Хулара
![]() ЧР ШӖМӗн Шупашкарти уйрӑмӗн общество канашӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта водительсене парнесемпе савӑнтарнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем тата ЧР ШӖМӗн Шупашкарти уйрӑмӗн общество канашӗн элчисем акци ирттернӗ. Экипаж Мускав проспектӗнче тата «Октябрь: 50 ҫул» урамра пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫинче водительсене чарса уяв ячӗпе саламланӑ, хӗрарӑм полицейскисем сувенирсем парнеленӗ. Ку водительсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсем малашне те ҫул-йӗр правилисене пӑсмасса шантарнӑ. Парнеленӗ сувенирсем ҫул ҫинче яланах тимлӗ пулмалли пирки аса илтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() svoiludivkitae.ru сайтран илнӗ сӑн Кӑҫал Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсем Китай Халӑх Республикине, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 2,8 хут ытларах продукци ӑсатнӑ. Пӗр уйӑх ҫурӑра ҫак ют ҫӗршыва 1,1 миллион долларлӑх продукци илсе кайнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Китая, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, аграгри продукцине 48 процент ытларах /3999 миллион долларлӑх/ ӑсатнӑ. Эппин, Китайра сарӑлнӑ коронавирус Раҫҫейри экспорта витӗм кӳмен. Сӑмах май, «Юрма» агрохолдинг Китай Халӑх Республикине бройлерсен урине тата ытти продукцие ӑсатма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре «Пӑр кубокӗ» ӑмӑрту иртнӗ. Ипподрома ҫаврӑннӑ кӳлмеке Чӗмпӗртен тата Тутарстанран та пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 17 лашаран финала пиллӗккӗшӗ ҫеҫ тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма виҫӗ ӑмӑрту май панӑ. Пӗчӗк пӑр кубокне Марина Никольская ӑйӑрӗ тивӗҫнӗ. Вӑтам пӑр кубокне Петр Макаров тытса пыракан ӑйӑр ҫӗнсе илнӗ. Пысӑк пӑр кубока Владимир Пайдютов тивӗҫнӗ. Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвӗ пӑр ҫинче пуҫласа иртнӗ. Рысаксен урисене ятарлӑ шиппа таканланӑ.Каннӑ вӑхӑтра вӗсен урисене ӑшӑтнӑ. Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвне курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти кӳлмеке 3 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене сырникпа тата вӗри чейпе сӑйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ 38 179 тенкӗ те 60 пуса ларнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑвашстат. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑтам шалу виҫи 34 105 тенкӗ те 20 пуспа танлашнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче шалу чӳк уйӑхӗнчинчен 28,1 % пысӑкрах пулнӑ. Унчченхи ҫулхи раштав уйӑхӗнчинчен ку вӑл 9,6 % пысӑкрах. Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи вӑтам шалӑва та шутласа кӑларнӑ. Уйӑхсерен вӑтамран вӑл 29 630,1 тенке ларнӑ. 2018 ҫулхипе танлаштарсан 8,4 % пысӑкрах. 2018 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен шалӑвӗ 27 пин те 15 тенке ларнӑ. 2020 ҫулта вӑтам шалу 30 пин тенкӗрен иртӗ. Чӑваш Енрен пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ тепӗр 15 ҫултан 76 пин тенкӗрен пуҫласа 88 пин тенкӗ таран пулӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогноз планӗнче пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗркаҫ пирӗн республикӑра юр ҫурӗ-ха. Ҫапла ҫанталӑк кунпах иртсе каймӗ. Ытларикун юр 10 сантиметр хулӑнӑш тултарӗ. Ун чухне пирӗн тӑрӑха Юлия кӑнтӑр циклонӗ килсе кӗрӗ. Ӑшӑ тинӗс патӗнчен нӳрӗк нумай илсе килекенскер пирӗн патра юр самай тултарӗ. Синоптиксем кун пекки хӗл каҫипе те пулман тесе калаҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче вӑйлӑ юр кӗҫӗрех ҫума пуҫлӗ. Ыран ирпе ытти района та ҫитӗ. Кунӗпех юр ҫуса тӑрӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран Шупашкарта нӳрӗк 13 мм таран ӳкӗ. Ку вӑл ҫур уйӑх норми пулӗ. Юр самай ҫунине кура ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх пысӑк. Уйрӑмах — М7 федераци трасси ҫинче. Йӗпе юр ҫутӑ пӑралукӗсем ҫине ҫыпӑҫса ларма пултарӗ. Юнкун циклон Урал енне кайӗ. Чӑваш Ене кӑнтӑр енчен антициклон килӗ. Хӗвел те тухӗ. Анчах кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ, эрнекун — ҫумӑр. Сывлӑш температури 2-7 градус ӑшӑ пулӗ, Шупашкарта — 5 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ Муркашри «Ҫӗнтерӳ» парка тата тӗп лапама ҫӗнетесшӗн. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Муркашри парка тӳре-шара 8 миллион тенкӗпе ҫӗнетме хатӗр. Ӑна кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Паркра канмашкӑн хальлӗхе хӑтлӑ условисем ҫук. Тротуарсем арканнӑ, пандуссем ҫук, унта чечексем те ешермеҫҫӗ. «Салтак» палӑкӑн никӗсӗ те юхӑнма пуҫланӑ. Ачасем валли вылямалли вырӑн ҫук – кӳлленчӗксем ҫеҫ. Ҫӗнелнӗ паркра вара сукмаксем, тӗмсем, чечек клумбисем пулмалла. Ларса канма сак-дивансем вырнаҫтарӗҫ, «Икӗ мӑшӑр» ятлӑ 4 беседка пулӗ. Палӑк никӗсне те ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын чутах ултавҫӑсен серепине ҫакланман. Ун патне «банкран» шӑнкӑравланӑ та преступниксем ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Арҫын ҫав ҫынна ӗненнӗ, лешӗ каласа пынипе кредит ҫыртарнӑ. Пӗтӗмпе – 749 пин тенкӗ. Кайран ҫав ҫын укҫана илсе вӑл кӑтартнӑ карточка номерӗ ҫине куҫарма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗн арҫынни иккӗленсе кайнӑ та банка кайса канашланӑ. Унта ӑна ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлантарнӑ, кредита хупма пулӑшнӑ. Банк ӗҫченӗсем ӑна кун пирки полицие пӗлтерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() zavtra.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чирлӗ упӑшкине сыватас тесе укҫи-тенкине хӗрхенмен. Анчах, шел те, нухрата вӑл ҫын хуйхи ҫинче пуйма именмен ултавҫӑсене панӑ. 58 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки усал шыҫӑпа чирленӗ. Онкологи диспансерне ҫӳрекен пӗр хӗрарӑм хайхискере «сиплевҫӗ» адресне панӑ. Ку вара чирлӗ упӑшкине сывалма пулӑшас тесе ун патне Мускава сеанса кайнӑ. Лешӗ чирлӗ ҫын валли «эмелсем» парса янӑ, упӑшки сываласса шантарнӑ. «Сиплев» 900 пин тенке кайса ларнӑ. Хӗрарӑм укҫа-тенке кредит илнӗ. Анчах нимӗнле «сиплевҫӗ» те упӑшкине пулӑшайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫар пурнӑҫ шкул пулнине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Олег Николаев ҫырнӑ тӑрӑх, ҫар ӑна пурнӑҫра хӑйне хӑй аллинче тытма, ҫав шутра экстремаллӑ лару-тӑрура ыйтусене виҫеллӗ татса пама вӗрентнӗ. Хӗсметре Олег Николаев 1989—1991 ҫулсенче пулнӑ. Ҫур ҫул унта вӑл вӗренӳре пулнӑ, ҫарти пӗрремӗш звани — кӗҫӗн сержант. Кайран Олег Николаев аслӑ сержант, взвод командирӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Радиомеханик пулнӑ. Ҫарти сӑнӳкерчӗксене Олег Николаев упранине, ҫарта пӗрле пулнисемпе ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин кунӗпе те саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Яндекс. Карт сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗ хулара общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ҫӗнӗ павильонсем вырнаҫтарасшӑн. Ҫавна май патшалӑх закупкисен сайтӗнче лот уҫнӑ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 8 999 991 тенкӗ. Хула администрацийӗ алюмини профилӗнчен хатӗрленӗ, 6-8 милимметр хулӑнӑш кантӑклӑ павильонсем вырнаҫтарасшӑн. Унта йывӑҫ сак лартмалӑх вырӑн та пулмалла. Саксем ан нӳрелччӗр тесе ятарлӑ сӑрӑпа сӑрламалла. Аукцион нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Подрядчике суйласан, килӗшӳ алӑ пуссан павильонсене 25 кунра вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |