Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Харпӑр шухӑш Культура

«КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» Ҫапла кӑшкӑру палли лартсах ят панӑ Леонид Агаков писатель, театровед 1959-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ спектакльсене пахаласа ҫырнӑ хӑй статйине. Леонид Яковлевич Агаков писатель, 1935-мӗш ҫулта Мускаври патшалӑх театр институтӗнчи театроведени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер, Чӑваш театрӗн спектаклӗсем пирки статьясем ҫырсах тӑнӑ, тӗрӗс тата вӑхӑтра критиклеме тӑрӑшнӑ, кирлӗ чух театр коллективне хавхалантарма та пултарнӑ. Вӑл вӑхӑтра пирӗн республикӑра Наукӑпа тӗпчев институтӗнче театроведени уйрӑмӗ уҫӑлайман-ха. Вӑл уйрӑм каярах, 1966-мӗш ҫулта тин кун ҫути курса майӗпен аталанма пуҫлать. Ҫавна кура та чылай писатель, поэт чӑваш театрӗн сцени ҫине тухакан спектакльсем ҫинчен, театр проблемисемпе ун аталанӑвӗ ҫинчен ҫырас миссине хӑй ҫине илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра Чӑваш театрӗ чӑвашсемшӗн ТӖП ТЕАТР шутланнӑ. «Чӑваш театрӗ аталанса пырсан, ӑна кура ытти театрсен аталанӑвӗпе шайӗ те ҫӳлелле ҫӗкленсе пырӗ», ҫапла шутланӑ ҫыравҫӑсем.

Малалла...

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарти аэропортра ӗнер, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 450-мӗш пассажира регистрациленӗ. Аэропортшӑн ку вӑл — рекордла кӑтарту.

Юбилейлӑ пассажир — Шупашкарти Лариса Николаева. Вӑл каланӑ тӑрӑх, аэропорт пулӑшӑвӗпе вӑл час-часах усӑ курать. Ӗнер хӗрарӑм Мускава «Победа» авиакомпани самолечӗпе вӗҫсе кайнӑ. Ӑна авиапассажирсене кӗтсе лармалли хӑтлӑ залпа усӑ курма сертификат панӑ.

Танлаштарма: 2017 ҫулта Шупашкарти аэропорт пулӑшӑвӗпе 251 пин пассажир усӑ курнӑ. Кӑҫал, ав, — 450 пин ҫын.Тепӗр майлӑ каласан, Шупашкартан тӗрлӗ хулана самолётпа вӗҫекен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать.

 

Республикӑра

Раштав уйӑхн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Альберт Савинцев ертсе пынӑ.

Мероприятие Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗн, Шалти ӗҫсен министерствин, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин управленийӗн, Следстви комитечӗн управленийӗн, Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службин, Федерацин хурал службин, Росгвардин, ҫар комиссариачӗн, патшалӑх органӗсен ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.

Унта кӑҫалхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ, терроризмпа кӗрешес ыйтусене тишкернӗ.

 

Культура

Чӗмпӗр хулинче Чӑваш алфавичӗн палӑкӗ уҫмалла нимелле укҫа пухнине унччен Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта уйрӑм ҫынсем те, ӗҫ коллективӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Акцие Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑччӗ.

Аса илтерер: палӑкӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 1,8 млн тенкӗпе танлашать. Пушкӑртстанра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫат калашле, «пархатарлӑ ӗҫе» Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ (ертӳҫи – Олег Мустаев) йӗркелесе пырать. Хальхи вӑхӑт тӗлне илсен, нухратӑн ҫуррине пухнӑ.

«Урал сасси» хаҫатӑн ӗҫченӗсем те ятарлӑ счет ҫине пурӗ 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ыркӑмӑллӑх акцине маларах Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗн ертӳҫи Людмила Мурманская та хутшӑннӑ.

 

Вӗренӳ
infourok.ru сӑнӳкерчӗкӗ
infourok.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн ятне «халӑх асӗнче упраса хӑварас, пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас» тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ регионсен шайӗнчи «Хусанкай вулавӗсем − 2022» фестиваль йӗркеленӗ.

Йӗрелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль дистанци мелӗпе иртет. Унта вӗрентекенсем тата тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеоматериалсене заявкӑпа пӗрле кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: https://forms.gle/qisaVTN4DHTRYp6s6.

Фестиваль тӳлевлӗ иртет: вӗрентекенсен 305 тенкӗ тӳлемелле, ачасен − 100 тенкӗ.

 

Хулара
nemihail.livejournal.com сайтри
nemihail.livejournal.com сайтри

Шупашкарта чӑрӑш пасарӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Хулари 18 вырӑнта чӗрӗ чӑрӑш туянма пулать. Мускав районӗнче – 10 пасар, Ленин районӗнче – 4 пасар, Калинин районӗнче те 4 пасар ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хупӑнӗҫ.

Тӗслӗхрен, чӗрӗ чӑрӑша Павлов мичман урамӗнче, «Европа» суту-илӳ ҫуртӗнче, Энтузиастсен урамӗнче, Хусанкай урамӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче туянма пулать.

 

Сывлӑх

Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнӑҫнӑ ача-пӑча инфекци пульници кӑшӑлвируспа чирлӗ ачасене йышӑнать.

Унта пӗчӗк пациентсем, ҫав шутра йывӑр чирлекенсем те, лекеҫҫӗ. Тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, раштавӑн 10-мӗшӗнче реанимаци уйрӑмне икӗ ача лекнӗ. Пӗри ҫулталӑк та тултарман. Иккӗшӗн те – карланкӑ стенозӗ. Кун пек чухне ИВЛпа сывлаттараҫҫӗ. Юрать, халӗ ачасем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ.

Сӑмах май, кунти «хӗрлӗ зонӑна» уйӑхсерен 100 ытла ача лекет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май выселкинче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министрствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм тухнине каҫхи 11 сехетре асӑрханӑ

Ҫуртра 20 ҫулти каччӑ пурӑнать. Пушарта унӑн 87 ҫулти аслашшӗ (е кукашшӗ) шар курнӑ. Ӑна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере, урама илсе тухнӑ, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑра пӗр кунра, раштавӑн 16-мӗшӗнче, 2 ҫын пушарта вилни пирки пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, «Чулхула – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус М-7 автоҫулӑн 492-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 46 ҫулти водитель пулнӑ.

Вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Авари вӑхӑтӗнче салонра 7 ҫын пулнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ ҫынсем ҫук.

 

Персона

Лидия Горячкина Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи лайӑх неонатолог пулса тӑнӑ. Вӑл Президент пепкелӗх центрӗнче вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасен уйрӑмӗнче ӗҫлет. Ку тытӑмра вӑл 40 ҫул тӑрӑшать.

Нумаях пулмасть Пушкӑрт оперӑпа балет театрӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи чи лайӑх специалистсен ятне – вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасен «Алӑ тупанӗ ҫинчи телей» ятлӑ преми ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӗпхӗве 7 регионта 49 ҫын пынӑ. Пурте чи лайӑх специалист ятне илтессишӗн кӗрешнӗ.

«Неонатолог пирӗшти» номинацире Лидия Горячкина ҫӗнтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 995, 996, 997, 998, 999, 1000, 1001, 1002, 1003, 1004, [1005], 1006, 1007, 1008, 1009, 1010, 1011, 1012, 1013, 1014, 1015, ... 3915
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 15

1922
103
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1931
94
Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1977
48
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ.
2003
22
Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...