Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкар хулинче маршрутка ҫунма пуҫланӑ. Инкек Кадыков урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, Кадыковпа Бауман урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнтан инҫех мар, пулнӑ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, малтан микроавтобус хыпса илнӗ, унтан вут-ҫулӑм юнашарти «Нива» автомобиль ҫине куҫнӑ.

 

Республикӑра
loftecomarket.ru сӑнӳкерчӗкӗ
loftecomarket.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра Строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавӑн умӗн республика шайӗнче уяв ирттереҫҫӗ. Унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ строительсене — организацисене ертсе пыракансенчен пуҫласа палтниксене таранах — чыслаҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. «Отделфинстрой» специализациленнӗ застройщикӑн директорне Александр Черкунова Чӑваш Республикин Хисеп грамотине пама палӑртнӑ. 15 ҫын «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Шупашкарти 29-мӗш строительство управленийӗнчи Николай Рыбаков тата Шупашкарти 7-мӗш стройтрестри Сергей Скворцов платниксем.

 

Сывлӑх
Сергей Васильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Сергей Васильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Васкавлӑ межпулӑшу службинче ӗҫлекен ҫамрӑк фельдшерсем Шупашкарти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл эмел ӗҫнӗ те унӑн аллерги пуҫланнӑ. Арӑмӗ часрах тухтӑрсене чӗннӗ.

Сергей Васильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра васкавлӑ медпулӑшура нумай вӑхӑт ӗҫлемеҫҫӗ пулин те опыт пухма ӗлкӗрнӗ. Анафилактика шокӗпе вара пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ.

Арҫыннӑн пырӗ шыҫӑнса кайнӑ, ҫавӑнпа ӑна сывлама йывӑрланнӑ, чӗре таппи чакнӑ, чӗре ӗҫӗ пӑсӑлнӑ. Фельдшерпа медсестра арҫынна шокпа кӗрешмелли процедурӑсем тунӑ. Кӗҫех унӑн сывлӑхӗ йӗркеленнӗ те ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Республикӑра
Чӑваш Ен делегацийӗ - Чулхула облаҫӗнче. НОИЦ тунӑ сӑн
Чӑваш Ен делегацийӗ - Чулхула облаҫӗнче. НОИЦ тунӑ сӑн

Ҫитес ҫул Чӑваш Ен Правительстви пулӑшнипе республикӑра медиахолдинг тӑвасшӑн. Унта вун-вун массӑллӑ информаци хатӗрне кӗртме палӑртнӑ.

ЧР цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина каланӑ тӑрӑх, медиахолдинга районсенчи пур хаҫат та – пӗтӗмпе 26 – кӗрӗ. Министр хаҫатсене тӗнче тетелне ытларах кӑлармаллине палӑртнӑ.

Пӗлтӗр Чӑваш Ен делегацийӗ Тутарстана кайса унти «Татмедиа» медиахолдинг ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Унта районсенчи, хуласенчи тата республикӑри 98 хаҫат, 14 журнал, 17 телеканал, 10 радиоканал, 79 сайт кӗрет. Кӑҫал вара Чулхула облаҫӗнчи опытпа кайса паллашнӑ.

Министр шухӑшӗпе, медиахолдинг йӗркелесен федераци гранчӗсене ҫӗнсе илме ҫӑмӑлрах.

 

Республикӑра
1obl.ru сайтри сӑн
1obl.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Красноармейски салинче кӑнтӑр кунӗнчех 1-мӗш ушкӑнри сусӑра палламан хӗрарӑм тапӑннӑ. Ку Степанов урамӗнчи пӗр ҫурт подъездӗнче пулса иртнӗ.

Хайхи палламан хӗрарӑм сусӑрӑн ылтӑн сӑнчӑрӗпе хӗресне татса вӑрласа тарнӑ. Шӑв-шава илтсе инҫех мар ӗҫлекен хӗрарӑм чупса пынӑ. Мӗн пулса иртнине пӗлсен ҫав ҫын хыҫҫӑн чупнӑ, полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Йерке хуралҫисем ҫак хӗрарӑм вӑхӑтра пулӑшнипе палламан ҫынна часах тытса чарнӑ. Вӑл – 32 ҫулти хӗрарӑм, унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑскер. Хальхинче те унӑн явап тытма тивӗ.

 

Культура
culture.cap.ru портала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
culture.cap.ru портала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 55-мӗш концерт сезонне уҫӗ. Культура мероприятийӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ.

Куракансене ҫав кун «Симфо — фолк — музыка на все времена» (чӑв. Симфо — фолк — пур саманари музыка) программӑна чӗнеҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ музыка проекчӗ симфони музыкине тата чӑваш халӑх юррине, чӑваш фольклорне тата халӑх пултарулӑхне пӗрлештерӗ. Симфони музыки ҫӗнӗлле, этно стильпе, янӑрӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри шкулсене хамӑр ҫӗршыври офис программи ҫине куҫӗҫ.

«МойОфис Образование» преподавательсемпе шкул ачисемшӗн питӗ меллӗ, вӑл текстсем наборласа редакцилеме, электрон таблицӑсемпе презентацисем хатӗрлеме меллӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ продукт йышӗнче — XO_Fonts шрифтсен пуххи. Вӑл — ют ҫӗршыв шрифчӗсен метрика аналогӗ.

«МойОфис Образование» документсен кивӗ тата хальхи вӑхӑтри формачӗсене те ӑнланать, анлӑ сарӑлнӑ мӗнпур операци тытӑмӗпе ӗҫлет.

Вӗрентекенсем валли ҫӗнӗ офис программине ӑша хывма вебинарсем ирттерӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2022-2023 ҫулсенче тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне уявлама ЮНЕСКО шайӗнчех йышӑннӑ. Пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрта тата Чӑваш Енӗмӗрте те ку датӑна сума сӑвӗҫ. Асӑннӑ вунӑҫуллӑха ирттерме республика Правительствин ларӑвӗнче йӗркелӳ комитетне ҫирӗплетнӗ.

Мероприятисен планне шкул ачисен чӑваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиадине, «Тӑван чӗлхепе литературӑн уҫӑ урокӗ» регионсем хушшинчи фестивальне, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене, ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсне, чӑваш чӗлхин орфографи словарьне тата чӑваш чӗлхипе тата литературипе справка материалӗ пичетлесе кӑларассине тата ыттине те кӗртнӗ.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Стопкоронавирус.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра 126 ҫын инфекциленнӗ. Кун пек кӑтарту тахҫанах пулман.

Юрать-ха, иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 27 ҫынна пульницӑна сипленме вырттарнӑ. 83 ҫын вара сывалнӑ.

Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 83,1 пин ытла ҫын чирленӗ. Вӗсен 93,6 проценчӗ сывалнӑ – ку 77,9 пин ҫынпа танлашать. 4,7 пине яхан пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ.

Ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа вара Чӑваш Енре 5 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри полицейскисем пулӑсене сыхлакан инспекторсемпе пӗрле путма пуҫланӑ ҫынна ҫӑлнӑ.

Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех пулнӑ ку. Паттӑрлӑхӗ пирки вара паян тин тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Сергей Ежовпа Сергей Кондратьев Куйбышев шыв управӗнче катерпа патрульте пулнӑ. Унччен те пулмасть – вӗсем ҫыранран 10 метр аяккарах ҫын темле хӑлаҫланса ишнине асӑрханӑ. Хушӑран шыв айне те кайнӑ, аллине ҫӳлелле ҫӗкленӗ.

Инспекторсем часрах ун патне вӗҫтернӗ. Хайхискерсем путма пуҫланӑ ҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 539, 540, 541, 542, 543, 544, 545, 546, 547, 548, [549], 550, 551, 552, 553, 554, 555, 556, 557, 558, 559, ... 3655
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.