Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобусӑн ҫулне улӑштарнӑ. Ку ыйтӑва Шупашкар администрацийӗнче татса панӑ.

65-мӗш маршрутка Кабель тӑкӑрлӑкне кӗрсе тухӗ, анчах – уйрӑм расписанипе. Ку 32-мӗш тата 52-мӗш автобуссем Чантӑра тата Заовражнӑя кӗрсе тухнӑ евӗр пулӗ. Ҫапла майпа «ЖБК-9» общество чарӑнӑвӗнче ларакансемшӗн тата анакансемшӗн меллӗ пулӗ.

65-мӗш маршрут кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталтан ҫӗнӗ маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ, ун чухне ҫӗнӗ перевозчик тупӗҫ. Тӳре-шара 3-мӗш автобуса пачах хупма палӑртнӑ.

 

Хулара
Pxhere.com сайтри сӑн
Pxhere.com сайтри сӑн

Шупашкарта Президент пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ ачана хӑйне евӗр ят хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана Лусэ тесе ҫыртарнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 7-мешӗнче кун ҫути курнӑ, ятне вара ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ҫыртарнӑ.

Тӗнче тетелӗнче Лусэ ята шыраса тупма ҫук, вӑл мӗне пӗлтернине калама хӗн. Ҫапах Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне тивӗҫтернӗ, ята ҫыртарнӑ.

ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшне хӗрача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ, ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66365
 

Ҫутҫанталӑк

Авӑн уйӑхӗ ҫывхарать. Урамра хальлӗхе лайӑх ҫанталӑк хуҫаланать. Авӑн уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ-ши?

Ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче термометр 25-30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи шӑрӑх кунсем авӑн уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче пулӗҫ. Лайӑххи кунпа кӑна вӗҫленмӗ-ха. Иккӗмӗш декадӑра та пире «карчӑк ӑшши» кӗтет.

А вӑнӑн 19-мӗшӗнче самаях сивӗтме пултарӗ. Тен, юр та ӳккелӗ. Виҫҫӗмӗш декада сивӗ те ҫумӑрлӑ пуласса пӗлтереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, авӑн уйӑхӗн нормӑран ӑшӑрах пулмалла.

 

Культура

Нумай ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе наукине аталантарас енӗпе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май Писательсен пӗрлӗхӗн пайташне, поэт-чӗлхеҫӗне, ӑсчаха, филологи наукисен кандидатне Петр Яковлевич Яковлева (Петӗр Яккусене) Нестер Янкас ячӗллӗ культура, искусство тата литература пӗрлӗхӗн наградӑсем парас енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ (председателӗ — Чӑваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ В.М. Михайлов) «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медальпе чыслама йышӑннӑ. Саламлатпӑр!

 

Тӗн

Сӗнтӗрвӑрринчи епископ, Шупашкар епархийӗн викарийӗ (хӑйӗн епархийӗ ҫук, епархи епископне ертсе пыма пулӑшакан ҫынна ҫавӑн пек калаҫҫӗ) Игнатий Вологда митрополийӗсенчен пӗрне, Череповецрине, ертсе пыма тытӑнӗ. Ҫапла йышӑннӑ Вырӑс православи чиркӗвӗн Ҫветтуй синочӗ.

Асӑннӑ епархин унчченхи ертӳҫи – Флавиан епископ – сывлӑх хавшанине кура тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахма йышӑннӑ.

Игнатий (Сергей Васильевич Суранов) 41 ҫулта. Вӑл Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта манах пулса тӑнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 2017 ҫулта куҫӑнсӑр майпа – Чулхулари тӗн семинарийӗнчен.

 

Персона

Паян Петӗр Яккусен сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ 70 ҫул тултарать. Вӑл 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Кандидат диссертацине Ӗпхӳ хулинче хӳтӗленӗ, доцент ятне – Мускавра.

«Ҫынна тиркесе, айӑпласа вӑхӑта ирттерместӗп, элексемпе интересленместӗп. «Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ», – тенӗ Библире. Ҫавна шута илсе пурӑнатӑп», – тенӗ вӑл 2014 ҫулта «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналистне Елена Атамановӑпа калаҫнӑ чухне.

«...Мана ҫынпа та ҫӑмӑл мар та,

Пӗччен тата йывӑртарах.

