Иртни...
Пăшăлтатса ларакан
Ват çирĕксем айĕнче
Тĕрлĕ шухăш çуралать
Хутар çыннин асĕнче.
Çирĕксем шухăшлă чух
Çырма шывĕ кĕрлемест
Тахçанхи асаилӳ
Чунĕнче шăнăçаймасть.
Шур сухаллă ватă пек
Тем те пĕлен çирĕксем
Тĕрлĕ юмах-халапсем
Калама хатĕр вĕсем.
Тĕкĕр пек тăрă шывлă
Сарлать Илкушар кӳлли.
Пулă ĕрчет тем тĕрли,
Кайăк ишет пин тĕсли.
«Тĕпсĕр кӳлĕ» тенĕ тет
Тĕкĕр тĕслĕ çак кӳлле.
Ятарласа пуçтарăннă
Пĕлме ун тарăнăшне.
Чулпа вун ик тилхепе
Ярса пăхнă ун тĕпне.
Чулĕ тĕпне тупайман,
Тарăнăшне калайман.
Кӳллĕн вĕçсĕр тĕпĕнче
Ыр Киремет пурăннă.
Кашни чăваш ĕмĕтне
Шанчăкпа вăл тултарнă.
Хăйсен чăваш йăлипе
Киремете асăннă.
Тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхпе
Чӳклесе ырă тунă.
Анчах часах чăвашран
Ыр Киремет сивĕннĕ.
Кӳлĕ хĕрринчи чиркӳшĕн
Ĕмĕрлĕхех çилленнĕ.
Шăпăр-шăпăр куççульне
Çул тăршшĕпе юхтарса
Кайнă Тени кӳллине,
Хальхи Элĕк тăрăхне.
Курăкне те пуллине
Хăйĕнчен хăвармасăр
Пысăк шурă пĕлĕт пек
Шунă Тени еннелле.
Тĕпсĕр кӳлĕ вырĕнче
Халь те тăрă шыв тăрать.
Çын халь Илкушар тĕпне
Куçпа пăхсах палăртать.
Çапла ватă çирĕксем —
Пурăнăçри ăсчахсем,
Вĕçлерĕçĕ сăмахне,
Хăйсен юмах-халапне.
Пăшăлтатса ларакан
Ват çирĕксем айĕнче
Тĕрлĕ шухăш çуралать
Хутар çыннин асĕнче.
Халапĕ
Ял варринче питĕ тарăн Илкушар ятлă кӳлĕ пулнă. Унăн тарăнăшне пĕлме 12 тилхепене пĕр-пĕринпе çыхнă, вĕçĕнче йывăр чул пулнă. Анчах чул кӳлĕ тĕпне çитеймен.
Пĕррехинче çынсем ял çийĕн пысăк шурă пĕлĕт Элĕк районĕнчи Тени еннелле куçса кайнине курнă. Çакăн хыççăн кӳлĕ ăшăхланса юлнă.
Халап çăлкуçĕ: 2009 çулта Мидукова Дарья Петровна 80 çулти Мидукова Анна Степановнăран çырса илнĕ.
Admin (2009-11-19 21:55:58):
Халапĕ интереслĕ (вĕçсе кайнă кӳлĕсем чылай вырăнта пулнă иккен :)), сăвви лайăх.
инçет (2009-11-30 18:40:14):
Мана килĕшрĕ. Сăввине кăштах якатмалла пулнă паллах.