулнă, кĕтĕве вăрмантан ертсе тухма пĕлнĕ. Кĕтӳ ял таврашĕнчи тулăх улăх-çаран çинче çӳренĕ, час-часах ялпа юнашар вырнаçнă вăрмана курăк çиме кĕрсе тухнă. Сарă кĕр çитсен ытларах чухне вăрмана çул тытнă.

Пĕр çулхине Тинькка пĕр харăсах виçĕ пăру пăрулать,

Штанаш арăмĕ Хветли ятлă пулнă. Хветли хăйсен ĕни пĕр харăсах виçĕ пăру туса панине курсан тĕлĕннипе васкаса пӳрте чупса кĕрет.

— Ах тур-тур! Штанаш, вăран-ха хăвăртрах ыйхăран. Пирĕн Тинькка виçĕ пăру пăруланă! — тет.

Мăшăрĕ пачах та тĕлĕнменнине кура:

— Ах тур-тур! Кун чухлĕ выльăха мĕнле хĕл каçарăпăр-ши? Ăçтан утă çитерĕпĕр-ши? — тесе ăшталанать.

— Ухмахланса ан калаç-ха, кăштах типшĕнччĕр, вара пăрусене ăшă пӳрте илсе кĕрĕпĕр, — тет мăшăрĕ.

— Çамрăк мар-çке текех, кинĕн кăкăр ачине пăхмалла, ывăлăмăра вутă ĕçлеме илсе кайрĕç, хăйпе пĕрле килти чи лайăх лашана çавăтса кайрĕ. Ах тур-тур! Çитменнине виççĕшĕ те пăру, пĕр вăкăр та çук.

Çак сăмахсене илтсен Тинькка питĕ хытă кӳренчĕ. Епле кӳренмĕн? Хуçисем чӳлмекĕ-чӳлмекĕпе çу тăваççĕ те пасара илсе тухса услам тăваççĕ, уйранпа турăхран татăлмаççĕ, сĕтне те сĕтел çинчен татмаççĕ.

Тинькка пăрусене ертсе ялтан тухса тарма шутларĕ. Пăрушĕсем ура çине тăракан пулсан пурте пĕрле хуçисем сисиччен часрах вăрманалла тухса чупрĕç. Вĕсенчен Кампур та юлмарĕ.

— Ăçта каймалла-ши? Мăкшă еннелле каяс, пăрусем шурлăх урлă сиксе каçаймĕç. Пакана каяс, вырăнĕ хитре мар.

Улмуççи варĕнче кăштах панулми çиме чарăнчĕç, унтан ерипен малалла утрĕç. Шăлан варĕпе Кăвакал варĕнче те чарăнас темерĕç.

— Сар хурăнта пурăнас? Ялтан ытла çывăх. Вăрмана шаларах кĕрсе пытанас.

Утсан-утсан пĕр пушă утара çитсе кĕчĕç, кунта çу каçма шутларĕç.

Утар вăрман варринче вырнаçнă, унпа юнашар пĕр пĕчĕк кӳлĕ пур. Пăрусем кунĕпе тутлă курăк çисе тăранаççĕ, кунсерен ӳсеççĕ, пысăкланнăçемĕн пысăклансах пыраççĕ. Тинькка хĕл валли утă хатĕрлет, пăрăвĕсем амăшне пултарнă таран пулăшма хăтланаççĕ. Йывăç тăррисем пĕрре хаяррăн, тепре ачашшăн шавлаççĕ, выльăхсене хăйсен симĕс чĕлхисемпе тем шĕпĕлтетсе каласа параççĕ. Пăрусем йывăçсене тĕкĕнмеççĕ, курăкпах тăранаççĕ. Кампур çурта сыхлать, пĕррехинче утара усал кашкăр çитсе кĕрет. Кампур сиксе вĕрме пуçласа кашкăра хăратать, лешĕ Кампуртан хăраса тарать. Урăх утара ура ярса пусмасть.

Вăрманта пурнăç вĕресе тăрать. Кашни чĕрчун хăй пурнăçĕпе пурăнать. Кайăксем юрлаççĕ, вăрăм тунасем сĕрлеççĕ, пыл хурчĕсем пыл пухаççĕ, чĕрчунсем çурисене ӳстереççĕ...

Хаваслă çу иртсе кая пуçларĕ. Кĕркунне çывхарать. Кайăксем кăнтăралла вĕçсе кайма тытăнчĕç, вăрман пушана пуçларĕ. Каçсерен çанталăк сивĕтет. Хĕвел ăшши сахалланчĕ, шăхăрса вĕрекен сивĕ çилсем ытларах та ытларах киле пуçларĕç. Çурçĕр енчен сивĕ çил килет. Ирсерен шап-шурă тăм ӳкет, кас-кас юрпа сапса каять. Йывăçсем çаралса шăпланаççĕ.

Тинькка шиклене пуçларĕ. Хĕл каçма пултарăпăр-ши? Сивĕ пулмĕ-ши? Ачисем чирлесе каймĕç-ши? Хаяр хĕл сиввисене, сивĕ çиле чăтса ирттеме пултарĕç-ши? Тен, яла таврăнмалла?

Пĕррехинче вăрман сунарçăсен шавĕпе тулчĕ. Кунĕпе пăшал сасси янăрарĕ... Тинькка пăрусене питĕрсе курăк шырама тухса кайнă пулнă. Вĕсене хураллама Кампура хушса хăварнă. Сунарçăсем çав кун киле пушă алăпах таврăннă, мĕншĕн тесен чакак сунарçăсем килнине курсан пурне те хăрушлăх çитни пирки пĕлтернĕ, пур чĕрчун васкаса тарса пытаннă.

Ывăннăскерсем çула май пушă утара кĕрсе кăштах канса илме шутлаççĕ. Утар умĕнче вĕсене Кампур хаяррăн кĕтсе илет. Йытă сассипе пăрусем мĕкĕрме пуçлаççĕ, сунарçăсем тĕлĕннипе сассăр пулса тăраççĕ, утар чӳречинчен пăру пуçĕ курăнса кайсан хăранипе чутах кайса ӳкмеççĕ.

— Усал куçа курăнать пулас, — тет пĕри чĕтресе.

— Ывăнни пăтраштарать пулас.

Тинкеререх пăхаççĕ те шалта чăнах та пăрусем пурăннине курса тĕлĕнеççĕ. Савăнсах каяççĕ.

— Кашни валли пĕрер пăру, пусса тирпейлетпĕр те ашне сутса укçа тăватпăр! — тет пĕри.

— Килĕшетĕп, — тет иккĕмĕшĕ.

— Тен вĕсен хуралтине юсаса памалла? Пурăнччăр ирĕкре, — хирĕçлет виççĕмĕшĕ.

Унăн-кунăн пăхкаларĕç те выльăхсен хуралтисене çĕнетсе пама килĕшрĕç.

Туссем ĕçе пикенчĕç. Паха йывăç шыраса вăрман тăрăх утса пынă чух пĕр тунката çинче пуртă сиккелесе выртнине курах кайрĕç.

— Пăх-ха, пуртă выляса выртать, вăл пире пулăшмĕ-ши?

Сунарçăсем пуртта тытасшăн, лешĕ тыттармасть, алăран тухса тарать. Пĕр сунарçи темле майпа пуртта çавăрса тытрĕ, анчах та лешĕ каллех алăран тухса тарса йĕри-тавра ӳсекен юмансене хăйех касма пуçларĕ, сунарçăсем самантрах пура купаласа лартрĕç. Пуртă тӳрех шăпланса выртрĕ. Ывăнчĕ пулас.

Шăв-шав сассипе уçланкăна вăрманçă çитсе тăчĕ:

— Мĕншĕн йывăçсене кӳрентеретĕр? Кам ирĕк пачĕ?!

— Пирте айăп çук, айăпĕ пуртăра. Вăл йывăçсене касса тӳнтерчĕ.

Вăрманçă пурана курсан хăй тĕлĕннине пытармасть:

— Камшăн тăрăшатăр?

— Вăрманта пурăнакан ĕнепе унăн виçĕ пăрушĕ валли.

Вăрманçă вăрманта выльăхсем пурăнни пирки илтессе илтнĕ-ха, анчах та хăйсене куçпа курман. Вăл та сунарçăсене пулăшма шутлать.

Çичĕ кун та çичĕ каç тăрăшса ĕçленĕ хыççăн вăрманта çав тери хитре катмар çурт çĕкленсе ларать.

— Эпĕ хам та кунта пурăнма хирĕç мар, — тет вăрманçă.

— Эпĕ те, — килĕшет пĕри.

— Паянах куçса килме хатĕр, — савăнать иккĕмĕшĕ.

— Эпир ку çурта хамăра валли мар, ĕнесем валли çĕкленĕ, вĕсене савăнтарар, — хирĕçлет виççĕмĕшĕ.

Туссем Тиньккăна шырама тухса каяççĕ. Нумай пулчĕ-и сахал-и, ĕнене шыраса тупрĕç.

— Тинькка, эпир сире валли парне хатĕрлерĕмĕр!

— Мĕнле парне?

Туссем Тиньккăна çĕнĕ çурт умне илсе çитерчĕç. Тинькка тĕлĕнсех кайрĕ, хăй те вĕсене парне пама шутларĕ.

Пĕррехинче вăл Йӳçĕ ятлă лупашкара туй арăмĕсен эрешĕсене тупнă. Çак вырăнта ĕлĕк-авал туй арăмĕсен лаши ĕрĕхсе кайнипе лав тӳнсе кайнă иккен, вĕсен эрешĕсем татăлса ӳксе путса çухалнă, анчах та темиçе ылтăн эреш темле майпа туратран çакланса тытăнса юлнă, Тинькка куçĕ тĕлне пулнă. Вăл вĕсенчен хĕрĕсене шăрçа эрешлесе парасшăн пулнă.

