Ҫӗмӗрле округӗнчи 48 ҫулти арҫын Мускава кайса палламан ҫынна укҫа куҫарса панӑ, унтан Хусана кайса машинине сутса янӑ, укҫине каллех куҫарса панӑ. Унтан тин вӑл полицие кайнӑ.
Ултавҫӑсем стандартлӑ схемӑпа усӑ курнӑ: мессенджерта шӑнкӑравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчи укҫана террористсем патне куҫарнӑ имӗш. Унпа йӗрке хуралҫи калаҫать имӗш.
Арҫын кун пирки арӑмне каланӑ. Лешӗ ку ултавҫӑсем пулнине каланӑ. Анчах арҫын ӗненмен. Малтан вӑл хӑйсен тӑрӑхӗнче 2,5 млн кредит илнӗ. Унтан Мускава кайса укҫана палламан ҫынна тыттарнӑ. Мускавра вӑл тепӗр 1,3 млн кредит илсе палламан ҫынна панӑ.
Киле таврӑннӑ чухне ун патне каллех шӑнкӑравланӑ. Унӑн машини арестра имӗш. Арҫын Хусана кайса ӑна йӳнӗрехпе сутнӑ. Укҫине каллех куҫарса панӑ.
Иномаркк ҫухалнине арӑмӗ асӑрханӑ, ыйтма пуҫланӑ. Арҫын нумай вӑхӑт каласа паман, мӗншӗн тесен следстви пирки пӗлтерместӗп тесе сӑмах панӑ. Кайран арӑмне итлесе полицие кайнӑ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене пӗтӗмпе 5 млн та 480 пин тенкӗ куҫарса панӑ.