Персона
![]() Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «В.П. Станьял: учёный, педагог, поэт и общественный деятель» (чӑв. В.П. Станьял: ӑсчах, педагог, поэт тата общество ӗҫченӗ) пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Аса илтерер: В. Станьял кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сакӑр теҫетке ҫул тултарчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ. Унпа паллаштаракан кӗнеке те пичетленнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Вулавӑшра иртекен пултарулӑх каҫне ӑсчахсем, халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, литераторсем, учительсем, общество ӗҫченӗсем, юбилярӑн вӗренекенӗсем пухӑнӗҫ. Унта Виталий Станьялӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе туллин паллаштарӗҫ. Мероприяти кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче 14 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, Василий Димитриев паллӑ чӑваш ӑсчахӗ ҫурални ҫинчен Фейсбукра Л. Пэленич аса илтернӗ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор 1924 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Василий Димитриева Л. Пэленич «ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашсен пурнӑҫ чӑнлӑхне тупма тӑрӑшса Еврази талккӑшпех палӑрнӑ» тесе хакланӑ. «Вунӑ ҫултах тӑлӑха юлнӑ ял ачи, шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсем патӗнче завод лартма ӗмӗтленнӗскер, ҫити-ҫитми пурнӑҫа чӑтса ирттерсе, вӑрҫӑ нушине тӳссе, темиҫе хутчен вӑйлах аманса хӑрушӑ вилӗмрен ҫӑлӑнса юлса, ирсӗр тӑшмана ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн, хамӑрӑн авалхи историне ывҫӑн-ывҫӑн пуҫтарса, ӑс-хакӑл ҫӗклемне куллен пуянлатса пырса, юлашки шевли ӳкичченех ҫине тӑрса ӗҫлесе пырса (вӑл пӗр минут та ахаль ларманнине пурте лайӑх пӗлетпӗр – унӑн ҫӗршер томлӑ ал ҫырӑвӗсем ӑслӑх архивӗнче упранаҫҫӗ!), чӑннипех чӑвашсемшӗн пуян историк-эткерҫӗ пулса тӑнӑ. Юлашки ҫулӗсенче «хӑй ҫитӗнтернӗ института» (1980-мӗш ҫулта вӑл мана чӗлхемӗр пайне ӗҫе илнӗччӗ!) тӑтӑшах пырса ҫӳретчӗ. Аса илӗвӗсем, ырӑ канашӗсем, сӑнӗвӗсем – пӗр вӗҫӗмсӗрччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() https://cheboksary.cian.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки ултӑ ҫулта Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттер хакӗ палӑрмаллах ӳснине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫынсем хваттер тара илсе пурӑнасси те анлӑ сарӑлнӑ. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тара илекенсем йышӗ юлашки вӑхӑтра йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах тара илме те йӳнӗ мар. Иртнӗ ҫул аренда хакӗ Раҫҫейре вӑтамран 5-7%, ҫав шутра пӗр пӳлӗмлисем 6,7% ӳснӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсене тара илме 70 хуларан 65-шӗнче хакланнӑ. Новокузнецк, Череповец, Аҫтӑрхан, Воронеж, Ярославль, Шупашкар, Якутск, Ӗрӗнпур, Омск тата Махачкала хулисенче хаксем уйрӑмах хӑпарнӑ. Сарту, Сочи, Пенза, Симферополь тата Липецк хулисенче кӑштах йӳнелнӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илме уйӑхсерен вӑтамран 12,6 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() http://wildnaturephoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тискер чӗрчунсемпе кайӑксене шутлӗҫ. Хӗллехи учет нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсемпе кайӑк-кӗшӗке яланах шута илни сунар ӗҫне йӗркелеме: квота палӑртма тата ӑҫта миҫе чӗрчунпа кайӑк тытассин виҫине палӑртма — кирлӗ. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑрӑхра мӗнле тискер чӗрчунсемпе кайӑксем пурӑннине пӗлме май килӗ. Ҫак тапхӑрта специалистсем пӑши, хир качаки, хир сысни, ҫӳлевӗҫ, кашкӑр, тилӗ, сӑсар, пӑсара, юс, пакша, шурӑ мулкач, карсак, пӑчӑр, ӑсан, карӑк, сӑрӑ хир чӑххи йышне шутлӗҫ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсемпе кайӑксене ытти ҫул та шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Стратегия России» журналта чӑваш чӗлхи пирки анлӑ статья пичетленнӗ. «Единство во имя России» (чӑв. Раҫҫей ячӗпе пӗрлешни) фонд кӑларса тӑракан журналти статья авторӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов. «Чувашский язык сегодня» материалта Александр Кузнецов ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхи хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар вӑхӑт тӳссе ирттеререт. Ку вӑл, Раҫҫейӗн нумай регионӗнче вырнаҫнӑ вырӑс мар мӗнпур халӑхах пырса тивет пулӗ». Компьютер саманинче чӑвашла терминсемпе сахал усӑ курнине те палӑртнӑ. «Компьютера включать ту», «Домашни страницӑна уҫ», «Последни документы ҫине пус», «Личнӑй даннӑйне удалить ту» тата ытти ҫавӑн йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнине те асӑнса хӑварнӑ. Чӑваш чӗлхине сарас тӗлӗшпе вӗренӳ тата ӳнер сумлӑ витӗм кӳме пултарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан 80 ытла ача травматологсенчен кунсерен пулӑшу ыйтать. Хӗллехи вӑхӑтра вӗсенчен хӑшӗсем ярӑннӑ чух суранланаҫҫӗ. Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 1-9-мӗшӗсенче травмпункта 342 пациента илсе пынӑ, ҫав шутран 9-шӗ тӑвайккинчен ярӑнса аннӑ чух суранланнӑ. Асӑннӑ пульницӑн травматологипе ортопеди уйрӑмне 29 ачана сипленме вырттарнӑ. Вӗсенчен 11-шӗ «икерчӗ» текен хатӗрпе ярӑннӑ чух суранланнӑ. 2019 ҫулта Республикӑн ача-пӑча клиника пульницин травматологи уйрӑмне 1907 ачана вырттарнӑ. Травматологсенчен кунсерен 80 ытла ача пулӑшу ыйтать, вӗсенчен 7-шӗ пульницӑра выртса сипленмеллех аманать. Ярӑннӑ чухне асӑрханмаллине аса илтереҫҫӗ тухтӑрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() inform-progulka.by сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ. Кун пирки эпир РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр. Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе – 5 эпизодшӑн, 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе тата 292 статьян 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче вӑл ҫул-йӗ правилине пӑснӑ пилӗк ҫынна каҫарнӑ. Административлӑ майпа явап тыттарма май пур ҫинчех яваплӑхран хӑтарнӑ. 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Вӑрнар-Упи-Красноармейски» ҫул ҫинче груз турттаракан машинӑна чарнӑ. Лешӗн ятарлӑ хутсем пулман. Явап тытас мар тесе вӑл ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне апат-ҫимӗҫ хутаҫне тыттарнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл пӗр паллаканне ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекмесӗрех хутсем хатӗрлесе панӑ та лешӗ КАСКО тӳлевне тивӗҫнӗ. Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kroosp.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӗрмене лекмӗп, хутаҫ ҫакса утмӑп тесе калама хушман. Пурнӑҫӑн хӳри пӑрӑнӑҫ та хӑш вӑхӑтра мӗн пулассине никам та пӗлеймӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑннӑ, ҫичӗ теҫетке ҫула ҫывхаракан хӗрарӑм ватлӑхра суд тенкелӗ ҫине ларасса шутламанах-тӑр. Кӑҫалхи Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ун патӗнче кӳрши, 58 ҫулти арҫын, пулнӑ. 67-ри хӗрарӑмпа иккӗшӗ тем пайлайман-ҫке. Хӗрӗнкӗ (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче ҫапла пӗлтернӗ) хӗрарӑм арҫынна кӑкӑр тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ этем кӑштахран вырӑнтах вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче ӑна хупнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра специалистсем медицина, медицинӑпа криминалистика, биологи тата психиатри тӗпчевӗсем ирттерӗҫ. Тӗпчев халӗ малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленет. Халӗ ун валли ҫынсен сӗнӗвне йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку документа хатӗрлес ӗҫе ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевлӗ сӗнӳ-канаша республикӑн Правительство ҫуртне ӑсатмалла. Сӗнӳсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт; e-mail: analit2@cap.ru. Ҫырура «Для подготовки Послания» (чӑв. Ҫыру хатӗрлеме) тесе кӑтартмалла. Аса илтерер: Элтепер Ҫырӑвӗнче Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() bashinform.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри пур регионта та «Ялти вӗрентекен» программа вӑя кӗнӗ. Малашне яла ӗҫлеме каякан учительсене 1 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Ҫак шута хула евӗр ялсем те (пурӑнакансен йышӗ 50 пинрен сахалрах тӑк) кӗреҫҫӗ. Ку программӑпа 55 ҫула ҫимтен вӗрентекенсем усӑ курма пултарӗҫ. Ялта ӗҫлеме кӑмӑл тунисен шкула заявка памалла, конкурс суйлавӗ валли документсене тӑратмалла. Заявкӑсене, паянтан, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |