Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта "Ҫӗрулми" курав ӗҫлени пирки эпир сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пулса курнӑ.

Аса илтерер: курав "Каскад" суту-илӳ центрӗнче ӗҫлет. Унта тӗрлӗ сортлӑ ҫӗрулми туянма пулать.

Олег Николаев куравра каланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра чипс кӑларма тытӑнасшӑн. Ку проектпа Патӑрьел районӗнчи "Лук-Агро" предприяти ӗҫлет. Унта ҫӗрулмине чипс валли хатӗрлекен цех хута каймалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85393
 

Тӗнчере
Хугербитс блогӗнчи видео скринӗ
Хугербитс блогӗнчи видео скринӗ

Турцире инкек тухасси пирки малтанах пӗлтернӗ Голланди ӑсчахӗ Ф. Хугербитс хӑйӗн YouTube каналти прогнозӗнче ҫуркунне пуҫламӑшӗнче (пуш уйӑхӗн 3–4-мӗшӗ тата 6–7-мӗшӗҫӗр чӗтренӗвӗ) Раҫҫейри Инҫет Хӗвелтухӑҫне ҫӗр чӗтренӗвӗ пулма пултарни пирки пӗлтернӗ.

Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хальхи ҫичӗ кун хушшинче 8,5 магнитудӑпа ҫӗр чӗтренме пултарать. Хугербитс шухӑшӗпе ҫӗр чӗтренес пулсан ӑна кӗтсе илме план кирлӗ. Ҫӗр чӗтренме тытӑнсан ҫынсен кил-ҫурчӗсенчен хӑвӑрт кӑна тухма май пулмалла.

Анчах та Раҫҫей ӑсчахӗсем нидерланд тӗпчевҫи тунӑ пӗтӗмлетӳсене тиркесе пӗтернӗ. Пӗрисем ӑна тиркесе малашнехи пирки каласа паракан тенӗ, теприсем вара ҫӗр чӗтренӗвӗ пулассине ҫирӗплетекен фактсем пулманни пирки пӗлтернӗ.

Кам-ха вӑл Хугербитс? МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Франк Хугербитс — Нидерландри паллӑ тӗпчевҫӗ, пулас сейсмика пулӑмӗсем тӗлӗшпе вӑл планетӑсем тата Хӗвелпе Уйӑх вырнаҫӑвне кура пӗлтерет. Пӗлӗвне ӑҫта илни пирки нимӗнле уҫӑ информаци те ҫук. Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Хугербитс хӑйӗн блогӗнче Турцире 7,5 магнитудӑпа ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки пӗлтернӗ, инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн вара вӑл систерни вируслӑ майпа сарӑлма пуҫланӑ.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк

Хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Хальлӗхе ҫӗрлесерен самай сивӗ, кӑнтӑрла вара кӑшт ӑшӑтать.

Ыран 2 градус сивӗрен пуҫласа 3 градус таран ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун та ҫаплах пулӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Пӗр талӑкра 5-7 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать.

Тунтикун ытлах юр ҫумӗ, кӑштах сивӗтӗ. Вӑйлӑрах ҫиле пула та сивӗ пек туйӑнӗ. Пушӑн 7-8-мӗшӗсенче те сивӗрех пулӗ, юр ҫумӗ.

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫил вӑйланӗ, пушӑн 9-мӗшӗнче кӑна юр ҫӑвӗ. Кӑнтӑрласерен ӑшӑтӗ, ҫӗрлесерен вара сивӗрех пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх варринче кӑна ӑшӑтӗ. Пушӑн 15-мӗшӗнче 10 градус таран ӑшӑтма пултарать.

 

Хулара

«Дорисс» тӗп директорӗн пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Ку пукана Люция Сафина шанса панӑ. Унччен вара вӑл Алексей Ладыковӑн ҫумӗ пулнӑ.

Сафина – 49 ҫулта. Хӑй Казахстанра ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн экономика факультетне пӗтернӗ. 1993 ҫулта «Дорисра» ӗҫлеме пуҫланӑ. Аудит, бухгалтери тата налук учетӗнче 25 ҫул ытла ӗҫленӗ. 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ, экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе вӑй хунӑ. Ҫулталӑк каялла «Дорисс» директорӗн ҫумӗ тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
29ru.net сайтри сӑн
29ru.net сайтри сӑн

Россельхознадзор Элӗк районӗнчи усламҫа агрохимикатсене упрамалли йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тытнӑ.

Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Узянов В.Н. усламҫӑ 8 тонна аммиак селитрине ятарлӑ пӳлӗмре упраман, вӑл уҫӑ вырӑнтах, тулта, выртнӑ. Ку вара йӗркене пӑсни шутланать. Россельхознадзор ӗҫченӗсем усламҫӑ тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Ӑна асӑрхаттару панӑ.

 

Республикӑра
cheb-live.ru сайтри сӑн
cheb-live.ru сайтри сӑн

Республикӑра ейӳне хатӗрленеҫҫӗ. Лару-тӑру йывӑрлансан 17 муниципплитетра ейӳ сарӑлма пултарать. Вӗсенче 1,5 пин ҫуртра 3,5 пин ытла ҫын пурӑнать.

Хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан вырӑнсенчен чи пӗлтерӗшли - Улатӑр.

Ҫуркуннене кӗтсе илнӗ май ҫак 17 районта ейӳпе кӗрешмелли комисси йӗркеленӗ, мероприятисен планне хатӗрленӗ. Юханшывсенчи шыв шайне оперативлӑ майпа тӗрӗслесе тӑракан 5 стационарлӑ гидропост пулӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта "Ҫӗрулми" курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл "Каскад" суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ.

Унтах ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттерме, тӗрлӗ сорт ҫӗрулмин дегустацине тума, вӑрлӑх сутма палӑртнӑ.

Куравра ҫӗрулмисӗр пуҫне пыл, чей, хунав тата ыттине туянма пулать. Ҫӗрулмин ҫак сорчӗсене сутаҫҫӗ: "Аван", "Вымпел", "Бельмонда", "Бернина", "Бонус", "Верди", "Винета", "Гала", "Гулливер", "Жуковский ранний", "Ирбитский", "Королева Анна", "Коломба", "Колетте", "Прайм", "Ред Скарлетт", "Ред Леди Ривьера", "Родрига", "Розара", "Удача" тата ыттисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85356
 

Статистика

Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 56 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.

Ку, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчи шалупа танлаштарсан, 32,1 процент пысӑкрах. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан вара, 15,5 процент ытларах ку. Ун чухне республикӑри вӑтам шалу 35798,6 тенкӗпе танлашнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Кӳкеҫре йывӑр тиевлӗ машина аварие лекнӗ. Вӑл хӑвӑрт хыпса илекен шӗвек илсе пынӑ.

Ку паян 11 сехет те 50 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина тепӗр транспортпа ҫапӑнас мар тесе кювета тухса кайнӑ.

Машинӑн пички кювета чӑмса картана лапчӑтнӑ. Юрать, техногенлӑ инкек пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85353
 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсесси пирки унта та кунта калаҫни илтӗнкелет. Ӗнер Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрутсем ҫинче пушӑн 10-мӗшӗнчен хаксем ӳсесси пирки пӗлтерӳсем курӑнма пуҫланӑ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, карттӑпа тӳлесен билет 37 тенкӗ пулӗ, карттӑсӑр - 40 тенкӗ. Хальхи хаксем вара ҫапларах: карттӑпа тӳлесен билет 34 тенке кайса ларать, унсӑр - 37 тенке.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85343
 

Страницӑсем: 1 ... 1005, 1006, 1007, 1008, 1009, 1010, 1011, 1012, 1013, 1014, [1015], 1016, 1017, 1018, 1019, 1020, 1021, 1022, 1023, 1024, 1025, ... 4292
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...