Тӗнчере
Дискриминаципе кӗрешмелли кунӑн логотипӗ. Ҫӑлкуҫ: Википеди Паян Пӗрлешӳллӗ нацисен организацийӗ йӗркеленӗ «Дискриминаципе кӗрешмелли куна» палӑртаҫҫӗ. Ӑна кашни ҫул пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерме 2014 ҫулта йышӑннӑ. «Дискриминаци вӑл — ҫын прависене пӑсни, ун пирки илтмӗш пулмалла мар. Пурин те хисеплӗ, пурнӑҫа тивӗҫлӗ шайра ирттерме май пулмалла», — тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче ПНО-н 8-мӗш тӗп секретарӗ Пан Ги Мун. ПНО-ра палӑртнӑ тӑрӑх тӗнчери халӑхӑн 70% вӑл е ку енчен хӑйсен правине пӑснипе тӗл пулать. Пурнӑҫра тӗн тӗлӗшӗпе ирӗклӗхе пӑсни, вӑл е ку наци тӗлӗшӗпе, арлӑх енӗпе, тата ытти тӗлӗшпе ҫын правине пӑсни час-часах тӗл пулать. Паянхи кун Раҫҫей Федерацийӗнче те ятарлӑ ҫар операцине ирттернӗ май ҫынсен правине ытларах та ытларах пӑсма пуҫларӗҫ. Чӑваш чӗлхипе усӑ курассине те ҫултан ҫул вӑйлӑрах та вӑйлӑрах хӗсеҫҫӗ — Чӑваш Республикинче патшалӑх чӗлхи шайӗнчи чӗлхипе усӑ курманни вӑл Раҫҫей Федерацийӗнче патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулманнипе сахал мар сӑлтавласа тӳрре тухаҫҫӗ. «Пурне те ӑнланмалла» пултӑр тесе те чӗлхене сахал мар хӗсеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирхи 4 сехетре Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче Мускавран Шупашкара килекен автобус аварие лекнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» машина автобусран иртсе кайма тӑнӑ та йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн грузовик автобуса пырса тӑрӑннӑ. Салонра 48 ҫын пулнӑ. 4 арҫын тата 1 хӗрарӑм аманнӑ. Вӗсене Лысковӑри пульницӑна илсе ҫитернӗ. Авари хыҫҫӑн ҫула май каякан водительсем пулӑшу сӗннӗ, пассжирсене лартса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
150 ҫул каялла, 1873 ҫулта, пичет машинкисене туса кӑларма тытӑннӑ. Ку ӗҫе Ремингтон хапрӑкӗнче пуҫланӑ. Унтанпа самай вӑхӑт иртрӗ пулин те, пичет машинкисемпе усӑ курасси пурнӑҫран тухса ӳкрӗ пулин те ҫак пичет хатӗрӗ хӑй вӑхӑчӗшӗн питӗ революциллӗ пулнӑ. Ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен паллашма сӗнетӗп.
Пичет машинкине шухӑшласа кӑларма общество тахҫантанпах ыйтнӑ темелле. 1714 ҫултах Англире тӗрлӗ текстсене пичетлеме пултаракан хатӗре туса кӑларма сӗнекен патша хушӑвӗ тухнӑ. Ҫав ҫулах ҫакӑн йышши машинкӑн пӗрремӗш патентне акӑлчансен патша майри Анна Генри Милл валли ҫирӗплетнӗ. Изобретатель машинкӑна мӗнле тӑвассине кӑна мар, саспаллисене хут ҫине йӗркепе пичетлемелли меслете те патентленӗ. Шел пулин те, ҫак изобретение мӗнле те пулин тӗплӗнрех уҫса паракан информаци сыхланса юлман. Пичетлекен машинкӑна чӑн та хатӗрлени е унпа усӑ курни ҫинчен нимӗн те сыхланса юлман. Тепӗр ӗмӗрте кӑна ҫынсем ҫӗнӗрен хӑвӑрт пичетлемелли меслет ҫинчен шухӑшла пуҫланӑ. 1808-мӗш ҫул тӗлнелле Пеллегрино Турри, вӑлах копилемелли хута шутласа кӑларнипе паллӑскер, хӑйӗн пичет машинкине хатӗрленӗ. |
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисткин Ирина Шоркинан концерчӗ иртнӗ. Ирина Шоркина Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Хӑй вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнчи Хурамалта ҫуралнӑ. Ӑна Андрей Малахов ертсе пыракан «Привет, Андрей» телекӑларӑма та пӗрре ҫеҫ мар чӗннӗччӗ. Чӑваш филармонийӗнчи концертра артистка Людмила Зыкина, Валентина Толкунова, Анны Герман тата Екатерина Шаврина репертупарӗнчи чылай романса юрланӑ. Сӑмахран, «Поговори со мною, мама», «Эй, ямщик, гони-ка к Яру!», «В лунном сиянии», «Ночь светла», «Я ехала домой», «Очаровательные глазки», «Горят закаты», «А он мне нравится» ятлисене. Чӑвашла юрӑсенчен вӑл «Уҫланкӑри палан», «Укӑлча умӗнче» тата «Тӑванӑм, тӑванӑм» ятлисене шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
24newnews.ru сайтри сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан ҫемье тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине Илина ят хунӑ. Ку ята Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Кунашкалли сайра тӗл пулать. Пӗлтӗр те, кӑҫал та унашкалли пулман. Илина "Елена" ятӑн пӗр варианчӗ. Грек чӗлхинчен куҫарсан "хӗвеллӗ", "хӗвел" тенине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Узбекистанри компани элчи Марсель Монро паха ҫӑнӑх тахҫантанпах шыранине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ҫӑнӑх авӑртакарсен съездӗнче вӗсем Чӑваш Енри продукци пирки пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫулталӑк вӗҫӗнче Узбекистана тутанса пӑхмалӑх чӑваш ҫӑнӑхне ӑсатнӑ. Лере пахалӑхне тӗрӗсленӗ те килӗшнӗ. Акӑ халь Узбекистана Чӑваш Енре пӗрремӗш парти ҫӑнӑх ӑсаннӑ. "Чӑвашҫӑкӑрпродукт" тата «MAQSUD AGROFIRMA» алӑ пуснӑ килӗшӳпе Чӑвашран 66 тонна шурӑ ҫӑнӑх янӑ. Аса илтерер: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче Таджикистана ҫӑнӑх ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Хӗрсем» каналти видеоран илнӗ скриншот «Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ паян хӗрсен пӗр кӑларӑмне итлерӗ. Унта вӗсем республикӑра ача-пӑча валли чӑвашла кӑларса тӑракан кӑларӑмсем ӳсекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туптама чӑвашла тухса тӑнӑ «Тантӑш» хаҫатран пуҫланӑ иккен. Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӳтсе явнӑ тепӗр тема — ҫамрӑксем чӑвашла пӗлменни мӗнпе ҫыхӑннин хуравне шырани. Хӗрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхерен вӑтанмалла мар, ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗлӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Алексей Островскин «Последняя жертва» пьеси (чӑвашла ӑна «Юлашки парӑм» тесе куҫарнӑ) тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫе чӑваш кураканӗ патне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫитерӗҫ. Пьесӑна ҫырма автор 1874 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех палӑртса хунӑ. Ятне вӑл виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Пьесӑна автор 1877 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫырма тытӑнса икӗ уйӑхран ӗҫе вӗҫленӗ. Вырӑс классикине чӑваш сцени ҫине Наталия Сергеева режиссёр кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Шурҫамка» спектакль кӑтартӗҫ. Унӑн премьери пуш уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗ. Кӗҫнерникун спектакль 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ, эрнекун — 18 сехет те 30 минутра. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра коллектив ҫӗнӗ спектакле хатӗрлесе пӗтерессипе ҫине тӑрать. Спектакле Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев лартать. Иртнӗ сезонта вӑл «Куккук куҫҫулӗ» спектакль хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
saratov.mk.ru сайтри сӑн Ыран сирена кӑшкӑрнине илтсен лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ку тӗрӗслев кӑна пулӗ. Ыран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре Чӑваш Енре пурӑнакансем сирена сассине илтӗҫ. Телекурав каналӗсемпе радиостанцисем те сасӑ сигналне парӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ халӑха лӑпкӑ пулма ыйтать. Сирена сассине илтсен мӗн тумалла-ха? Радио, телевизор ямалла, унта мӗн каланине итлемелле. Малалла мӗн тумалла? Мӗн каланине шута илмелле. Ҫак хыпара ыттисене те пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |