Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑмран 217 пин тенкӗ «сӑптӑрнӑ». Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм 300 пин тенкӗ кредит илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, онла йн-мелпе заявка панӑ. Хӗрарӑм кредит илес тесе пӗлетерӳре кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Лешсем страхлав взносӗ тумалла тесе тата темӗн те пӗр суйса хӗрарӑма 217 пин тенкӗ куҫарттарнӑ. Ҫав укҫан пӗр пайне хӗрарӑм ҫынран кивҫен илсех куҫарса панӑ. Хайхискер хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ru.wikipedia.org сайтри сӑн Ҫак кунсенче «Что? Где? Когда?» телекӑларӑмӑн финалӗ иртнӗ. «Телекуравҫӑсем знатоксене хирӗҫ. 6 очко таран вылятпӑр», - пӗлтернӗ телеертӳҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн ыйтӑвне вуласа панӑ. «Сире хирӗҫ техника документацийӗн разработчикӗ, Шупашкарти Алексей Оганесян вылять», - ҫапла каланӑ телеертӳҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Алексей ӗҫре пулнӑ, кӑнтӑр апачӗ ҫитнӗ. Вӑл вӑййа чӗнессе кӗтмен те. «Чи малтанах ӗҫрен яччӗр тесе кун пирки пуҫлӑха пӗлтертӗм», - каласа кӑтартнӑ Алексей. Алексейӑн ыйтӑвне знатоксем хуравлайман. Ҫапла майпа пирӗн ентеш ҫур миллион тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула виҫӗ лапамра кӗтсе илме май пур: «Шупашкар» универмаг умӗнче, Дорисс-паркра, «Амазони» паркра. Ҫавна май троллейбуссем ирхи 3 сехетчен ӗҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫулхи каҫ троллейбуссем 13 маршрутпа ҫӳрӗҫ. Пӗтӗмӗшле вӗсем 101 рейс тӑвӗҫ. Тепӗр 11 маршрутпа автобуссем ҫӳрӗҫ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче те транспорт ҫӳрӗ. Уяв мероприятийӗсем 23 сехетре пуҫланӗҫ. Фейерверксене виҫӗ лапамра ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 2021 ҫӳл тӗлне Чӑваш Енри ача пахчисенче черет пулмӗ. Ҫапла шантараҫҫӗ республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче. Асӑннӑ ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫулта (2012-2021 ҫулсенче) пирӗн тӑрӑхра 71 ача пахчи хута ямалла. Вӗсенче 12 пин те 920 ачалӑх вырӑн пулӗ. Ача пахчисене тума 8 миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла. 2021 ҫул вӗҫӗнче ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах ачасен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене лекес тесе черет кӗтме тивмӗ. Халӗ ҫак тӗллеве 26 районпа хуларан 16-шӗнче пурнӑҫлама май килнӗ. 2012-2018 ҫулсенче 8 пин вырӑнлӑх 47 ача пахчи хута янӑ. Кӑҫал та ҫак ӗҫ малалла тӑсӑлнӑ. Килес ҫул Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗрер, Шупашкарта 6 ача пахчи хута яма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне районӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ та виҫҫӗн пульницӑна лекнӗ. Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 4 сехет те 10 минутра М-7 «Атӑл» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Гранта» автомобиль водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл «Лада Ларгус» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Лада Грантӑн» водительне пульницӑна, реанимаци уйрӑмне, илсе кайнӑ. «Ларгус» машина водителӗпе автомобильте пулнӑ хӗрарӑм та пульницӑна лекмеллех суранланнӑ. «Лада Гранта» водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем Инстаграмри хӑйсен страницинче. Ҫав вӑхӑтрах комментарисенче ҫула начар тытса тӑраҫҫӗ, ҫул питех те пӑрлак тесе пӑшӑрханакансем те йышлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисен иртнӗ эрнекун сисчӗвленме тивнӗ. Тӗрлӗ объектра мина хунӑ тесе 90 хутчен шӑнкӑравланӑ. Суяҫҫӗ пуль тесе лараймӑн — тӗрӗслемех тивет. Пакунлисем ҫапла тунӑ та. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, телефонпа «шӳтлекен» ҫын 90 хутчен шӑнкӑравланӑ. Ҫав ҫын тӗрлӗ учреждени организацире мина хуни пирки хыпарланӑ. Тавах, ниҫта нимле мина та пулман. Михаил Игнатьев суйса шӑнкӑравлакансене пуҫиле статьяпа явап тыттарма май пурри пирки аса илтернӗ. Суйса шӑнкӑравланӑшӑн 3 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май пурри пирки пӗлтернӗ вӑл. Михаил Игнатьев Элепер Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавас кӑмӑла пӑсакан провокаторсем хыҫҫӑн каймалла маррине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн «Форд» водителӗ, 27 ҫулти арҫын, ачана ҫапса кайнӑ та авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ. Паян Шупашкарти Калинин урамӗнчи «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче авари пулнӑ. 10 ҫути арҫын ача светофор симӗс ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Водитель вырӑнтан тарнӑ, кайран хӑйех каялла таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл авари хыҫҫӑн эрех сыпнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унӑн машини ҫинче юн сирпӗннӗ евӗр наклейка ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫакскер каллех авари вырӑнӗнчен ҫухалнӑ. Кайран водителе пакунлисем шыраса тупнӑ. Ачан урисем хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, операци тунӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал вӑл ҫул-йӗр правилисене 20 хутчен пӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Пичугин страницинчи сӑн Ӗнер Шупашкар районӗнче халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта Илпеш ялӗпе юнашар логистика центрне тӑвас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Анчах халӑх ҫакна хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫынсене акӑ мӗн шиклентерет: логистика центрӗ тӑвас сӑлтавпа влаҫри ҫынсем ҫав ҫӗр лаптӑкне Китай Иинвесторӗсене парасшӑн. Пухӑва нумай ҫын килнӗ. «Развитие» (чӑв. «Аталанау») тулли мар яваплӑ общество докладчикне сӑмах чӗнме те паман-мӗн. Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев халӑха проект пирки тӗплӗнрех каласа парасшӑн пулнӑ, анчах халӑх ӑна сутӑнчӑк тесе каланӑ. Унта та кунта ӑна отставкӑна ямалли пирки илтӗннӗ. Палӑртмалла: халӑх итлевӗ хыҫҫӑн 7 кун иртсен вырӑнти депутатсен логистика центрӗ валли ҫӗр уйӑрассине сасӑласа палӑртмалла. Мӗнле йышӑну тӑвӗҫ вӗсем? Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисен кайтсёрф-парачӗ иртӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ку мероприяти йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ытти ҫулсенче унта Хӗл Мучисем ҫеҫ хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал Юрпикесем те, юмахсемпе мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнар та хутшӑнӗ. Ӑмӑрту 12 сехетре Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗнче пуҫланмалла. Кайтпа (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах сывлӑшри ҫӗлен тенине пӗлтерет. Унпа шыва тата юр ҫине сиксе тӗрлӗ хускану тума пулать) ярӑнакансем ӑмӑртӑва темиҫешер уйӑх хатӗрленеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва Шупашкар хула администрацийӗ, Чӑваш Енри Парӑс спорчӗ федерацийӗ тата «Ветер Волги» (чӑв. Атӑл ҫилӗ) кайт-клуб йӗркелеҫҫӗ. Кайтсёрф-парад ҫанталӑк хитре пулсан ҫеҫ иртейӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи кану кунӗсене Мусквара ирттерӗ. Йыш гастроле Юхма Мишши пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белая шубка для Зайчонка» спектакльпе кайӗ. Ҫула тухма театр «Путешествие в Рождество» (чӑв. Сурхуринчи ҫулҫӳрев) фестивале хутшӑннӑ май кайма тивӗҫнӗ. Чӑваш пуканисем ҫула кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тухӗҫ. Кӑрлачӑн 2 тата 5-мӗшӗсенче вӗсем Мускав тӑрӑхӗнчи Зеленоград хулинче спекталь кӑтартӗҫ, ытти чухне — Мускаври уҫӑ лапамсенче. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн гастролӗ кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Гастрольет Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Кокшина, Артем Барабанов, Екатерина Захарова, Елизавета Павлова, Юрий Теренин артистсем тата Павел Яргунин сасӑ операторӗ пулӗҫ. Мускава илсе каякан спектакле 2015 ҫулта лартнӑ. Премьерӑна Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин юбилейне халалланӑ. Юхма Мишшине чӑваш пукане драматургине пуҫарса яраканӗ тесе хаклаҫҫӗ театрта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |