|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗ хулара пурӑнакансене, уйрӑмах водительсене, асӑрхаттарать: канмалли кунсенче Константин Иванов урамӗнчи ҫула, Бондарев урамӗнчен пуҫласа Свердлов урамӗ таран, хупӗҫ. Ҫул чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен 7:00 сехетрен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 10:00 сехетчен хупӑ пулӗ. Ҫав вырӑна ахальтен пӳлмеҫҫӗ: унта ӑшӑ сечӗсене куҫараҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта водительсене Свердов, Ҫеҫпӗл тата Бондарев урамӗсемпе ҫӳреме ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех водительсене тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма, хӑвӑртлӑха пӑхӑнма, сул-йӗр паллисене пӑхма, пӑкӑра тӑрас мар тесен маршрута маларах палӑртма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Галина Слесарева 100 ҫулхи юбилейне Республикӑри кардиодиспансерте кӗтсе илнӗ. Унччен маларах кинемейӗн инфаркт пулнӑ. Телее, тӑванӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗнсе ӗлкӗрнӗ, тухтӑрсем вӑхӑтра ҫитнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем операци кирлӗ маррине, эмелсемпе кӑна сиплемеллине палӑртнӑ. Пульницӑри спциалистсем унран, вӑл пурнӑҫа мӗнле юратнинчен тӗлӗнеҫҫӗ. Галина Никитичнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман: вӑл 6 ҫулта чухне ашшӗ вилнӗ. 14 ҫулта вӑл фабрика-завод курсӗсене пӗтернӗ те аслисемпе тан станок умне тӑрса фронт валли ӗҫленӗ. Харпӑр пурнӑҫ пирки шухӑшлама вӑхӑт та пулман. «Ҫывӑрса ӗлкӗресчӗ, ҫиессе вара мӗнле пулать», — аса илет кинемей. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Галина Никитична аякри ялта дояркӑра вӑй хунӑ, унта 50 ҫул ӗҫленӗ. Унтах пурӑннӑ темелле вӑл, киле сайра хутра килнӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗ хисеп хӑми ҫинчен кайман. Мӗн ватӑличчен вӑл уй-хирте тӑрӑшнӑ. Паянхи кун Галина Слесарева хӑйне хӑйех пӑхать, килте кӑштӑртаткаласа уткаласа ҫӳрет. Саламлатпӑр кинемее! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 21-28-мӗшӗсенче Республикӑри онкологи диспансерӗнче арҫынсем валли уҫӑ алӑксен кунӗсем ирттереҫҫӗ. Унта лекес тесен тухтӑртан направлени илмелле мар. Ҫумра паспорт, ОМС полисӗ тата СНИЛС кӑна пулмалла. Арҫынсен сывлӑхне тухтӑр-онколог тӗрӗслӗ. Кунсӑр пуҫне ПСА (простатспецифика антигенӗ) анализне пама май пулӗ. Анчах уҫӑ алӑксен кунне лекес тесен маларах 8 (8352) 62-02-88 номерпе шӑнкӑравласа е диспансерти регистратурӑна пырса ҫырӑнмалла. Сӑмах май, ПСА анализне маларах ҫырӑнмасӑр та чӳк уйӑхӗн 16-26-мӗшӗсенче 10:00-13:00 сехетсенче (шӑматкун 8:00-11:00 сехетсенче) диспансерта пама пулать. Адресӗ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 31-мӗш ҫурт, 308-мӗш пӳлӗм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() photoforum.ru сайтри сӑн «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра тунтикунран уяртӗ. Анчах унччен ҫумӑр вӑйлах ҫуса илӗ. Ыран, шӑматкун, кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ, каҫ енне кӑна чарӑнӗ. Пӗр кунра пӗр тӑвакал метр ҫӗр лаптӑкӗ ҫине й0 литр шыв ӳкӗ. Ҫитменнине, ирхине ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 15-17 градус хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, вӑл кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫеҫ лӑпланма пуҫлӗ. Каҫ енне термометр 7-9 градус таран ӑшӑ кӑтартӗ. Вырсарникун пӗлӗтлӗрех ҫанталӑк пулӗ, тунтикун вара уртӗ, хӗвел тухса савӑнтарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере типӗ ҫанталӑк пулӗ. Вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Ҫавӑнтанпа пирӗн паталла Арктика сывлӑшӗ килме пуҫлӗ, хӗл ытамне илсе кӗрӗ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен термометр 0-рен сахалрах кӑтартӗ, уйӑх вӗҫнелле вара ҫанталӑк 10-12 градус таран сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Паян ҫӗрле сирӗн Шупашкар хулинче таҫта каймалли пур тӑк ҫакна шута илӗр: кӗҫӗр Калинин кӗперне хупӗҫ – 23:00 сехетрен пуҫласа 5:00 сехетчен. Кун пирки Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтерет. Аса илтерер: чылай вӑхӑт ӗнтӗ кӗпер ҫинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Кӗҫӗр хупса ӑна ыран ирхине тӗппипех уҫма палӑртнӑ, ҫапла майпа ҫӗнелнӗ кӗпер урлӑ транспорт икӗ енӗпе те ҫӳреме пултарӗ. Кӗпере хупнӑ вӑхӑтра Чӑваш транспорт управленийӗн ӗҫченӗсем троллейбуссен контакт сечӗсене куҫарӗҫ. Ыран, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирхине вара кӗпер ҫинчи 4 полосана та транспорт валли уҫӗҫ. Кӗпере хупнӑ вӑхӑтра водительсен Ярославль, Сергий Радонежский тата Воробьев композиторсен урамӗсемпе кайма май пулӗ. Ҫапла майпа тинех Калинин кӗперне юсаса пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Чӑваш Республикинчи хӗрарӑм Укаринӑри организацисене укҫа куҫарса тӑнӑ тесе шухӑшласҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен вӑл Украинӑри организаторсен укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 400 пин тенкӗрен сахал мар. Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑм ҫак организацисем Раҫҫейре усӑ курма юраманнисен йышне кӗнине пӗлнӗ. Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑмӑн килӗнче ухтарнӑ, унран ыйтса тӗпченӗ, экспертизӑсем ирттерме палӑртнӑ. Халӗ ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Росздравнадзор ертӳҫине Алла Самойловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна ку наградӑпа Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн чыслама йышӑннӑ. Алла Самойлова 1967 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче__ вӗреннӗ, унтах аспирантура пӗтернӗ. 2012-2017 ҫулсенче ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн – ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пуканне йышӑннӑ. 2018 ҫултанпа Росздравнадзор ертӳҫин канашҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2020 ҫултанпа – ведомство ертӳҫинче. Алла Самойловӑна «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» кӑкӑр паллипе, «Ҫӗршыври сывлӑх сыхлавӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе, II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш халӑхӗн музыка культурипе халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче те паллашма пултараҫҫӗ! Чваш нациц музыка инструменчӗ тӑмра Мускав хулинче Раҫҫей наци музейӗнче вырӑн тупнӑ. Вӑл унта мӗнле майпа лекнӗ тетӗр-и? Ӑна чӑваш ӑсти Даниил Данилов ӑсталанӑ. Чӳк уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Мускав хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри наци музыка инструменчӗсен «Нумай сӑнлӑ Раҫҫей» форумӗ иртнӗ. Тӑмра музея шӑпах ун хыҫҫӑн лекнӗ те. Даниил Данилов тӑмрана алӑпа вӗҫҫӗн ӗлӗк-авал усӑ курнӑ йывӑҫсенчен ӑсталанӑ. Халӗ вара хӑйне евӗр интрументпа Мускаври музея килекенсем паллашма пултараҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен музыка культурине халалланӑ куравра паллаштарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() uszn-kamen.e-gov36.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫултан Чӑваш Республикинче пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи ӳсӗ. Йышӑнӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. 2027 ҫултан республикӑра пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи 6,8 процент ӳсӗ. Халӗ вӑл 16 477 тенкӗпе танлашать, ҫитес ҫултан вара 17 597 тенкӗ пулӗ: 1 120 тенкӗ хӑпарӗ. Социаллӑ демографи ушкӑнӗсене илес тӗк, пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи ӗҫлекен ҫынсемшӗн – 19 181 тенкӗ, тивӗҫлӗ канури ҫынсемшӗн – 15 133 тенкӗ, ачасемшӗн 17 069 тенкӗ пулӗ. Палӑртса хӑварар: пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен социаллӑ пособисен, ачаллӑ ҫемьесене уйӑхсерен паракан тӳлев мӗн чухлӗ пуласси тата пенси укҫи ҫумне мӗн чухлӗ хушса парасси килеҫҫӗ. ЧР Социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсемпе ҫыхӑннӑ соцпулӑшу мерисене республикӑри 153 пин ҫын илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службин специалисчӗсем Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗнче ҫухалнӑ ҫынна шыранӑ. Ҫӑлавҫӑсем шӑнкӑрав килнӗ хыҫҫӑн Канаш округӗнчи Атнаш ялне кайнӑ. Вӗсем кимӗпе Кӗҫӗн Ҫавал юханшывне тухнӑ. Ҫак кимӗ вӗсене кӑткӑс вырӑна та ҫитме май панӑ. Ҫӑлавҫӑсем эхолотпа та усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсене картплоттер маршрут йӗркелеме, кашни вырӑна пӑхса ҫаврӑнма пулӑшнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ ҫынна 4 сехет шыранӑ. Анчах, шел те, ӑна тупайман. Ҫапах служба лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ, ҫынна малалла шырӗ. Палӑртса хӑварар: Канаш округӗнчи Атнаш ялӗнче 65 ҫулти Валерий Семенов ҫухалнӑ, вӑл ӑҫта пулни чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
