Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Министр ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 24.03.2022 18:18 | 2071 хут пӑхнӑ
Политика
 Ольга Букина. sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Букина. sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумне Ольга Букинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ольга Абрамовна 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарта ҫуралнӑ. Чулхулари патшалӑхӑн педагогика университетӗнчен тата Чӑваш патшалӑх педуниверситетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

«Пӗтӗмӗшле техника дисциплинисемпе ӗҫ» тата «Физкультурӑпа спорта вӗрентессин теорийӗпе меслечӗ» специальноҫа алла илнӗскер ӗҫ биографине пионервожатӑйран пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче физкультура, спорт тата туризм управленийӗн пуҫлӑхӗнче, Хӑвӑрт утассипе республикӑн спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #политика, #Спорт министерстви, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Хутар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкар районӗнче администраци пуҫлӑхне суйлӗҫ
2022, 03, 02
Тариф службинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ
2022, 03, 10
Ростислав Тимофеев района текех ертсе пымӗ
2022, 03, 20
Районсен пуҫлӑхӗсене суйламалли конкурс комиссийӗсене ҫирӗплетнӗ
2022, 03, 21
Хорасёв района текех ертсе пымӗ
2022, 03, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org