Кӗҫӗр республикӑра ҫил вӑйланнӑран темиҫе округри ялсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ: Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Красноармейски районӗсенче. Пӗтӗмпе 8,2 пин ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ку – ирхи 6 сехет тӗлне. Хальхи вӑхӑтра 6 бригада, 18 ҫын, 6 техника ӗҫлеҫҫӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каҫхине ҫил каллех вӑйланӗ. Тунтикун кӑна лӑпланӗ.