Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Питӗрте чӑвашсен паллӑ архитекторне Петр Егорова халалласа сквер уҫӑлнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче унччен ҫак хулари ятсӑр пулнӑ сквера ӑна халаллама йышӑннӑ.

Сквер тахҫан унӑн проекчӗпе Христос чӗрӗлнине халалласа хӑпартнӑ чиркӳ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Халӗ унта чиркӳ вырӑнне ҫӗнӗ храм ҫӗкленӗ.

Палӑртмалла: Петр Егорович Егоров 1731 ҫулта Етӗрне уесӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта вӑл Питӗрте куҫне яланлӑхах хупнӑ.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Питӗрте ун ячӗпе курав уҫӑлнине пӗлтернӗччӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнчи пек шӑрӑх ҫанталӑк 30 ҫул пулман. Ҫӑмӑллӑн сывлама пулать: ҫитес 10 кунра республикӑра кӑштах уҫӑрах пулӗ.

Эрне вӗҫӗнче ҫеҫ аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Канмалли кунсенче 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫурҫӗр енчен ҫил вӗрӗ. Ҫавна май кӑштах сивӗрех пулӗ, анчах юнкун каллех 30 градус шӑрӑх таврӑнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи шӑрӑх кунсем утӑ уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче пулӗҫ.

 

Хулара

Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем патшалӑх деятельне Семен Ислюкова халалласа палӑк лартма сӗннӗ. Ку сӗнӳпе вӗсем Шупашкар хула администрацине тухнӑ.

Палӑртмалла: Семен Ислюков республикӑна 1955-1985 ҫулсенче – 30 ҫул – ертсе пынӑ, Чӑваш АССРӗн Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ӑна Ленин, Октябрь Революцийӗн тата ытти орденпа чысланӑ. Вӑл – Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни.

Халӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать. Ӑна халалланӑ палӑк кирлӗ-и е ҫук-и – эсир те шухӑша пӗлтерӗр.

 

Вӗренӳ
m.tvpodolsk.ru сайтри сӑн
m.tvpodolsk.ru сайтри сӑн

Шкутан вӗренсе тухакансен экзаменсем вӗҫленнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: тӑватӑ ҫамрӑк икӗ предметпа 100-шер балл пухнӑ.

Ҫак маттур яш-хӗр Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 5-мӗш гимназире вӗреннӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк обществознанипе тата вырӑс чӗлхипе 100-шер балл пухнӑ. Канашри 8-мӗш шкулта ӑс пухнӑ ҫамрӑк та маттур: вӑл обществознанипе тата историпе чи нумай балл пухнӑ.

Сӑмах май, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен хушма тапхӑрӗ утӑ уйӑхӗн 12-17-мӗшӗсенче иртӗ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енри маттур ҫамрӑксене патшалӑх премийӗпе хавхалантарнӑ. 2020 ҫулшӑн ӑна 30 хӗрпе каччӑна панӑ.

Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑш-пӗр тӗслӗхе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнче культорганизаторта тӑрӑшакан Мария Петрова лара-тӑра пӗлмест. Вӑл ялти пурнӑҫ кӑсӑклӑ та хаваслӑ пултӑр тесе тӑрӑшать.

«Эпир тӑвакан ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем, ял клубӗсем каҫхине хупӑ тӑраҫҫӗ тенине муниципалитетсенче пулнӑ май час-часах илтетӗп. Ку вӑл йӗркеллӗ япала мар. Чӑваш Енӗн Культура министерствине культура ҫурчӗсене, ялти клубсене тытса тӑрассине ҫӗнӗлле йӗркелеме хушнӑччӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.

 

Сывлӑх
yablor.ru сайтри сӑн
yablor.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 61 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкал кӑтарту нарӑс уйӑхӗнченпе пулман.

Юлашки талӑкра 57 ҫын сывалнӑ. Вилекенсем 5-ӗн пулнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 1557 ҫын амака пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 27415 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 25048-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 810 ҫын амакран сипленет.

 

Сывлӑх

Ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗ тӗнчере тата хамӑр ҫӗршывра сарӑлма тытӑнсанах унран вакцина хӑҫан та пулин шухӑшласа кӑларӗҫех теттӗмӗр. Халӗ вара прививка пур, анчах укол тутарма иккӗленекенсем йышлӑ. Кунта республикӑри паллӑ журналист Александр Белов Фейсбукра ҫырнипе килӗшмесӗр тӑма май ҫуках-тӑр: вакцинацие тӳлевлӗ ирттереҫҫӗ, халӑхӑн уйрӑм пайне ҫеҫ тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ тесен, тен, ҫынсем тухтӑр патне васкатчӗҫ пулӗ.

Паянхи куна пирӗн республикӑра халӑхӑн 26 проценчӗ ҫеҫ ковидран прививка тутарнӑ. Тухтӑрсем вара ҫынсен 60 процентне вакцинацилесен ҫеҫ вирус сарӑлнине ҫӗнме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Тӗнчере

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штата кайса тӗпленнӗ чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен пурнӑҫӗ ҫинчен эпир тӑтӑшах пӗлтерсе тӑратпӑр. АПШра чухне ҫемьере тепӗр ача, ывӑл, ҫуралнине те хыпарланӑччӗ.

Паян Никита ҫемье каллех йышланнине пӗлтернӗ. Анчах хальхинче сӑмах ачапа ҫыхӑнман. Кил хуҫи машина туяннӑ. Пилӗк метр тӑршшӗ «Toyota Avalon» седан. Вӑл виҫҫӗмӗш ӑрури машина шутланать. Машинӑн двигателӗ — 2GR FE 3,5 L. Автомобиле 2007 ҫулта туса кӑларнӑ. Пурӗ 211 000 милӗ чупнӑ. Никита пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри виҫепе ку вӑл питех те сахал.

«Машина шырама ман вӑхӑт пулман. Куҫ умне пулнӑ пӗрремӗш лайӑх варианта туянтӑм. Кузовӗ питӗ лайӑх — ҫавӑ маншӑн пӗлтерӗшлӗ», — тесе ҫырнӑ Тӗнче Фейсбукра.

 

Политика
Илья Ионочкин. gazetaingush.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Илья Ионочкин. gazetaingush.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паянтан Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗнӗ. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма Илья Ионочкина шаннӑ. Илья Олеговича министерствӑри пысӑк пукана шанса парасси ҫинчен калакан хушӑва утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.

Илья Ионочкин камне пӗлес тесе тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ уҫӑ ҫӑлкуҫра хыпар шырарӑмӑр. Эпир асӑрханӑ ҫавӑн пек ятлӑ ҫын «Раҫҫей ертӳҫисем 2020» пӗтӗм Раҫсейри конкурсра ҫӗнтернине пӗлтӗмӗр. Вӑл «Россети Северный Кавказ» ятлӑ организацире ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Анчах вӑл министр ҫумӗ тесе ҫирӗплетсе калаймӑпӑр.

 

Хулара

Ашшӗ-амӑш хӑйсен ывӑл-хӗрне сайра тӗл пулакан ят пама ӑнтӑлать. Ҫакӑн пек талпӑннине Шупашкар хулин загсӗнче ӗҫлекенсем асӑрханӑ.

Республикӑн тӗп хулинче пӗрисем хӑйсен хӗрне «Яра» тесе чӗнеҫҫӗ. Ку ят хӗвеллӗ, кӑра, ҫине тӑракан тенине пӗлтерет иккен. Ашшӗ-амӑшӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, ята кура ҫын пурнӑҫӗ, унӑн шӑпи йӗркеленӗ.

Хула ҫыннисене халь ҫеҫ асӑннӑ Ярӑсӑр пуҫне Таисия, Майя, Маргарита, Эмилия, Надежда, Розалина, Мишель ятсем килӗшеҫҫӗ. Арҫын ачасем валли вӗсем Николай, Родион, Семен, Прохор, Леон, Гордей, Азаль.

 

Страницӑсем: 1 ... 974, 975, 976, 977, 978, 979, 980, 981, 982, 983, [984], 985, 986, 987, 988, 989, 990, 991, 992, 993, 994, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.