Эп пурнатăп Чăвашра
Елчĕк енри тăрăхра.
Питĕ хитре пирĕн ял,
Таврара çук кун пек ял.
Савнă ялăм мăнаçлăн
Аякранах курăнать.
Кермен пекех çурчĕсем
Ял хăватне кăтартаç.
Арланкасси, савнă ял,
Сан историйӳ пуян,
Халапусем пит нумай
Тĕпчеме пире хушаç.
Тахçан авал Кушкăсем
Килсе курнă тет кунта.
Килĕшнĕ-тĕр пулмалла,
Ял пуçланнă малалла.
Аталаннă, çурт хăпартнă,
Çĕр ĕçленĕ, выльăх пăхнă.
Йăха тăснă, йывăç лартнă,
Ватăсене хисеп тунă.
Ял халăхĕ аптрамасть,
Пуçа усмасть, парăнмасть,
Йăла-йĕркесе тытса
Пурнăçа пырать тăсса.
Кайăк юрлать кунĕпе
Хĕвел пăхать ăшшипе
Ача-пăча вăй вылять,
Çитĕннийĕ ĕç тăвать.
Ял-йышсем, тăвансем,
Пĕр-пĕрне пулăшса
Пурăнасчĕ çапла
Савăнса, ыр курса.
Халапĕ
1) Ялта çӳрекен халап тăрăх ял ячĕ «арлан» сăмахран пулса кайнă теççĕ. XVII ĕмĕрте кӳршĕ ялти Кушкă ялĕнчен куçса килсе ларнă çынсенчен пулса кайнă иккен.
2) Тахçан авал хальхи Арланкасси ялĕ урлă туй иртсе пынă пулнă. Ялĕ пысăк пулман, темиçе килĕ çеç пулнă тет. Ял варрине çитсен туй ураписем умĕн арлансем каçса кайнă тет. Туй çыннисенчен пĕри: «Ара, ку арлансен касси вĕт», — тенĕ пулать, çавăнтан вара пирĕн ял Арланкасси ятлă ял пулса тăнă тет.
Халап çăлкуçĕ:
1) «Яльчикский район. Краткая энциклопедия» кĕнекерен, Шупашкар кĕнеке издательстви, 2005 ç., 153 стр.
2) Кивĕ Арланкасси ялĕнче пурăнакан 70 çулхи Веникова Мария Владимировнăран 2009 çулта çырса илнĕ.