Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнӑ пулин те вакцинӑлас ӗҫе пӗтермен-ха. Хӗрлӗ Чутай район пульници пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен куҫса ҫӳрекен пункчӗ ҫитес вӑхӑтра тӗрлӗ ялсене ҫитсе килӗ.

Сӑмахран, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче мобильлӗ пункт Турхан ялӗнче пулӗ. Тепӗр кун вӑл Хӗрлӗ Чутайра ӗҫлӗ. Юнкун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, ҫак куҫса ҫӳрекен пункт ҫынсене вакцинӑлама Кивӗ Атикассине ҫитӗ. Тепӗр кунхине вара Виҫенерте ӗҫлӗ. Мобильлӗ пункт ял хӑлӑхне 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗ, 12:00-13:00 — апатлану вӑхӑчӗ пулӗ.

Унсӑр пуҫне вакцинӑланас тесен район пульницине те ҫитме пулать. Прививка тутарас тесен тухтӑр патӗнче те, «Госуслуги» сайт урлӑ та ҫырӑнма пулать. Ҫавӑн пекех 122 тата 8-987-576-49-84 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/adm_krchet/2986
 

Республикӑра
Хӑнасене кӗтсе илни. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат тунӑ сӑн
Хӑнасене кӗтсе илни. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат тунӑ сӑн

Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Кипек ялӗ «Металлург» спорт клубӗнче (Магнитогорск) вылякан Михаил Григорьев хоккеиста ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Ҫав териех сумлӑн кӗтсе илнин сӑлтавӗ те пур — Михаилӑн ашшӗ ҫак ялта ҫуралнӑ иккен.

Михаила Ҫӗнӗ Кипеке ашшӗ, Петр Григорьев илсе килнӗ. Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илме вӗсем патне район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Прокопьев, оргпай пуҫлӑхӗ Алина Константинова, Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков тухнӑ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ял халӑхӗ Григорьевсен ҫемьипе мухтанаҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ.

Инҫетрен килнӗ хӑнасемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Республики Элтеперӗ Олег Николаев та тӗл пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/putpobedy21/3019
 

Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Михаил Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарӗн» 2-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.

Икӗ томлӑ словаре хатӗрлессишӗн М.И. Скворцов (1933—2016) лексикограф, филологи наукисен докторӗ нумай ӗҫленӗ. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн унӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсем тӑрӑшнӑ.

Лексика материалне хатӗрленӗ чухне юлашки ҫулсенче ҫӗршыв тата тӗнче лексиографийӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене шута илнӗ.

Чӑвашла-вырӑсла словарӗн реестрне ин­формаципе коммуникаци технологийӗнчи, ӑслӑлӑхри тата чиркӳпе религи лексикинчи терминсене кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4736.html
 

Пӑтӑрмахсем

Комсомольски районӗнчи Виҫпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире шар курнисем ҫав вӑхӑтра унтан иртсе кайнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89022886399.

Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра пулнӑ. Ҫулпа пыракан «Лада Приора» машинӑн малти кантӑкӗнчен хирӗҫ килекен фурӑран тухса ӳкнӗ тимӗр япала пырса тӑрӑннӑ. Ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Салонра виҫӗ ҫын пулнӑ. Икӗ пассажир аманман. Водитель вара комӑна кӗрсе ӳкнӗ.

 

Хулара
svastour.ru сайтри сӑн
svastour.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти старик патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл йӗрке хуралҫи тесе пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн кинӗпе ывӑлӗ аварие лекнӗ, вӗсем айӑплисем имӗш. Тӑванӗсене ҫӑлас тесен укҫа, 850 пин тенкӗ, тӳлемелле-мӗн.

Старик телефонпа кинне калаҫтарма ыйтнӑ. Лере хӗрарӑм макӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ. Кун хыҫҫӑн ватӑскер ӗненнӗ.

Тепӗртакран ун патне палламан ҫын килсе укҫана илсе кайнӑ. Темиҫе минутран каллех шӑнкӑрав пулнӑ. Хальхинче аварире шар курнисене сиплеме 500 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ватӑскер каллех укҫа тыттарса янӑ.

Темиҫе сехетрен арҫын ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ. Лешӗ йӑлтах йӗркеллӗ пулнине, нимӗнле аварие те лекменнине каланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Республика кунӗнче общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗ.

Анчах хӑш-пӗр урама хупнӑран унта ҫӳрекен транспортӑн маршрутне улӑштарӗҫ. Тӗслӗхрен, 1-мӗш троллейбус чукун ҫул вокзалӗ таран ҫеҫ кайӗ, унтан ҫаврӑнӗ.

13 сехетре тӗп урамсене пӳлӗҫ. Шестви пӗтсен общество транспорчӗ ахаль чухнехи пекех ҫӳреме пуҫлӗ. Фейерверксен фестивалӗ 23 сехетре пуҫланӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ те ҫур ҫӗр иртни 1 сехетченех ҫӳрӗ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" ушкӑнри сӑн
"Лиза Алерт" ушкӑнри сӑн

Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем, нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Хыпара «Лиза Алерт» ушкӑнра та вырнаҫтарнӑ.

Владимир Яковлевич Николаев ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка, сӑран кепка тӑхӑннӑ пулнӑ, кӑвак хутаҫ йӑтнӑ.

Арҫын 55 ҫулта. Хӑй 175 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Владимир Николаева курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 800 700 5452 е 112.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79890
 

Статистика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтӗр мӗн чухлӗ ҫын вилни пирки доклад тунӑ.

Министр палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус демографи лару-тӑрӑвне япӑх витӗм кӳнӗ. Пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 1600 ҫын нумайрах вилнӗ. Ытларахӑшӗ – чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа пула.

Министр докладӗнче лайӑххине те асӑннӑ. Пӗлтӗр, ҫӗршывӗпе илес тӗк, пирӗн республикӑра тин ҫуралнӑ ачасем вилнин чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ пулнӑ.

 

Политика
alikov.cap.ru сайтран илнӗ скриншот
alikov.cap.ru сайтран илнӗ скриншот

Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ (райадминистраци сайтӗнчи информаци тӑрӑх, муниципалитета Александр Куликов ертсе пырать) шанчӑкран тухнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑн.

Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкамасть. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха вӑл выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.

Элӗк районӗн прокуратури 2021 ҫул вӗҫӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.

Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.

 

Сывлӑх
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем 5 ҫулти Даниилӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл самокатпа ӳксе суранланнӑ.

Ача мороженӑй илме самокатпа кайнӑ та ӳкнӗ, пуҫӗпе ҫапӑннӑ. Килте унӑн темӗн ыратма пуҫланӑ. Анчах амӑшне мӗн ыратнине ӑнлантарайман.

Амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫав вӑхӑталла ача хӑсма пуҫланӑ. Пульницӑра снимок тусан медсестрасене ачана часрах шакла хырма хушнӑ. Унӑн пуҫ мимине юн кайма пуҫланӑ иккен. Данила часрах операци тунӑ. Нейрохирургсем ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79843
 

Страницӑсем: 1 ... 986, 987, 988, 989, 990, 991, 992, 993, 994, 995, [996], 997, 998, 999, 1000, 1001, 1002, 1003, 1004, 1005, 1006, ... 4058
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 21

1933
92
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...