Те юмахри пек пурӑнатӑп,

Те мӗскӗн эп ҫак ҫӗр ҫинче», – ҫырнӑ вӑл «Эп юмахри пек пурӑнатӑп...» сӑввинче. Е тата ҫак йӗркесем мӗне тӑраҫҫӗ:

«Эй, тем те куртӑм, тем те мантӑм –

Чӗре варне вырнаҫнӑ пуль:

Ҫав кил. Ҫав пӳрт. Ҫав пилӗк кантӑк.

Кӑштах саралнӑ шурӑ тюль.

Ҫунат сарма самант ҫитет те –

Инҫе ҫул-йӗр тухать ума.

Каймашкӑн йӳнӗ те билечӗ, –

Пит хаклӑ, хаклӑ таврӑнма...»

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче Чӑваш Енре «Асӑрханӑр – ачасем!» акци иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Профилактика мероприятине ҫак вӑхӑтра ҫулсеренех ирттереҫҫӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑсем шкулсем ҫывӑхӗнче правилӑна пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Ачасене турттарнӑ чух йӗркене пӑхӑнмаллине те аса илтерӗҫ.

Акцие йӗркелекенсем ашшӗ-амӑшне те ачасемпе тимлӗрех пулма, ывӑл-хӗрне ҫул-йӗр правилисемпе паллаштарма ыйтаҫҫӗ. Ачасене ҫул ҫинче асӑрханса ҫӳреме вӗрентмелле. Ҫи-пуҫ ҫинче аякранах курӑнакан хӑю пулмалла.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче тӑтӑшах хуравланине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Черетлӗ хуравсене паян каллех вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май вӑл ҫак кунсенче Мускавра пулнине пӗлтернӗ. Унта чӑваш продукцине анлӑрах та нумайрах сутасшӑн.

Олег Николаев патне пӗри хӑйӗн ачине шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентес килменни пирки ҫырнӑ.

Вӑл чӑваш чӗлхине вӗрентмӗҫ-ши тесе кӑсӑкланнӑ.

Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, тӑван чӗлхе предмет евӗр хӑш чӗлхене вӗренессине кашни хӑй суйлать. Кун пирки шкул директорӗ ячӗпе заявлени ҫырмалла.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Улатӑрти хут хапрӑкӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унӑн сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ӗнер 12 сехет те 50 минутра хапрӑкра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Пушар пӗр хутлӑ ҫуртра алхаснӑ, унта хатӗр продукци упраннӑ. Ҫулӑм складран 2-мӗш производство цехне куҫнӑ. Юрать, пушарнӑйсем ӑна сыхласа хӑварма пултарнӑ.

Пушара виҫӗ сехет сӳнтернӗ. Ку ӗҫе ултӑ техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм 1 пин тӑвтакал метр лаптӑка сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Хапрӑкри ӗҫченсем аманман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66352#comments
 

Персона
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ГИМС управленийӗн центрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Алексеев Балти тинӗсӗ хӗрринче каннӑ чухне 12 ҫулти ачана путасран ҫӑлнӑ. Вӑл Калининград облаҫне службӑра тӑракан ывӑлӗ патне отпуск вӑхӑтӗнче кайнӑ.

Вӗсем тинӗсе шыва кӗме кайнӑ, анчах шыв сивӗрех пулнӑран ҫыран хӗрринчех калаҫса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра такам пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ – ача путма пуҫланӑ иккен. Валерий Алексеев пулӑшма ыткӑннӑ. Вӑл ачана ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Ача шыва кӗнӗ чухне канма шутланӑ, ура ҫине тӑма хӑтланнӑ. Анчах ҫав вырӑнта тарӑн шӑтӑк пулнӑран ури ҫӗре перӗнмен. Хӑраса кайнӑ арҫын ача шыва чыхӑнма пуҫланӑ. Ӑна ҫыран хӗррине илсе тухсан медпулӑшу кирлӗ пулман.

 

Страницӑсем: 1 ... 1585, 1586, 1587, 1588, 1589, 1590, 1591, 1592, 1593, 1594, [1595], 1596, 1597, 1598, 1599, 1600, 1601, 1602, 1603, 1604, 1605, ... 4074
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2026 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 772 - 774 мм, -16 - -18 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 17

1902
124
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1967
59
Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2016
10
Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...