— Сире пире валли çурт çĕкленĕшĕн çак эрешсене сума суса паратăп, — тет ĕне кăмăллăн.

— Эпир парнешĕн ĕçлемен, — хирĕçлеççĕ туссем.

 

...Хветли ĕне сума тухать те ампар алăкĕсем уçă тăнине курать, ырă мара сиссе шала чупса кĕрет, пушă ампара курсан йĕрсе ярать.

— Пире çаратнă-ă-ă! — тесе ӳлесе пӳрте чупса кĕрет.

Штанаш арăмне ĕненмесĕр тула чупса тухса йĕри-тавралла вăрă йĕрĕсене шырама пуçлать. Нимĕнле йĕр те тупаймасть.

— Тинькка кӳренсе тухса кайрĕ, — ăнлантарать хуçине пĕр пĕчĕк сурăх путекки.

Каçару ыйтасчĕ, никамран ыйтмалли çук. Хветли упăшкине вăрмана кайса пăхма, ĕнене шыраса тупса каçару ыйтма хушать.

Штанаш васкаса тумланать те вăрмана вĕçтерет. Кампура та пĕрле илсе каясшăнччĕ, лешĕ курăнмасть. Кунĕпе вăрман тăрăх ашса çӳрерĕ, çитмен вырăн, çитмен çырма хăвармарĕ, ĕнепе унăн пăрушĕсене тупаймарĕ, пуçне усса килне таврăнчĕ. Тепĕр кунхине татах шыраса пăхрĕç, выльăхсене тупаймарĕç. Эрнипех шырарĕç, тупаймарĕç, кашкăр тĕлне пулчĕç пулĕ тесе урăх шырама пăрахрĕç...

Сунарçăсем киле таврăнсан ял халăхне Тиньккăпа унăн пăрăвĕсене тупни çинчен хавасланса каласа кăтартрĕç. Штанаш савăнса кайрĕ, сунарçăсем кăтартнă çулпа вăрманалла васкарĕ.

Вăрман хĕрринче пĕр илемлĕ çурт ларать, ун умĕнчи уçланкăра пĕр ĕнепе виçĕ пăру кавлесе тăраççĕ. Кампур хуçине палласа хирĕç чупса килчĕ. Тинькка та савăнсах кайрĕ.

— Салам! Сире курма килтĕм. Каçару ыйтасшăн, киле таврăнма чĕнесшĕн. Карчăк та санран каçару ыйтать, урăх нихăçан та кӳрентерместĕп тет.

Тинькка нумаях шутласа тăмарĕ, вăрманта хĕл каçасси çăмăл мар, пăрăвĕсене ертсе хуçипе пĕрле яла таврăнчĕ.

Ялта йыш хутшăнчĕ, ял савăнчĕ.

Çĕнĕ çурта вăрманçă хăйĕн çемйипе пурăнма куçрĕ тет. Халĕ те пулин пурăнаççĕ тет.

Халап ятăм юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина (2009-11-14 11:59:16):

Юмахĕ питĕ кăсăклă,илемлĕ чĕлхепе çырнă.Чĕлхи пуян,çăмăллăн вуланать.Вулакансем юмаха килĕштерессе шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Славик Михайлов Ижевск (2009-11-17 21:03:45):

 

 

Юмахĕ питĕ килĕшрĕ,илемлĕ çырнă.Савăнăçлă!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-17 23:56:43):

Юмахĕ чăн та кăсăклă. Лайăххисен шутне кĕртес. Вырăн лекĕ-и, лекмĕ-и — лайăххисен шутĕнче.

 

Валентина (2009-11-23 19:11:02):

Юмах мана питĕ килĕшрĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăнма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Майя Санкт-Петербург (2009-11-24 02:34:55):

Мана та юмах килешре! Юмах сюжечĕ мана хамăн тăван яла аса илтерчĕ. Автăртан татах çакăн пек юмахсем кĕтетпĕр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ЕГОРЫЧ (2009-11-24 20:48:17):

КУ ЮМАХА ТЕМИÇЕ ХУТ ТА ВУЛАСА ТУХРĂМ. ПИТĔ КИЛĔШРĔ.ПĔРРЕМĔШ ВЫРĂН ЙЫШĂНАССА ШАНАТĂП.

 

Ира (2009-11-25 20:51:24):

Мана юмах питĕ килĕшрĕ. Автор ял историне, хресчен кăмăл-туйăмне лайăх пĕлни курăнать. Юмах çĕнтерессе шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ВАЛЕНТИНА (2009-11-29 20:09:20):

Очень приятно читать, изложено доступно, красиво.

Спасибо автору!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: