Савнă ялăм, тăван ял
Эп пурнатăп Чăвашра
Елчĕк енри тăрăхра.
Питĕ хитре пирĕн ял,
Таврара çук кун пек ял.
Савнă ялăм мăнаçлăн
Аякранах курăнать.
Кермен пекех çурчĕсем
Ял хăватне кăтартаç.
Арланкасси, савнă ял,
Сан историйӳ пуян,
Халапусем пит нумай
Тĕпчеме пире хушаç.
Тахçан авал Кушкăсем
Килсе курнă тет кунта.
Килĕшнĕ-тĕр пулмалла,
Ял пуçланнă малалла.
Аталаннă, çурт хăпартнă,
Çĕр ĕçленĕ, выльăх пăхнă.
Йăха тăснă, йывăç лартнă,
Ватăсене хисеп тунă.
Ял халăхĕ аптрамасть,
Пуçа усмасть, парăнмасть,
Йăла-йĕркесе тытса
Пурнăçа пырать тăсса.
Кайăк юрлать кунĕпе
Хĕвел пăхать ăшшипе
Ача-пăча вăй вылять,
Çитĕннийĕ ĕç тăвать.
Ял-йышсем, тăвансем,
Пĕр-пĕрне пулăшса
Пурăнасчĕ çапла
Савăнса, ыр курса.
Халапĕ
1) Ялта çӳрекен халап тăрăх ял ячĕ «арлан» сăмахран пулса кайнă теççĕ. XVII ĕмĕрте кӳршĕ ялти Кушкă ялĕнчен куçса килсе ларнă çынсенчен пулса кайнă иккен.
2) Тахçан авал хальхи Арланкасси ялĕ урлă туй иртсе пынă пулнă. Ялĕ пысăк пулман, темиçе килĕ çеç пулнă тет. Ял варрине çитсен туй ураписем умĕн арлансем каçса кайнă тет. Туй çыннисенчен пĕри: «Ара, ку арлансен касси вĕт», — тенĕ пулать, çавăнтан вара пирĕн ял Арланкасси ятлă ял пулса тăнă тет.
Халап çăлкуçĕ:
1) «Яльчикский район. Краткая энциклопедия» кĕнекерен, Шупашкар кĕнеке издательстви, 2005 ç., 153 стр.
2) Кивĕ Арланкасси ялĕнче пурăнакан 70 çулхи Веникова Мария Владимировнăран 2009 çулта çырса илнĕ.
Киргизова Софья (2009-11-05 12:43:49):
Питĕ лайăх сăвă. Мана килĕшрĕ, вулама ансат, чĕлхи пуян, ял историне çырса кăтартнă.
Садовникова Татьяна (2009-11-05 12:48:15):
Эпĕ хам Кушкăри вăтам шкулта вĕренетĕп, пирĕн шкултан (малтан Энтепери тĕп шкулта вĕреннĕ)Веникова Мария çырнă сăвви питĕ килĕшрĕ, содержанийĕ пуян, чĕлхи ансат, ача чĕлхи. Маттур!
Садовникова Светлана (2009-11-05 18:25:25):
Çамрăк сăвăçăн хайлавĕ мана çав тери кăмăла кайрĕ.Ял сăн-сăпатне,хăйевĕрлĕхне,кулленхи пурнăçне уçса пама пултарнă вăл.
Волкова Анастасия Павловна (2009-11-05 18:51:22):
Эпĕ хам Мускавра пурăнатăп пулсан та, Чăваш сайтне кĕрсех тăратăп. Çакăн пек конкурс йĕркеленĕшĕн чунтан савăнтăм. Маттур! Çамрăк çыравçăсен ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Вĕсенчен ытларах Веникова Мария сăвви кăмăла кайрĕ.Вăл Арланкасси ял историне тĕплĕн уçса парать
Николаева Алина (2009-11-05 20:28:17):
Сăвăри йĕркесенче автор Чăваш çĕрне,тăван ялне юратни,хисеплени,Елчĕк енче çуралса ӳснипе мухтанни куç кĕрет.Марийăна çитĕнӳсем сунатăп.Маттур!
Марина Михайлова (2009-11-05 20:44:23):
Хам çырма ăста мар та,Марийăна çакăн пек хитре сăвă хайлама пултарайнишĕн питĕ ăмсанатăп.
Михеева Снежана (2009-11-06 08:06:10):
Мана Марийăн сăвви питĕ килĕшрĕ.Вăл Арланкасси сăн-сăпатне уçса парать. Унăн илемлĕхне, пуянлăхне анлăн кăтартса парать.
Ефремова Алёна Ильинична (2009-11-06 13:41:46):
Мария пирĕн ял çинчен çакăн пек лайăх сăвă çырма пултарнăшăн эпĕ пĕр тĕлĕнтĕм те, пĕр мухтанатăп та. Малашне те çыр.
Николаева Регина (2009-11-06 16:09:43):
Автор сăввинче вăл хăй çуралнă енне епле юратни,унпа мăнаçланни палăрать.Мария питĕ маттур.
Микула (2009-11-06 20:36:07):
Автор хăй çуралса ӳсекен яла питĕ юратать иккен. Савнă ялне халалласа икĕ сăвă та çырнă, ку конкурса тăратнă ĕçпе ăна ăнăçу сунатăп. Çакăн пек конкурссем йĕркелени чăваш ачисене малалла аталанма пулăшать.
Николаев Артём (2009-11-06 21:19:59):
Елчĕксем яланах матур пулнă, ку конкурсра та палăрса тăраççĕ вĕсем . Хĕр пĕрчине ăнăçу сунатпăр, сăвви вара килĕшрĕ. Хăй пурăнакан вырăнпа мăнаçланма пултарни начар мар теесшĕн эпĕ.
Энтри (2009-11-06 21:35:21):
Хисеплĕ жюри членĕсем мĕнле шутлаççĕ пулĕ те, мана авторăн ĕçĕ килĕшрĕ. Сăвă чĕлхи ансат, 8-мĕш класс хĕрĕ малалла та çырас пултарулăхне аталантарса пырасса шанса тăрас килет. Шаннă йăвара кайăкĕ пултăр ĕнте.
Веников Александр (2009-11-06 21:45:29):
Маттур, йăмăкăм. ШЫра, тĕпче, вула, çыр, малалла та тăрăш. Ӳркенмесен ĕç пулатех.
Admin (2009-11-06 22:01:23):
Енчен те Марийăн сăвăсем татах та пур пулсан — кăмăлласах йышăнăпăр, çак сайтра вырнаçтарăпăр.
Мария Веникова (2009-11-06 22:58:53):
Николай Плотникова, конкурс йĕркелӳçисене çакăн пек конкурссем ирттернĕшĕн чĕререн тав тăватăп.
Лидюк (2009-11-06 23:20:32):
"Питĕ хитре пирĕн ял, таврара çук кун пек ял" тесе çырать автор. Килсе курас кăмăл çуралчĕ. Борис Борлен поэт çуралнă ялтах çуралнă иккен çамрăк çыравçă. Мĕнех, ăнăçу сунатăп сана, Мария.
Ольга (2009-11-06 23:26:37):
Марийăпа пĕр класрах вĕренетпĕр. Конкурсра хутшăнма тивĕçлĕ пулнăшăн саламлатăп. Сăвви лайăх, янăравлă вуланать, çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пулатăнах пулĕ тетĕп.
Лисук (2009-11-07 09:11:05):
Елчĕксем хăйсене хăйсем мухта пĕлеççĕ çав. Чăннипе те çаплах пуль, çак конкурсра та вĕсем питĕ хастар хутшăннă. Марийăн ĕçĕ вара мана килĕшрĕ, хăй пурăнакан вырăнĕпе мăнаçланма пултарать, ял историне те пĕлет.
Полина (2009-11-07 11:09:24):
Кун пек суйлава пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Пуринпе те мар, анчах та чылай ĕçпе паллашрăм. Чăваш çамрăкĕсем пирĕн маттур. Илемлĕ, уçăмлă çырнă ĕçсем сахал мар, хăш-пĕр ĕçсенче çитĕннисем те пулăшнă пулĕ теес килет, ытла та лайăх çырнă, веçех хăйсемех çырнă пуль тесе шанас килмест. Мана хама Веникова çырнă сăвă килĕшрĕ,мансăр пуçне те нумайăшне килĕшнĕ иккен. Çитĕнӳ сана сунатăп, манăн сасă та çĕнтерме пулăшасса шанатăп. Пурне те ăнăçу сунатăп.
Алевтина эп! (2009-11-08 19:39:10):
Питĕ аван сырна!!! Пуян тулли, тематика тĕлĕшĕнчен актуаллă та кăсăклă!!!! Тав! Анăçу!!!!!!!!!!!!
Августина Степанова (2009-11-10 15:21:11):
Мария сăвви мана килĕшрĕ.Вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне хитре çырса кăтартнă.
Олег Сапожников (2009-11-11 21:43:44):
Марийăн сăвви питĕ кăсăклă та интереслĕ. Маттур! Ăнăçу сунатăп.
Лена (2009-11-11 21:46:37):
Маттур!:)) Малалла та çакăн пек лайăх сăвăсем çыр.
Сарпи (2009-11-12 14:35:21):
Сăвă питĕ лайăх.Тата та çакăн пек сăвă çыр.
Надежда (2009-11-12 14:38:26):
Арланкасси чăннипех те илемлĕ ял. Маттур.
Илемпи (2009-11-12 15:39:50):
Хитре ял çинчен сăвă çырсан та юрать. Малалла та çыр.
Волкова лиза (2009-11-13 09:15:17):
Юратнă ялĕ çинчен питĕ илемлĕ çырса панă.
Эдик (2009-11-13 13:51:46):
Сăвă çырма пултаракансене мухтатăп эп.
Диана (2009-11-13 15:56:23):
Сăвăра автор хăй çуралса ӳснĕ ялĕн историне лайăх пĕлни курăнать.Ăна вăл тĕплĕн уçса пама пултарнă. Маттур Мария!!!! Ăнăçу сунатăп.
Людмила (2009-11-13 15:58:38):
Хамăрăн ял илемне Мария тĕплĕн уçса парать.
Степанова Нина (2009-11-13 16:00:33):
Сăвăн шухăшĕ питĕ чаплă. Ăнăçу сана.:)))))))))
Михайлова Лена (2009-11-13 16:06:35):
Марийăн сăвви лайăх. Хам та эпĕ çырма юрататăп. Эсĕ çĕнтерессе шансах тăратăп.
Роксана (2009-11-13 16:09:32):
Эп пурнатăп Чăвашра
Елчĕк енри тăрăхра.
Питĕ хитре пирĕн ял,
Таврара çук кун пек ял.
Савнă ялăм мăнаçлăн
Аякранах курăнать.
Кермен пекех çурчĕсем
Ял хăватне кăтартаç
Мана сăвăра питĕ вăйлă çак куплетсем килĕшрĕç.
Дима (2009-11-13 16:11:54):
Çамрăк çыравçăна ăнăçу сунатăп.
Васильева Маша (2009-11-13 16:12:54):
Кун пек ĕçе вуланă хыççăн хамăн та çырас килсе кайрĕ.Мария питĕ маттур.
Алюш (2009-11-13 16:14:21):
Чăваш ачисем те интернет-конкурссене хастар хутшăннăшăн эпĕ питĕ хавас. Ăнăçу сана, Мария.
Степанова Света (2009-11-13 16:17:12):
Мария сăввипе мана хавхалантарсах ячĕ.Автор хăй çуралнă ялĕпе мăнаçланни куç кĕрет.
Кумячева Марина (2009-11-13 16:21:53):
Автор чĕлхи яка,мана питĕ кăмăла кайрĕ.Хăй шухăшне илемлĕн калама пултарнă вăл.
Зайцева Елена (2009-11-13 16:25:13):
Паянхи кун ял историне пĕлни паха.Хăй пĕлни кăна мар,ыттисене те паллаштарма пултарни сăваплă.
Куракова Лена (2009-11-13 16:28:18):
Мария ялĕ çинчен тĕплĕ каласа панă.Маттур,мария!!!
Захарова Клава (2009-11-13 16:55:26):
Мария хăйĕн тăван кĕтесĕпе мухтанни,ăна юратни унăн сăввинче лайăх палăрать.Маттур!Хăвăн шухăшна илемлĕ çырма пултаратăн.
Даша (2009-11-15 19:34:27):
Маттур, Мария! Чаплă, тарăн шухăшлă сăвă.
Маруся (2009-11-17 16:19:29):
Мухтавлă та тарăн шухăшлă сăвă.
Галина Николаевна (2009-11-17 16:21:44):
Шкултанах сăвă çырма хăнăхни питĕ лайăх. Вула, çыр, хăраса ан тăр, Мария.
Петров Коля (2009-11-18 15:27:19):
Çуралса пурăнакан ялĕ çинчен ăшшăн çырать автор. Малашне те тĕрлĕ конкурссенче ăнăçу сунатăп сана, Мария.
Кирилл (2009-11-18 15:28:38):
Маттур, аппа. Пирĕн те сан пек çырма вĕренесчĕ.
Карлина Светлана (2009-11-18 15:31:47):
Çамрăк автора ăнăçу сунатăп.
"Ял-йышсем, тăвансем,
Пĕр-пĕрне пулăшса
Пурăнасчĕ çапла
Савăнса, ыр курса".
Тĕрĕс сăмахсем.
Вера (2009-11-18 22:12:05):
"Арланкасси, савнă ял,
Сан историйӳ пуян,
Халапусем пит нумай
Тĕпчеме пире хушаç", - тет автор. Тĕпче, çыр.
Светик (2009-11-18 22:40:21):
Марийăна çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пуласса шансах тăратăп.Лайăх сăвă. ансат вуланать.
Микулай (2009-11-18 23:19:19):
Ӳркенмесен çитĕнӳ пулать. Çыр, хутшăн.Ĕçӳ килĕшрĕ.
Маркова Алина (2009-11-18 23:22:32):
Пултаруллă хĕрача. Ăнăçу сана.
Marina_Alyunova (2009-11-20 15:04:45):
Мария ялĕ çинчен тĕплĕ каласа панă.Маттур,Мария!!!
Александр (2009-11-21 15:28:49):
Питĕ килĕшрĕ. Малалла та ăнăçусем пулччăр сана, Мария.
Вера (2009-11-21 19:50:14):
Чăннипех те маттур иккен елчĕксем. Мария тăван ялĕ пирки питĕ сăнарлă çырса кăтартнă, чĕлхи те илемлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн сăввине вулакансем чи нумай сасă панă.
Алевтина Садовникова (2009-11-22 19:32:11):
Мария,сан сăвви питĕ лайăх! Ăнăçу тата çитĕнӳ сунатăп!
Сергей Алюнов (2009-11-22 20:35:21):
Марийăн сăвви питĕ килĕшрĕ.Маттур!!!
Анжела (2009-11-23 17:33:42):
Маттур, Мария! Сăвă питĕ пуян.
Александр (2009-11-23 21:50:49):
Мария хăйĕн тăван ял историне пĕлни, ăна сăвăлласа çырни питĕ килĕшрĕ. Пирĕн те Марияран тĕслĕх илмелĕх пур. Хамăрăн тăван ялсен историне пĕлни пирĕн тавра-курăма кăна мар, культурăна та пысăк шая çĕклет.
Василиса (2009-12-02 16:22:35):
Маттур, Мария.Темăна лайăх уçса панă.