Ҫӗнелнӗ кӳлмеке халӑх йышлӑн пухӑнать. Ҫынсене уйрӑмах юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан илӗртет. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская фонтан ӗҫӗ-хӗлне чикӗлеме ыйтнӑ. Паллах, ҫакна кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑласран тӑваҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти парксемпе лапамсене тӗрӗсленӗ. Ҫав кун кӳлмекре халӑх йышлах пулман-ха. Анчах унта ҫитекенсенчен чылайӑшӗ маска тӑхӑнман, дистанцие пӑхӑнман. Шӑрӑх кунсенче вара ҫынсем фонтанра шыва кӗреҫҫӗ. Надежда Луговская кӳлмеке маскӑсӑр кӗртмелле марри пирки асӑрхаттарнӑ.