Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк
inmoscowtoday.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Мускавра ӳкерсе илнӗ сӑн
inmoscowtoday.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Мускавра ӳкерсе илнӗ сӑн

Ҫӗркаҫ пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Ҫав вӑхӑтра аслати хӑрушла кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, вӑйлӑ ҫил тухрӗ. Ҫавӑн пек ҫанталӑк хӑш-пӗр ҫӗрте ҫынсене ҫурт-йӗрӗпе хуралтине сиен кӳнӗ. 14 муниципалитетри 46 ялта ҫынсем шар курнӑ. Электроэнергисӗр вӑхӑтлӑха е кӗске вӑхӑтлӑха 5670 уйрӑм ҫын ҫурчӗ тӑрса юлнӑ. Вӗсенче 13800 ҫын пурӑнать.

«Ӗҫе васкавлӑ пурнӑҫламалла. Ун валли муниципалитетсенче мӗнпур вӑй тата хатӗр пур», — тенӗ паян Олег Николаев.

Чӑн та, ирхи 10 сехет тӗлне 20 ялта ҫутӑ панӑ.

 

ҪӖР
30

Айхи йӑмӑкӗ пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ…
 Геннадий Ахмане | 30.06.2021 12:01 |

Персона
Геннадий Айхи икӗ йӑмӑкӗпе: Луизӑпа (сулахайра) тата Евӑпа
Геннадий Айхи икӗ йӑмӑкӗпе: Луизӑпа (сулахайра) тата Евӑпа

Геннадий Айхи йӑмӑкӗ тесен чылайӑшӗ Ева Лисинӑна аса илет. Вӑл чӑвашла Библие кун ҫути параканӗ тата питӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑ пулнипе паллӑ (ахальтен-и ун кӗнекисем Анӑҫра та Тухӑҫра – Швецире, Японире тухаҫҫӗ). Вӗсен варринче амӑш варӗнче ӳтленсе ҫут тӗнчене килнӗ Луиза Николаевнӑна пӗлнӗ-и эсир? Пирӗшти пек таса чунлӑ та кукамай пек ыр кӑмӑллӑ ҫынччӗ вӑл! Тен, эсир ӑна палламан та пулӗ, анчах Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавне вуланӑ тата унти Лисука астӑватӑр пулсан сирӗншӗн те ют мар вӑл…

Луиза Николаевна кӗтрет евӗр ҫутӑ е салху сӑрлӑ ӳкерчӗксем ӑсталатчӗ: вӗсен асамне ӑнкарас тесе темӗнччен-темӗнччен пӑхса тӑраттӑн. Ҫав хайлавсене харшаласа пӗрре пысӑк курав та ирттернӗччӗ. Сире унта ҫитме тӳр килмен пулсан хӑш-пӗр ӳкерчӗкӗпе «Плач по брату: две сесры, две слезинки» (чӑв. Пиччешӗн хӳхлени: икӗ йӑмӑкӗ, икӗ куҫ тумламӗ) кӗнекере курнӑҫма пултаратӑр.

Ӗнер ирхине Шупашкарта Луиза Николаевна пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче хаклӑ ҫыннӑмӑр Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял масарӗнче, пиччӗшӗпе амӑшӗ ҫумӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупӗ. Халӑх калашле, Ҫӳлти патшалӑхра чунне ҫӑмӑллӑх пултӑр…

Сывпуллашас текенсене Республикӑн 1-мӗш пульницин асӑну залне июль уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхине 8 сехет ҫурӑна пыма сӗнеҫҫӗ.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 02 сехет те 27 минут та 20 ҫеккунтра «Байконур» космодромран чӑваш элемӗллӗ ракета тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ. «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ.

Аса илтерер: ракетӑна ҫавӑн пек илемлетесси пирки маларах Чӑваш Ен «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн гендиректорӗпе Дмитрий Рогозинпа алӑ пуснӑччӗ.

 

Вӗренӳ
progorodsamara.ru сайтри сӑн
progorodsamara.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен малтанхи кӑтартӑвӗсем паллӑ. Кӑҫал миҫе яш-хӗр экзаменра 100 балл пухнӑ?

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫамрӑксем экзаменсене лайӑхрах тытнӑ. Хальлӗхе 46 ҫын ППЭре 100-шер балл пухнӑ. Шупашкарти икӗ выпускник икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Вӗсем 5-мӗш гимназире тата 3-мӗш лицейра вӗренеҫҫӗ. Пӗри химипе тата вырӑс чӗлхипе чи нумай балл пухнӑ. Тепри – математикӑпа тата физикӑпа.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72741
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Суйкӑн ялӗнче инкек пулнӑ. Ялти пӗвере 30 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем хӑвӑртах ҫитнӗ.

Водолаз арҫын виллине темиҫе минут шыранӑ. Унӑн виллине иртен-ҫӳрен кӑларма пулӑшнӑ.

Палӑртмалла: ҫав талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын шывра путса вилнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти тӗп пляжра Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72756
 

Сывлӑх
planet-today.ru сайтри сӑн
planet-today.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри арҫын Мексикӑра каннӑ хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӑл Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине лекнӗ. Унӑн Инди штамӗ пулнӑ.

Арҫын йывӑр чирленӗ, пульницӑра 2 эрне выртнӑ. Сывалсан ӑна киле янӑ.

Сӑмах май, Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне Инди штамӗпе 6 ҫын чирленӗ. Тепӗр 9 пациентӑн Британи штамӗ пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗ пӗлтерет.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, арҫын 47 ҫулта пулнӑ. Вӑл Дементьев урамӗнче вырнаҫнӑ ҫуртран ӳкнӗ. Палӑртмалла: ӑна хальлӗхе туса пӗтерсе хута яман. Арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксен тӳрех вилнӗ.

Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Политика

Ыран РФ президенчӗ Владимир Путин ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Тӳрӗ лини кӑнтӑрла 12 сехетре пулӗ.

Ӑна Пӗрремӗш каналпа, «Россия 1», «Россия 24», НТВ, ОРТ, «Мир» каналсемпе курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех радиопа итлеме пулать.

Паянхи ир валли президент патне 660 пин ытла ыйту ҫитнӗ. Чи хастаррисем – Краснодар, Новосибирск, Дагестан ҫыннисем.

Сӑмах май, пӗлтӗр пандемие пула тӳрӗ эфир иртмен. Кӑҫал вӑл 18-мӗш хут пулӗ. Ыйтусене тӳрӗ лини вӗҫленичченех йышӑнӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк
Ирина Алексеева сӑнӳкерчӗкӗ. Кушкӑ ялӗ
Ирина Алексеева сӑнӳкерчӗкӗ. Кушкӑ ялӗ

Чӑваш Енре чылай вӑхӑт шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ӗнер тинех ҫумӑр ҫуса савӑнтарчӗ. Ҫапла, ҫумӑр ҫуни савӑнтарнипе пӗрлех теприсене ӗнерхи ҫанталӑк шар та кӑтартнӑ.

Канаш районӗнчи хӑш-пӗр ялта, сӑмахран, ҫурт-йӗр ҫивиттийӗсене илсе пӑрахнӑ. Тепӗр тӑрӑхсенче теплицӑсене ҫил ҫавӑрттарса кайнӑ. Кун пек пӑтӑрмах, тӗслӗхрен, Красноармейски районӗнчи Кушкӑра пулса иртнӗ.

Шупашкарти, Кӳкеҫри хӑш-пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртсем тата уйрӑм ҫын ҫурчӗсем ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗҫ. Анчах, Турра шӗкӗр, чылайлӑха мар. Аслатиллӗ ҫумӑр ытлашши пысӑк кӑлтӑках илсе килмен. Яваплӑ тытӑмсем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме пултарчӗҫ.

 

Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» тӗлпулусене малалла ирттерет. Ӑна вӑл вулавӑшӑн 150 ҫулхине халалланӑ.

Паян вулавӑш тӗпелӗнче Елена Михайловӑпа (Енькка) калаҫу ирттернӗ. Мероприятин модераторӗсем пулас журналистсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреева тата Ираида Иванова пулнӑ.

Елена Енькка – «Культура родного края» курсӑн авторӗ, ҫыравҫӑ, художник, тӗрлӗ кӗнеке авторӗ.

Елена Еньккапа ирттернӗ диалога вулавӑшӑн Ютубри страницнче итлеме май килӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 977, 978, 979, 980, 981, 982, 983, 984, 985, 986, [987], 988, 989, 990, 991, 992, 993, 994, 995, 996, 997, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.