Культура
![]() Чӑваш Енри паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату вӗҫӗмех шкулсене, вулавӑшсене, ача пахчисене тухса ҫӳрет. Паян вӑл Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансемпе курнӑҫнӑ. Сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе тӗл пулни ӑна яланах хаваслантарать. Альбина Юрату хӑйӗн сӑввисене вуланӑ. Ачасемпе тӗл пулма ача пахчин воспитательници Татьяна Тихонова чӗннӗ. Асра юлмалли тӗл пулушӑн сӑвӑҫ ӑна тав тунӑ, пур енлӗн ӑнӑҫу суннӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камāри 34-мӗш гимнази-интерната кайнӑ. Кун пирки Елена Нарпи Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. «Урӑхла чӑваш гимназийӗ. Тутарстан варринчи чӑваш утравӗ. Кунта ачисем те «Аван-и?» тесе сывлӑх сунаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи. Г.А. Ляхова директор Чӑваш Енри хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илнӗ, хӑтлӑ пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Ачасем музейри экспонатсемпе паллаштарнӑ. Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Тутарстанри мероприяти малалла тãсӑлнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. «чӑваш утравне» |
Хулара
![]() xn--d1aiaaajfxetma1hvb.xn--p1ai сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти икӗ хӗре спайс сутнӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем ӑна пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫак хӗрсем Шупашкар хӗрринче 10 пӗчӗк хутаҫа тултарнӑ спайс илнӗ. Пӗтӗмпе – 6 грамм. Наркотике унта вӗсен сообщникӗсем хунӑ. Вӗсемпе хӗрсем электронлӑ майпа ҫырӑннӑ. Шкул ачисене ҫав кунах полицейскисем тытса чарнӑ. Пакунлисем спайса туртса илнӗ. Хӗрсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yandex.ru сайтри сӑн Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паянтан унта карантин пулнине палӑртакан хушӑва алӑ пуснӑ. Карантин юлашки чирленӗ чӗрчун сывалсан 2 уйӑхран вӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта Кармалта йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, чӗрчунсене зоопарка илсе каймашкӑн тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма, кушаксемпе йытӑсене ял территорийӗнчен илсе тухма юрамасть. Кармал ялӗнче мӗне пула урнӑ чир тупса палӑртнине хальлӗхе тӗнче тетелӗнче пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх фрончӗ тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем уя тислӗк пырса тӑкнӑшӑн полицие ҫӑхавланӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗсленӗ те ҫакна палӑртнӑ: 65 ытла гектара Муркаш районӗн ҫынни 49 ҫуллӑха тара илнӗ, унта «Юрма» агрохолдинг тислӗк пырса тӑкнӑ. Тара илекен арҫын административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май Россельхознадзорӑн специалисчӗсем ҫӗр лаптӑкне тӗрӗслӗҫ. Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Шорчекасси, Шемшер ялӗсенче пурӑнакансем те тислӗк шӑрши кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Кӗҫнерникун, 14 сехет хыҫҫӑн, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ пуҫтарӑнӗ. Лару уҫӑ мелпе иртӗ, унта кирек кам та пыма пултарать. Пӑхса тухмалли ыйтусем хушшинче: 1) Каллех Хаяр Йӑван кӳлепи тавра; 2) Пушкӑртстанри Слакпуҫ ҫыннисен экологи ҫырӑвӗ; 3) Конституцие улшӑнусем кӗртесси ҫинчен; 4) Халӑх шутлавӗ (перепиҫ) пире мӗн кӑтартӗ 5) тата ытти ыйтусем. Ваттисен канашӗ пурне те курма хавас пулӗ! |
Хулара
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑн Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 100-мӗш троллейбус расписанине каллех улӑштарнӑ. Рейссен шутне те улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пар керменӗ патӗнчен 6:28, 6:43, 6:58, 7:13, 09:03, 09:23, 09:43, 10:0315:07, 15:34, 15:59, 16:22, 17:48, 18:12, 18:37 тата 19:04сехетсенче тапранса кайӗ. Шупашкарта «Университет» чарӑнуран троллейбус 7:45, 8:05, 8:28, 8:45, 13:55, 14:20, 14:45, 15:08, 16:24, 16:46, 17:15 тата 17:45 сехетсенче хускалӗ. Пассажирсем транспорт ӑҫта ҫитнине йӗрлеме пултарччӑр тесе маршрута интерактивлӑ карта ҫине кӗртнӗ. «Умный транспорт» (чӑв. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 100-мӗш троллейбус курӑнмасть тӗк ӑна ҫӗнӗрен лартма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() hantimansiysk.bezformata.com сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Олег Ладыков тӗлӗшпе суд пулнӑ. Муркаш районӗн сучӗ ӑна 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха колоние ӑсатма, 600 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Анчах Олег Ладыковӑн хӳтӗлевҫи приговорпа килӗшмен, вӗсем ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Хальлӗхе суд ларӑвӗ хӑҫан пуласси паллӑ мар. Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 20 ҫулти Олег Ладыков айӑпӗпе пула 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче авари пулнӑ, УАЗри ҫын суранланнӑ. Сити-менеджерӑн ывӑлӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Кунсӑр пуҫне ӑна унччен полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Айӑплав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑхӑнманшӑн колоние ямалли срокпа улӑштарнӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе Олег Ладыкова 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта ача пахчи уҫӑлнӑ. Унӑн пӗлтӗрех уҫӑлмалла пулнӑ-ха, анчах вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫӗнӗ ача пахчинче ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулса курнӑ. «Лучик» ятлӑ ача пахчине 250 шӑпӑрлан ҫӳреме пултарӗ. Унта 14 ушкӑн пулӗ, ҫав шутра – ясли те. Ҫӗнӗ ҫурт хӑтлӑ та хитре: легостуди, музыка тата гимнастика залӗсем, психолог, логопед пӳлӗмӗсем, бассейн пур. Пӗтӗмӗшле илсен, ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма хатӗр, лицензи кӑна ҫук. Ӑна пӗр уйӑхран илӗҫ. Каласа хӑварар: кӑҫал «Солнечный» микрорайонта тепӗр ача пахчи тума палӑртнӑ, унта 110 ача валли вырӑн пулмалла. 2020 ҫулта Шупашкарта 6 ача пахчи хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев профсоюз пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта вӑл пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен ӗҫ укҫи 30 процент ӳсессине пӗлтернӗ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх инкеклӗ лару-тӑру комитетӗнче тата РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче тӑрӑшакансен ӗҫӗ пӗр пекрех, анчах шалӑвӗ самаях уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсен ӗҫ укҫине республика хыснинчи нухратпа ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӑлавӑҫемпе пушарнӑйсен шалӑвне 5 пин тенкӗ хӑпартасшӑн. Хыснана тӳрлетӳсем кӗртнине ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |