Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденин ӗҫченӗ тата пӗр врач тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Ҫавсем хӑш-пӗр яша хӗсметрен хӑтарма пулӑшнӑ. Ахаль мар. Укҫалла.

Кунта сӑмах министерствӑн «Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденийӗсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центрӗ» хысна учрежденийӗн тӗрӗслевпе ревизи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ тата Шупашкарти пульницӑсенчен пӗринче эндоскопистра ӗҫлекен, Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫын пирки пырать.

Эндоскопист тухтӑр хырӑмра ятарласа суран кӳнӗ, ҫавӑ юхан-суран пек кӑтартма пулӑшнӑ.

Пулӑшупа усӑ куракансем 100 пинрен пуҫласа 200 пин тенкӗ таран сӗтев панӑ. Укҫана 11 ҫынтан илнӗ. Сӗтевӗн пӗтӗмӗшле виҫи 1,5 миллион тенкӗрен иртнӗ.

Ҫав вӑхӑтрах ҫартан пӑрӑнма тӑрӑшнӑ тата сӗтев панӑ каччӑсем тӗлӗшпе те (10 яш пирки) тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
pg21.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
pg21.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Паян ирпе Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про город» кӑларӑм халӑх корреспонденчӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын путса вилнӗ.

Вилнӗ арҫын ӳтне паян ирхи 7 сехетре хулари Ҫӗнӗ сала ҫывӑхӗнчи пляжра асӑрханӑ. Вӑл хӑҫан путнине хальлӗхе татса каламан. Сӑнпа пӑхсан, арҫын 40 ҫулсенче.

Арҫын виллине тупнӑ вырӑна следствипе оперативлӑ ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсем инкек сӑлтавне ҫеҫ мар, ҫамрӑкла сарӑмсӑр вилнӗ ҫын кам иккенне те палӑртӗҫ.

 

Политика
чувашинформ.ру сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.ру сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Правительствинче ертӳҫӗ-кадрсенчен пӗринпе, министр ҫумӗпе, ҫыхӑннӑ черетлӗ йышӑну тунӑ. Хальхинче Промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен хӑтарнӑ. Ведомствӑри сумлӑ вырӑнсӑр Сергей Лекарева хӑварнӑ.

Йышӑнӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Ҫапла вара Евгений Герасимов министр паянхи куна пӗр ҫумпа, Александр Кондратьевпа, тӑрса юлнӑ. Унсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Светлана Кузьмина.

Сергей Лекарев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн энергетика тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. «Чӑвашавтодор» предприятие панкрута кӑлариччен гендиректорӑн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тимленӗ.

Кадр улшӑнӑвӗ пирки каласан, аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейри паллӑ композитор чӑваш театрӗ валли кӗвӗ ҫырӗ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Григорий Гладков композиторпа (сӑнӳкерчӗкре — сылтӑмран иккӗмӗшӗ) тӗл пулнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ театрта лартакан «Золушка» спектакль валли кӗвӗ ҫырӗ. Спектакле Мари Элӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Пектеев режиссёр лартӗ.

Григорий Гладков Хабаровскра 1953 ҫулта ҫуралнӑ, Брянскра пурӑннӑ тата вӗреннӗ. Инженер-электромеханика вӗренсе тухнӑскер юрӑ-кӗвӗ ҫырма тытӑннӑ. Мультфильмсем валли те нумай кӗвӗленӗ. Вӑл, сӑмах май, «Спокойной ночи, малыши» кӑларӑма 5 ҫул ертсе пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.cap.ru/news/2021/07/08/tyuz
 

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен юлашки ҫулсенче хӑйӗн продукцине чикӗ леш енне ӑсатассине самай анлӑлатнӑ. Ҫак енӗпе патшалӑх пулӑшнине те палӑртмалла.

Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхран ытти регионтан ӑсанман тавар та чикӗ леш енне каять. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин гетероструктурӑллӑ хӗвел модулӗсем (сӑнӳкерчӗкре). «ЧЕТРА» предприятин промышленность тракторӗсене, чӑваш хӑмлине, Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче туса кӑларакан пӑра хирӗҫле ракетӑсене те асӑнса хӑварнӑ. Пластик турбодефлекторсене те Чӑваш Енре кӑна кӑлараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тарӑх, республикӑра тепӗр ҫын путса вилнӗ. Арҫын 65 ҫулта пулнӑ.

Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тепӗр кунхине, паян, ирхине 6 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере унӑн виллине тупнӑ.

Палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.

 

Ҫул-йӗр

Аэрофлот «Победа» авиакомпанипе пӗрле пӗрлехи рейссене билетсем сутма пуҫланӑ. Пӗр авиарейсран тепӗр авиарейс ҫине Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче куҫса ларма май килӗ.

Код-шеринг килӗшӗвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, лоукостер Аэрофлотӑн SU кочӗпе пассажирсене ӗнертенпе, утӑ уйӑхенченпе, турттарма тытӑннӑ. Кун пек мелпе самолётсем Шереметьевӑран Барнаула, Махачкалана, Ӗпхӗве, Чӗмпӗре, Владикавказа, Минеральные Воды хулине, Шупашкара, Горно-Алтайска, Петрозаводска, Нальчика, Перме тата асӑннӑ ҫав хуласенчен каялла, Мускаври Шереметьевӑна, вӗҫеҫҫӗ.

 

Спорт
Владислав Поляшов.
Владислав Поляшов.

Кӗҫех Японири Токио хулинче Олимп вӑййисем пусланӗҫ. Ӑмӑртусем утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытӑнса ҫурлан 8-мӗшӗччен пырӗҫ. Чӑваш Енрен унта тӑватӑ спортсмен хутшӑнӗ.

Спорт гимнастики енӗпе пӗрлештернӗ командӑна пирӗн республикӑри икӗ спортсмен лекнӗ. Унашкалли ку таранччен пулман. Командӑра Владислав Поляшов тата Елена Герасимова пулӗҫ.

Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Олимп вӑййисенче Сергей Козырев вӑй виҫӗ. Елена Герасимова та, вӑл та унашкал тупӑшусене пӗрремӗш хут кайӗҫ. Анжелика Сидорова та ку таранччен Олимп вӑййисенче пулман. Вӑл шӑчӑпа сиксе ӑмӑртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72937
 

Вӗренӳ
chelife.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chelife.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри вӗрентекенсене професси ӑсталӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗшӗн укҫан хавхалантарӗҫ. Педагогсен республика шайӗнчи конкурсӗ ҫакӑн пек номинацисенче иртнӗ: «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри социаллӑ педагогӗ», «Чи пултаруллӑ класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ».

Педагог-психологсенчен конкурсра Шупашкарти 65-мӗш вӑтам шкулти Ксения Яранова ҫӗнтернӗ, социаллӑ педагогсенчен — Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти Светлана Шемякина, класс ертӳҫисенчен — Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ксения Коллэ. Вӗсене 50-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.

Воспитательсенчен Ҫӗмӗрлери «Рябинушка» 16-мӗш ача пахчинчи Екатерина Чимрова логопед ҫӗнтернӗ. Ӑна 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Учительсенчен Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти Василиса Егорова мала тухнӑ. Ӑна 150 пин тенкӗ тивӗҫӗ.

 

Сывлӑх
Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ тунӑ сӑн
Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ тунӑ сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем тепӗр ачана вертолетпа урӑх региона илсе ҫитернӗ. Хальхинче – Пензӑна. Ҫул ҫинче 2,2 сехет иртнӗ. Пензӑра 2 эрнери ачан чӗрине операци тунӑ. Вӑл ку енӗпе хавшакрах ҫуралнӑ.

Каялла килнӗ чухне тухтӑрсем операцие чӑтса ирттернӗ ачана илсе ҫитернӗ. 1 уйӑхри пепкен сывлӑхӗ йывӑртарах, ӑна ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ, зонд витӗр ҫитернӗ.

Вертолетра васкавлӑ медпулӑшу анестезиолог-реаниматологӗ Валерий Ильин тата Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем – Мария Курсова, Вероника Костюкова - пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 968, 969, 970, 971, 972, 973, 974, 975, 976, 977, [978], 979, 980, 981, 982, 983, 984, 985, 986, 987, 988, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.