Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хуралтӑ таврашӗ, пӳрт тӑрри ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 238 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушарнӑйсем унпа пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ. Ҫулӑм вӑйлӑ алхаснине кура вӗсем тепӗр икӗ бригада чӗннӗ. Ҫавна кура пушар 1-БИС рангри пулнине палӑртнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ. Пӑтӑрмах Хусанкай урамӗнче пулса иртнӗ. Пӗчӗкскер тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Арҫын ача чӳрече янаххи ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӑл шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ та урама персе аннӑ. Шӑпӑрлан вилнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн вырӑна правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем пырса ҫитнӗ. Вӗсем тӗпчев ирттереҫҫӗ. Усал хыпар пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явакансенчен чылайӑшӗ чӳрече ҫине ятарлӑ ҫӑра вырнаҫтармалла, вӑл хаклӑ та мар тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пурӑнакансем пусма картлашкине такам вӑрлать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки вӗсем Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта хыпарланӑ. Хулан Восточнӑй поселокӗнче ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна тимӗр картлашкасенчен йӗркеленӗ. Хитре, пысӑк картлашкасенчен. Анчах пусма картлашкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалма тытӑннӑ. Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, пусма картлашкине малтан такамсем хускатаҫҫӗ, унтан пӗр виҫӗ кун иртсен ҫав тимӗр таҫта кайса ҫухалать. «Те тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ, те такам хӑйӗн дачине йӑтса каять», — пуҫ ватаҫҫӗ хула ҫыннисем. Тимӗр картлашка ҫук вырӑнпа анса ҫӳреме йывӑр, йӗпе-сапара ҫав вырӑн нӳрелсе каять те урана шуҫтарать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи хӗрарӑм утӑ тиенӗ урапа ҫинчен ӳкнӗ. Вӑл аяк пӗрчисене, ҫурӑм шӑммине тата ыттине хуҫнӑ. Хӗрарӑма малтан Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртес тесе темиҫе кун тӑрӑшнӑ. Кайран, тухтӑрсен консилиумне тата телемедицина консультацине ирттерсен, пациента санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитерме йышӑннӑ. Халӗ вӑл Республикӑри клиника пульницинче сипленет. Сӑмах май, санавиаци вертолечӗ ҫу уйӑхӗнченпе 19 пациент патне вӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере ҫумӑр ҫӑвасса кӗтмелле мар – пирӗн патра антициклон хуҫаланать. Кӑнтарласерен 25-27 градус ӑшӑ пулӗ. Хӑш-пӗр районта теромометр 30 градус та кӑтартӗ. Ҫӗрлесерен те ӑшӑ – 15-17 градус. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникун кӑна сивӗ фрончӗ аслатиллӗ ҫумӑр илсе килме пултарать. Кайран каллех шӑрах хуҫаланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.pinterest.com сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗлен сӑхнӑ 11 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ ачасем. Канаш районӗнче 52 ҫулти хӗрарӑм ҫырмана аннӑ та асӑрхамасӑр хура ҫӗлен ҫине пусса лартнӑ. Лешӗ ӑна чӗркуҫҫи тӗлӗнчен сӑхнӑ. Хӗрарӑм тӳрех васкавалӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Унӑн ури шыҫнӑ, анафилактика шокӗ пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу 19 минутран ҫитнӗ. Тепӗр сехетрен вӑл Канаш районӗн пульницинче пулнӑ. Кайран ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑмӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗлен йытта сӑхнӑ. Шел те, чӗрчуна ҫӑлса хӑварайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Чонгар Михайлович Шлепнев ячӗллӗ сквер тӑвасшӑн. «Энергозапчасть» чарӑну патӗнче сквер пур. Шӑпах ӑна унӑн ятне парасшӑн. Шлепнев «Энергозапчасть» савут пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чонгар Михайлович 2019 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул чирленӗ. Ҫӗре кӗнӗ чухне 86 ҫулта пулнӑ. Палӑртмалла: Чонгар Михайлович Мускавра 1932 ҫулта суралнӑ. «Энергозапчасть» савута 1987 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ. 2014 ҫулта тӗп директор тивӗҫне ывӑлӗ Юрий йышӑннӑ. Чонгар Михайлович директор пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() krarm.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче «Хоровая наставническая столица Чувашии» фестиваль-конкурс иртнӗ. Ӑна Филипп Лукин паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Элӗк, Ҫӗрпӳ, Канаш, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри тата Красноармейски тӑрӑхӗсенчи, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи халӑх хорӗсемпе вокал ансамблӗсем, Раисӑпа Николай Андреевсем, Тутарстанпа Мари Элти пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн мӑнукӗсем Марианна Левитова тата Филипп Патеев, «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи Иван Архипов тата ыттисем тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳсем Чӑваш Ен халӑхне тата республика хӑнисене Тихвин ярмӑрккине чӗнеҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пуҫланать. Ӑна 17 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ярмӑрккӑра ача-пӑча Акатуйӗ, юрӑ фестивалӗ, фейерверк, ташӑ каҫӗ пулӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти JUST BRASS ушкӑн тата "Звонница" ансамбль юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Тихвин ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Песни от всей души" кӑларӑмӑн видео скринӗ Чӑваш халӑх артистки Елена Иовлева паян тин кӑна "Россия 1" телеканалпа эфира тухнӑ "Песни от всей души" кӑларӑмра пулнӑ. Ӑна Андрей Малахов ертсе пырать. Вӑл "Финн полькине" чӑвашла куҫарнӑ, ӑна эфирта куракансен умӗнче юрланӑ. Ҫавӑн пекех Елена Иовлева ташласа та кӑтартнӑ. Вӑл куракансене хӑйӗн пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |