Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр мотоцикл ҫинчен ӳксе юлнӑ. Вӑл водитель хыҫӗнче ларса пынӑ. Хӗр 15 сехетре ӳксе юлнӑ. Мотоциклист вара вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Хӗр патне тӳрех Росгварди ӗҫченӗсем, иртсе пыракан ҫынсем пулӑшма пынӑ. Мотоцикл водительне ҫывӑхри ҫурт картишӗнче тытса чарнӑ. Хӗре вара пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chwom.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер пирӗн республикӑра «Я – женщина» (чӑв. Эпӗ — хӗрарӑм) конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекен 614 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне темиҫе номинацире хакланӑ. «Общество интересӗшӗн» (Журналистика, патшалӑх тата муниципалитет служби) номинацире Шупашкарти Оксана Замятина Гран-прие тивӗҫнӗ, вӗрентӳпе ӑслӑлӑх енӗпе — Улатӑрти Юлия Давыдова, право хуралӗ тата ҫар служби енӗпе — Шупашкарти Инга Вазикова, ҫамрӑксен политики енӗпе — Шупашкарти Мария Васильева, культура енӗпе — Шупашкарти Светлана Григорьева, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе — Шупашкарти Оксана Рындина; промышленность, строительство, транспорт, суту-илӳ, йӑла-йӗрке, банк тытӑмӗ енӗпе — Шупашкарти Вера Степанова, предпринимательство енӗпе — Шупашкарти Елена Кривокижа, ял хуҫалӑхӗ тата ҫутҫанталӑк енӗпе — Тӑвай районӗнчи Надежда Фёдорова; килте ларакан хӗрарӑмсем, нумай ачаллӑ амӑшӗсем, пенсионерсем хушшинче — Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Димитриева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта финанс пӗлӗвӗпе паллаштаракан троллейбус ҫула тухнӑ. Вӑл 21-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Ӑна палласа илме йывӑр мар - ун ҫине "Финанссемпе туслаш" тата "Финанс пӗлӗвӗн нимеҫи пул" тесе ҫырнӑ. Салонра нимеҫӗсем пур. Вӗсем финас организацийӗсен консультанчӗсем тата ӗҫченӗсем. Вӗсем пассажирсене буклетсем валеҫеҫҫӗ. Кирлӗ пулсан канаш та параҫҫӗ. Палӑртмалла: Раҫҫейре кунашкалли ниҫта та ҫук. Сӑмах май, кӗҫех республика ҫӗнӗ троллейбуссем туянӗ. Вӗсенче финанс пӗлӗвӗ пирки информаци кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта "Звениговский" тулли мар яваплӑ обществӑн предприятийӗ уҫӑлнӑ. Унта 120 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Предприятире аш-какай тирпейлемелли, ҫурмафабрикатсем тумалли, кондитер тата ҫӑкӑр-булка пӗҫермелли цехсем пур. Хальлӗхе пӗр талӑкра 40 тонна продукци туса кӑлараҫҫӗ. Малашне ку виҫене 100 тонна таран ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, Республика кунӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ тӳлевсӗр концерт кӑтартӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ, апла пулсан унта ҫитсе курма васкамалла. Театр артисчӗсем уҫа балкон ҫинче концерт лартса парӗҫ. Куракансем балкон ҫинчи ҫемҫе пукансем ҫине ларса пӑхайӗҫ. Уяв концертӗнче халӑх юррисем янӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне «Шупашкар», «На краю земли», «Вӑйӑра» тата ытти юрӑ янӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/mchs_chuvashia каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» агрофирмӑра ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Пушар сӳнтерекенсем патне усал хыпара 22 сехет те 16 минутра ҫитернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тимӗр ангар ҫуннӑ. Вӑл кайӑк-кӗшӗк ӗрчетмелли цех пулнӑ, анчах хальхи вӑхӑтра унпа усӑ курман, вӑл пушах пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар 400 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме 10 техника тата 30 ҫӑлавҫа хутшӑннӑ. 23 сехет те 15 минутра пушара лӑплантарнӑ, уҫҫӑн ҫуннине 23 сехет те 48 минутра сӳнтерсе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунӗпе саламланӑ. «Тӑван Чӑваш Ен – наци йӑли-йӗркипе мӑн асаттемӗрсен ӑс-хакӑл еткерлӗхӗ типтерлӗн сыхланса упранакан, расна тӗне ӗненекен тӗрлӗ халӑх ҫыннисем туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ», — тенӗ Олег Николаев саламра. «Эпир пурте республикӑн хальхи пурнӑҫӗпе унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр, кашнин пултарулӑхнех туллин уҫса пама пулӑшакан лайӑх майсем йӗркелетпӗр, экономикӑпа промышленноҫ вӑй-хӑвачӗн, ял хуҫалӑхӗн ӳсӗмне тивӗҫтеретпӗр, социаллӑ сферӑна аталантаратпӑр. Пирӗн мухтанмаллисем пур, вӗсенче – кашнийӗн тӳпи – республикӑн хаклӑ ҫыннисем!» — тесе палӑртнӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, сӑвӑҫӗ, куҫаруҫи Юрий Григорьев (Айдаш) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа пуҫтарӑннӑ. Юрий Григорьевич шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Айдашпа «пӗр парта хушшинче ларнӑ Юлия Николаева, унӑн тӑван шӑллӗ Валерий Семенов, истори учителӗ Петр Золов, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекен Ольга Тимофеева, Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, литература тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем тата ыттисем тухса» калаҫнӑ. Юрий Айдаш Хусанти патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Тутарстанри Пӑва районӗнче учительте, унтан Чӑваш Енӗ телевиденипе радиовещани комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Юрий Айдаш литературӑна «Йӗплӗ роза» (1969), «Кӑнтӑр ҫутипе» (1974) повеҫсемпе кӗнӗ, каярахпа поэзире ытларах тимлеме тытӑннӑ. Ю. Айдаш А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, С. Есенинӑн, А. Твардовскин, тӗрлӗ халӑх поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ, литературӑра пуян еткерлӗх хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Мальвина Петрован иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Витӗр Ҫил» ят панӑ. Унччен Мальвина Петрова «Пӗччен Хӗвел» кӗнекене кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Витӗр ҫил» кӗнеке редакторӗ – Алина Майорова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Кӑларӑма тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Мальвина Петрова Ҫӗрпӳ районӗнче кун ҫути курнӑ, Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлева халалланӑ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ячӗ — «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель». Кӗнекери материалсене Ф.Н. Козлов тата Е.В. Касимов пухса хатӗрленӗ. Кӗнекен пӗрремӗш пайӗ «Патриарх чувашской культуры: вехи биографии» ятлӑ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗн пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарать. Иккӗмӗш пайне Чӗмпӗрти чӑваш шкулне халалланӑ. Унта 1868–1919 ҫулсенче 1379 ҫын вӗреннӗ. Вӗсен йышӗнче — паллӑ общество тата патшалӑх ӗҫченӗсем, ҫар ҫыннисем, вӗрентӳ, литература тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑсчахсем, чиркӳ ҫыннисем. РСФСР ҫутӗҫ комиссарӗ А.В. Луначарский ахальтен мар ӗнтӗ ҫав шкула «пӗтӗм чӑваш культурине чӗртсе тӑратакан ҫӑлкуҫ» тесе хакланӑ. Сӑмах май каласан, Иван Яковлев ҫутӗҫ енӗпе тӑрмашнипе кӗнекен виҫҫӗмӗш пайӗнче паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |