Милла вăрманĕ
Ялтан инçех мар пысăк вăрман сарăлса выртать. Унта тем тĕрлĕ чĕрчунсене тĕл пулма пулать: мулкачран пуçласа упа таранах. Эпир, ача-пăча, пысăк вăрмана хамăр çеç кайма хăратпăр — темле чĕрчунпа тĕл пулăн. Ял çывăхĕнче шĕшкĕлĕх пур, ăна ял çыннисем Милла вăрманĕ теççĕ. Эпĕ те мăйăр нумай пулнă çул çавăнта мăйăр татма ачасемпе кайкаланă. Мĕншĕн çапла ят панине пĕлес тесе эпĕ ялти чи ватă çын патне кайрăм. Вăл манна çакăн пек халап каласа пачĕ.
Ĕлĕк пĕр çын — ăна ял çыннисем хытă Милла тенĕ — вăрман хĕрринчи пысăк уçланкăна хăйне валли çĕр касса илет. Çавăнта шĕшкĕ йывăççисем ларттарать. Хăйĕн çемйипе ăна пăхса тăрать. Вăл çын чухăнах пулман, унăн темиçе тарçă та пулнă. Вĕсене те нумай ĕçлеттернĕ тет çав вăрманта. Ял çыннисем тивесрен хураллаттарнă.
Шĕшкĕсем çитĕнсе мăйăр пама пуçличчен пайтах вăхăт иртет. Милла мăйăр сутса укçаллă пулма шутланă тет. Анчах хăй те ватăлса пынă, çемйи чирлесе вилнĕ тет. «Кам валли пуçтарас ман укçа, — тесе шутланă. Вара мăйăр сутса пуяс шухăша пăрахнă. Ял çыннисем мăйăр пуçтарса савăнччăр хуть тесе вĕсене текех чарман тет. Хăй çав вăрмантах ватăлса вилнĕ.
Ял çыннисем халĕ те ун ятне асра тытаççĕ. Мăйăра кайсан:
— Милла, мăйăр çиме кил, — тесе катса çинĕ чух ăна асăнаççĕ.
Халĕ çак вăрман хытах ватăлса кайнă. Шĕшкĕлĕх пысăк юманлăх айне юлнă. Ăнса пулнă çул таврари çынсем мăйăр татма Милла вăрманне çӳреççĕ.
— Кил-ха, хĕрĕм, сана та мăйăр çитерем, — терĕ Валя мучи мана пĕр ывăç мăйăр тăсса, — куна эпир мăшăрăмпа çав вăрманта пилĕк çул каяллах татнăччĕ. Эпĕ халĕ те усратăп çав мăйăра, мăшăрăм вара çисе савăнаймарĕ — татнă çулах çĕре кĕчĕ.
Эпĕ мучи панă мăйăра илсе: «Милла, тавах сана шĕшкĕлĕх лартса ӳстернĕшĕн. Эсĕ туса хăварнă ырă ĕçӳ паян та мухтавлă, хисепе тивĕçлĕ. Санăн ырă яту çынсен чĕринче пурăнать», — терĕм хам ăшра.
Çăлкуçĕ
Калава 2009 çулта Павлова Виктория Владимировна 80 çулти Алексеев Валериан Алексеевичран çырса илнĕ халап тăрăх хайланă.
Admin (2009-11-19 22:08:37):
Виктория питĕ чаплă калав çырнă. Мухтамалла.
инçет (2009-11-29 21:51:54):
Ку калав мана килĕшрĕ. Кашнинех вуламалла ку ĕçе.