Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче такам кану бази туса хунӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫӗр лаптӑкӗ хунавсем, вӑрман валли ытти ӳсен-тӑран ҫитӗнтермешкӗн уйӑрнӑ. Унпа Ҫӗмӗрле лесничестви усӑ курать. Тӗрӗслев ирттернӗ те лаптӑк ҫинче хунавсем ҫитӗнтерменни палӑрнӑ. Ун вырӑнне кану бази туса хунӑ, унта мунча, беседка, мангалсем те пулнӑ. Кану бази камӑн пулнине палӑртайман. Йӗркене пӑснисене тупнӑран лесничество директорне 25 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Лесничество кану базине саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе яма е ишсе антарма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Арҫын Чӑваш наци музейне кӗрсе сӑмавар вӑрланӑ. Куншан ӑна суд тунӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн патшалӑха ӗҫлесе татмалла. Арҫын ҫӗрле музей чӳречине чавсипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Вӑл сӗтел ҫинче ларакан сӑмавара йӑтса тухнӑ. Сӑмавар 19 ӗмӗр вӗҫӗнчи е 20 ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пулнӑ, хакӗ 5 пин тенкӗпе танлашнӑ. Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ, ӗҫе уйрӑм йӗркепе пӑхса тухнӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине те шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Вӑрнарти сӗт савутне штрафлама йышӑннӑ. Сахал мар – 100 пин тенкӗлӗх. Вӑл туса кӑларакан хӑймапа ҫура антибиотик тупнӑ. Кӳкеҫри ачасен интернат ҫуртӗнче Россельхознадзор апат-ҫимӗҫе тӗрӗсленӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Вӑрнарти сӗт савучӗ туса кӑларнӑ ҫупа хӑймара линкомицин антибитик пурри палӑрнӑ. Ку – «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» техника регламенчӗн требованийӗсене пӑсни. Юпа уйӑхӗнче юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӳк уйӑхӗнче ӗҫе пӑхса тухнӑ та савута 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Редакцирен: юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Ун умӗн пирӗн сайтра Вячеслав Павловӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ. Ҫыру айӗнче сахал мар ҫын алӑ пуснӑччӗ, ӑна вара Элтепер патне те, Патшалӑх Канашӗн председателӗ патне те ярса панӑ пулнӑ. Аслӑ пуху шавласа иртсе кайрӗ, конгресс президенчӗн пуканне тепӗр ҫын йышӑнчӗ… Ҫыру ҫине хуравсем те килме пуҫланӑ. Вячеслав Павлов пире ҫав хуравсен кописене ярса пачӗ, эпир вара вӗсемпе сире паллаштарас терӗмӗр. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Ҫул-йӗр
![]() vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Регион управленийӗн центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Лапсар проездне юсамалла тесе пӑшӑрханакансем питех те йышлӑ. Асӑннӑ центр специалисчӗсем ун пек ҫырнине 15 хутчен шута илнӗ. Шупашкарта пурӑнакансем кун пирки паллӑ пабликсенче евитлеҫҫӗ иккен. Хула ҫыннисем ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ҫулпа машинӑпа ҫӳреме йывӑр, унта та кунта шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ. «Канаш шосси урамри 7-мӗш ҫурт патӗнчен тытӑнса Лапсар проезчӗпе кайса пӑхма сӗнетӗп. Тивӗҫлӗ мера васкавлӑн йышӑнӑр! Щебень, асфальт вакки, хӑть мӗн те пулин тупса сарӑр. Ҫулпа ҫӳреме май ҫук!», — теҫҫӗ иккен ҫынсем. Хула ертӳҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫула юсассипе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине хатӗрленӗ, ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑларма ярса панӑ. Экспертиза витӗр тухсан ҫула юсакана палӑртма аукцион ирттерӗҫ. Ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() https://og21.ru/poll/1577 сӑнӳкерчӗкӗ «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта ҫак кунсенче Николай Ашмарин палӑкӗн шӑпине татса параҫҫӗ. Хула еертӳҫисем патне Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор Николай Ашмарин палӑкне вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. «Николай Ашмарин паллӑ тюрколог евӗр ӑсчахсене асра тытмалла. Бюстӑн ӗҫ модельне 3 ҫул каяллах хатӗрленӗ, ӑна Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пухӑвӗнче ырланӑ», — тенӗ хулари тӳре-шарана скульптор. Рабочая модель бюста создана три года назад и поддержана художественным советом и общим собранием ЧРОО ЧНАНИ. «Уҫӑ хула» порталти сасӑлава хутшӑнакансем «Шупашкарта Николай Ашмаринӗ кирлӗ-и?» ыйтӑва тӑватӑ тӗрлӗ хуравлама пултараҫҫӗ: «Ун пек ҫынна асра тытмалла», «Кирлӗ мар», «Ку ыйтӑва специалистсен татса памалла» е ҫынсем хӑйсен урӑхла шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() etker.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче «Юратрᾶм эп, хирсем, сире…» республика шайӗнчи пултарулӑх конкурсне ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата драматургӗ, тӑлмачи, публицисчӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 400 ытла ача хутшӑннӑ. Тӳресем 20 ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илнӗ. Вӗсем — Юлия Андреева (Канаш районӗнчи Сиккассинчи вӑтам шкул), Анна Артемьева (Куславкка районӗнчи Тӗрлемес), Анастасия Бахитова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Мая Беллиева (Канаш районӗнчи Чакаҫ), Елизавета Васильева (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Ксения Григорьева (Канашри 9-мӗш вӑтам шкул), Карина Корнилова (Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик), Кирилл Ларионов (Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ), Ульяна Макарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркасси), Ирке Масяева (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Светлана Матвеева (Муркаш районӗнчи Калайкасси), Никита Михайлов (Вӑрмар районӗнчи Чупай), Диана Михопарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси), Арина Парусова (Шупашкарти 30-мӗш вӑтам шкул), Юлия Путякова (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Самира Салихова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Самира Сулейманова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Сергей Талдынов (Канашри 10-мӗш вӑтам шкул), Анна Тарасова (Куславккари 3-мӗш вӑтам шкул), Александр Федоров (Шупашкарти 33-мӗш вӑтам шкул). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Ун патне пынисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. «ЛизаАлерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗ Анастасия Филиппова республикӑри 112 службӑпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленет. Асӑннӑ организаци ҫухалнӑ ҫынсене шырассипе тимлет. Кӑҫал ҫеҫ 305 ҫынна тупнӑ. Етӗрне районӗнчи Хурамалӑхри Галина Кольцова та хӑйӗншӗн пӑшӑрханмасть, унӑн чунӗ тӑван тӑрӑхӗшӗн ыратать. Хӗрарӑм Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта шыв башнине вырнаҫтарнӑ, анчах скважинӑна тасатман. Унсӑр пуҫне вӑл ялти клуба газпа ӑшӑтса тӑмалла туманнине пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи яваплисене ыйтусене пӗр уйӑхра татса пама хушнӑ. «Скважинӑна тасатассине проектпа пӑхса хӑвармалла пулнӑ. Ӗҫе епле пурнӑҫланине тишкерӗпӗр», — шантарнӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Красноярскри чӑвашсен автономийӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Красноярск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырӑнти чӑвашсен автономийӗн вице-президенчӗ пулнӑ Валентина Размановӑна асра тытса тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш поэзйӗн каҫне ирттернӗ. Унта чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Уявӑн хӑнисен хушшинче чӑвашсен «Дубравушка» (чӑв. Юманлӑх), «Подснежник» (чӑв. Ҫеҫпӗл), ача-пӑчан «Снежинка» (чӑв. Юр пӗрчи) ансамблӗсем тата «Барвинок» украина хорӗн солисчӗ Федор Хазов пулнӑ. Мероприяти Красноярски ӗҫпе ҫураҫу культура керменӗнче иртнӗ. Унта чӑвашла кнекесен тата РСФСР халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Мешковӑн ӳкерчӗкӗсен куравӗсене йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (кунта сӑмах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи кинозал пирки пырать) кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм кӑтартӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Фильмри ӗҫ нимеҫӗ-студентсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр ялти Культура ҫуртне юсама пырса ҫитеҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем вупӑрпа пирӗштин хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ. «Вупӑр» фильма курма «Ҫеҫпӗл» кинотеатра (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт) 17 сехете каймалла. Кино курма пыракансен ҫумра QR-код пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |