Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри велоспортсмен Португалире иртнӗ тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Григорьев Classic VIANA тупӑшура мала тухнӑ.

Маршрут 170,4 ҫухрӑм тӑршшӗ пулнӑ. Александр Григорьев финиша пуринчен малтан ҫитнӗ, ыттисене самай кая хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑнхи спортсмен 3 минут каярах пынӑ.

Палӑртмалла: Александр Григорьев Олимп резервӗсен Валерий Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Ҫитес 3 уйӑхра вӑл Испанире, Италире тата Португалире иртекен велочупусене хутшӑнасшӑн.

 

Сывлӑх
news.myseldon.com сайтри сӑн
news.myseldon.com сайтри сӑн

Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче 3 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева каланӑ.

Икӗ тӗслӗхе ҫӗртме уйӑхӗнче шута илнӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗ ҫумӗнчи уйлӑхра пӗрремӗш сенӑра икӗ ҫын ҫак вируспа аптӑранӑ: уйлӑх ертӳҫи тата повар. Уйлӑха тӳрех карантина хупнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ: пӗр ача та чирлени палӑрман.

«Росинка» ача-пӑча уйлӑхӗнче те кӑшӑлвируспа чирленӗ тӗслӗх пулнӑ. унта пӗр вожатӑй инфекциленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫын виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 7-мӗш хутран паян 14 сехет те 10 минутра ӳкнӗ. Вӑл 28 ҫулта пулнӑ.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ арҫын мӗнле майпа ӳкнине тӗпчеҫҫӗ – ҫапла пӗлтерет Следстви комитечӗ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти Пасар урамӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ. 74 ҫултискер ҫӳлти хутран ӳкнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72873
 

Сывлӑх

Паян ирхине, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чӗре чирӗпе аптӑракан тин ҫуралнӑ арҫын ачана санитари вертолечӗпе Хусана васкавлӑн илсе ҫитернӗ.

Ача 4 кун каялла ҫуралнӑ, ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те Хусанти ача-пӑча пульницине илсе каймаллине палӑртнӑ. 4 кунра арҫын ача кӑшт ҫирӗпленнӗ, ҫула йӗркеллех чӑтса ирттернӗ.

Ҫул ҫинче унӑн сывлӑхӗ япӑхланман, унпа юнашар тухтӑрсем пулнӑ. Вертолет Хусана 45 минутра ҫитнӗ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Анна Афанасьевна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫул тултарсан качча тухнӑ. Упӑшкипе иккӗшӗ ывӑлпа хӗре кун ҫути парнеленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан мӑшӑрне фронта илнӗ. Анна Афанасьевна ӑна кӗтсе илеймен – упӑшки ҫапӑҫупа пуҫ хунӑ.

Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ ӑна тивӗҫлӗ канури хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Вӑл амӑшӗпе юнашар пулас тесе ҫемйипе пӗрле Шупашкартан куҫса килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72859
 

Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗтӗм Раҫҫейри этнографи форумӗ иртнӗ. «Алла-Аллӑн» ят панӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Федерацин национальноҫсен агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Этнографи форумӗн тӗллевӗ наци культурине тата чӑваш фольклорне вӗренессипе ҫамрӑксене кӑсӑклантарасси. Ҫамрӑксен слётне культура институчӗн, педагогика тата аграри университечӗсен, музыка училищин студенчӗсем хушӑннӑ.

Форумра музыка инструменчӗсене ӑсталама, чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхне, тӑмран савӑт-сапа ӑсталама вӗрентнӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, халӑх вӑййисемпе паллаштарнӑ.

 

Экономика

Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче тулаш управленийӗ туса хума йышӑннӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ суд определенийӗн резолюци пайӗнче каланӑ.

Суд палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет предприятийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Организацири тулаш управленийӗ ҫулталӑклӑха пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен.

Ҫӗмӗрлери электросетӗн директорӗ пулса Алексей Россейкин текех тӑрӑшмӗ. Пуҫлӑх тивӗҫне тулаш управляющийӗ пурнӑҫлӗ.

Муниципалитет предприятийӗ хайне панкрута кӑларма ыйтса пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче тавӑҫпа тухнӑ. Предприятин пухӑнса кайнӑ парӑмӗ 2,801 млн тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Арбитрж сучӗ предприятире сӑнав процедурине ҫирӗплетнӗ.

 

Республикӑра
kartinki-life.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kartinki-life.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне уявлаҫҫӗ. Ҫемье ҫирӗп пулсан ҫӗршыв та ҫирӗп пулӗ. Ҫемье институчӗн сумне ӳстерес тӗллевпе юлашки ҫулсенче ҫӗршывра самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ ачаллӑ ҫемьесене пулӑшнинче уйрӑмах сисӗнет.

Ҫемье кунне Чӑваш Енри икӗ ҫемье уйрӑмах пысӑк хавхаланупа кӗтсе илӗ. Вӗсене орден пама йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ 97-мӗш номерлӗ хушура пирӗн тӑрӑхри икӗ ҫемьене чыслама йышӑннӑ.

«Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена Шупашкарта пурӑнакан Виталий Павловичпа Полина Александровна Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Александр Ивановичпа Мария Андреевна Немиловсем тивӗҫнӗ.

 

Политика

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнче участоксенчи суйлав комиссийӗсенче мӗн ятлӑ ҫынсем пуррине тишкерсе тухнӑ. Вӗсенче Елена ятлӑ хӗрарӑмсемпе Александр ятлӑ арҫынсем нумайрах иккен.

Участоксенчи суйлав комиссийӗсенче Елена ятлӑ хӗрарӑмсем 578 ҫын таран иккен. Анлӑ сарӑлнӑ ятсенчен иккӗмӗш вырӑнта — Татьяна ятлисем (вӗсем 532-ӗн), виҫҫӗмӗшенче — Светлана (428).

Арҫынсене илсен чи йышлисем — Александр ятлисем. Участоксенчи суйлав комиссийӗсенче ун пеккисем — 158-ӑн. Сергей ятлисем — 136-ӑн, Николайсем — 116.

 

Пӑтӑрмахсем

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Канаш хулинче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. 47 ҫулти вӑй питтие ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн айӑплӗҫ.

Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 25 минутра хайхи этем пӗр общежитире пурӑнакан кӳршипе харкашма тытӑннӑ. 25 ҫулхи ҫамрӑка асли унччен те килӗштермен, унпа хирӗҫсе пурӑннӑ иккен. Сӑмахпа кӑна харкашни ҫитмен — 47-ри арҫын хальхинче алла ҫӗҫӗ ярса илсе ҫамрӑка чикнӗ. Каччӑн чӗри тата ӳпки аманнӑ.

Юрать, каччӑ инкек вырӑнӗнчен тарса ӳкнӗ тата пӑтӑрмаха курнисем хушша-хуппа кӗни те вырӑнлӑ пулнӑ. Тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнипе ҫамрӑк чӗрӗ тӑрса юлнӑ.

47-ри усал этем кӗҫех суд тенкелӗ ҫине ларнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 972, 973, 974, 975, 976, 977, 978, 979, 980, 981, [982], 983, 984, 985, 986, 987, 988, 989, 990, 991, 992, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.