Персона
![]() porezk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа сӑвӑсен пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ку яваплӑха канӑҫсӑр чунлӑ хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑ, поэт, публицист, журналист Лидия Филиппова хӑй ҫине илнӗ. Вӑл, ентешӗ пекех хастар, ырӑ ӗҫе тӗплӗн, тепӗр чухне ҫеҫпӗлле хӗрӳлӗхпе пурнӑҫлаканскер, мухтавлӑ ентешӗн ятне-сумне асра тытассишӗн ҫине тӑрса талпӑнать. Асӑннӑ тӑрӑхри ениешлӗх хастарӗсем, ҫав шутра Лидия Филиппова та паллах, Канаш районӗнчи икӗ шкулта Ҫеҫпӗл парттисене те уҫнӑччӗ. ...Поэта халалланӑ сӑвӑ кӗнекине валли хайлавсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Вӗсене lrigel@rambler.ru электрон почтӑпа ӑсатмалла. Чи лайӑххисене суйласа илсе кӗнеке пичетлесе кӑларӗҫ. |
Культура
![]() «Эревет» ансамбль. Ансамблӗн халӑх тетелӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн XXXI фестивалӗ иртӗ. Унта Раҫҫейӗн 13 регионӗнчи 14 пултарулӑх коллективӗ, пурӗ 200-е ҫын, хутшӑнӗ. Фестивале Владимир, Иванов, Мускав, Чулхула, Омск, Свердлов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Краснодар крайӗнчи, Пушкӑрт Республикинчи, Марий Элти, Тутарстанри артистсем килсе ҫитӗҫ. Чӑваш Енрен фестивале 4 коллектив хутшӑнӗ: «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ, «Сувар» халӑх ташшин ансамблӗ, халӑх инструменчӗсен «Эревет» халӑх ансамблӗ, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» студентсен фольклор ансамблӗ. Фестивале ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 19 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Дмитрий Пулатов телеграм-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар сцени ҫинче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ юрлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех хула ҫыннисене "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале, "Виҫӗ хӗвел" этно-фестивале хутшӑнакан пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. Уяв ташӑ каҫӗпе тата фейерверкпа вӗҫленӗ. Сӑмах май, Химик кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара "Уматурман" килнӗ. Кам килессине ун чухне уявчченех вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Хальхинче те хӑш юрӑҫ килессине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре модульлӗ хӑна ҫурчӗсем (глэмпингсемпе кемпингсем) пулӗҫ. Вӗсене хӑпарса лартма ҫӗршывӗ хыснинчен 178 миллион ытларах тенкӗ укҫа килӗ. Хушӑва РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Дмитрий Краснов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — пирӗн тӑрӑхри заявкӑсен суммин 38 проценчӗ пулать. Хыснаран уйӑракан ҫав укҫа модульлӗ гостиницӑсене ҫӗклеме, туянма тата монтаж тума кайӗ. Пирӗн республика пурӗ 11 заявка тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи чӳк 16-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитет. Паллӑ чӑваш поэчӗпе, драматургӗпе, прозаикӗпе, патшалӑх тата общество ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ куна палӑртасси ҫинчен ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республика Элтеперӗ хушу кӑларнӑ. Паллӑ куна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те сумлӑн уявлама хатӗрленет. Унта 2024 ҫулхи кӗркунне «Ҫӗнӗ кун ывӑлӗ» спектакль кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Пьесӑна Марина Карягина Ҫамрӑксен театрӗ валли ятарласа ҫырнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче Ҫамрӑксен наци театрӗсен «ҪеҫпӗлФест» фестиваль иртӗ. Юбилей ҫулӗнче театрта ӑсталӑх лаҫҫисем, форумсем, ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна "Клуб йышши муниципалитет учрежденийӗсен строительстви тата модернизацийӗ" республикӑри ҫумпрограмма пулӑшнипе хута янӑ. "Халӗ ку тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пултарулӑхне аталантарма май пулӗ. Кунта условисем хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑраҫҫӗ, аппаратура лайӑх, зал хӑтлӑ. Вӑхӑта туслӑ, усӑллӑ ирттерме пулать", - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://vk.com/wall-142632677_76426 сӑнӳкерчӗкӗ Надежда Степанова ӑста хурӑн хуппинчен илемлӗ япаласем ӑсталать. Ӑна хӗрарӑм хурӑн хуппи пластики ят панӑ. Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑскер Хусанти химипе технологи институтӗнче кӑштах вӗреннӗ, унтан Чӑваш патшалӑх университетне куҫнӑ. Талпӑнуллӑ пике ҫав хушӑрах Мускаври Ӳнерӗн халӑх университетӗнчи станок живопиҫӗпе графика факультетӗнче вӗреннӗ. Химипе рисовани учителӗ чӗрӗк ӗмӗр ытла ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗсенче ачасене хурӑн хуппипе ӗҫлеме вӗрентнӗ. «Хурӑн — тӗлӗнмелле материал. Ку материал нӳрлӗхрен те, сивӗрен те хӑрамасть. Хурӑн хуппинчен тунӑ япаласем ҫирӗп, вӑраха пыраҫҫӗ тата илемлӗ», — каласа парать Надежда Ивановна. Хурӑн Хуппинчен вӑл чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ илемлӗ япаласем те ӑсталать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫал кӑрлач-ака уйахӗсенче Чӑваш Енре 3066 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 4 процент сахалрах: ун чухне 3193 ача кун ҫути курнӑ. Ҫапла пӗлтерет Росстат. Кӑҫал ҫак тапхӑрта 4897 ҫын вилнӗ. Ку, пӗлтӗрхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчипе танлаштарсан, 15,3 процент сахалрах. Ун чухне 5779 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Палӑртмалла: 2022 ҫулта республикӑра 10 пин ачаран сахалрах ҫуралнӑ. Кун пекки ҫӗнӗ ӗмӗрте пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем Шупашкар хулинче урам тӑрӑх вӗри шыв юхса выртать. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗрне систерекен пулнӑ. «Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 36-мӗш ҫуртри 4-мӗш тата 5-мӗш подъездсен тӗлӗнче вӗри шыв хӑҫанччен юхса выртӗ!?? Темиҫе уйӑх ӗнтӗ насус килсе пӗр ҫӑлти шыва теприне уҫласа куҫарать. Вӑл ҫук чухне вӗри шыв курӑк тата ҫул тӑрӑх юхса выртать. Уншӑн кам яваплӑ тата ҫав йӗркесӗрлӗх хӑҫан вӗҫленӗ?!!! Уншӑн явап тыттармалла. Вӗри шывшӑн ҫынсем укҫа тӳлесе тӑраҫҫӗ», — тӑрӑхса пӗлтернӗ хула ҫынни Телеграм-канала. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() t.me/nikamran канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре дояркӑсен тата выльӑх-чӗрлӗхе искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекенсен конкурсне ирттересси чылай ҫул каяллах йӑлана кӗнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене ҫапла майпа хавхалантарни, пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарни, малалла талпӑнма илӗртни питех те аван. Ӗнене машинӑпа сӑвакан операторсем (ӗнене алӑпа сума тахҫанах пӑрахнӑ ӗнтӗ) тупӑшӑва кӑҫал та пухӑнӗҫ. Конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Трак тӑрӑхӗнче, унти «Красное Сормово» хуҫалӑхра, иртӗ. Унта тӗрлӗ тӑрӑхри 21 оператор хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |