Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр
Шупашкарти троллейбус
Шупашкарти троллейбус

Автобуспа республикӑри 1720 пурӑну вырӑнӗнчен 1068-шне (62%) ҫитме пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтерет.

«Ҫыхӑнура» портал палӑртнӑ тӑрӑх, 1068 хисепе «Чӑвашавтотранс» пысӑк предприяти ӗҫленӗ чухнех, 2013 ҫултах, пӗлтернӗ.

Минтрансӑн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кивелнӗ троллейбус паркне улӑштарас ӗҫе пурнӑҫланӑ. Чӑваш Ен электротранспорта сыхласа хӑварнӑ йышлах мар регионсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Троллейбуссемпе турттарнӑ пассажирсен шучӗ 2020 ҫулхипе танлаштарсан ӳснӗ.

 

Экономика

Дмитрий Краснов вице-премьер тата республикӑн промышленность министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Кондратьев «Трансэнергопром» тӗп директорӗпе Елена Климашевскаяпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура электротранспорт валли республика лаптӑкӗнче заправка станцийӗсен йышне вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2030 ҫул тӗлне 160 станци таран тума палӑртнӑ. Вӗсемпе электромобильсене ҫеҫ мар, юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ самокатсене те авӑрлама май пулӗ.

Ҫавӑн пекех республикӑра электромобильсен каршерингне йӗркелесе ярас план пирки пӗлтернӗ. Асӑннӑ пуҫарусен тӗллевӗ — углерод йӗрне чакарасси.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 9-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ общежитире пушар алхаснӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 13 сехетре пулнӑ.

Ҫулӑм общежитири пӗр пӳлӗмре тухнӑ. Унта кравать ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна та сиенлетнӗ.

Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем кӳршӗре пурӑнакан тивӗҫлӗ канури ҫынна, 61 ҫулти хӗрарӑма, урама илсе тухнӑ. Пӳлӗмри пушара 20 минутран сӳнтернӗ. Унта виҫӗ техника хутшӑннӑ.

Халӗ, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Статистика
 cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшу республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 10 кунра ҫурт тӑрринчен юр антарнӑ чухне 13 ҫын ӳкнӗ. Вӗсем - 40-73 ҫулсенчи ҫынсем.

Пурне те васкавлӑ медпулӑшу панӑ, ҫийӗнчех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, вилекенсем пулман.

Тухтӑрсем ҫакна асӑрхаттараҫҫӗ: ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ҫынна хӑвӑр тӗллӗн тӑратмалла мар, мӗншӗн тесен унӑн шӑмми хуҫӑлма пултарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем киличчен ӑна ӑшӑ япалапа витмелле, май пулсан вӗри чей ӗҫтермелле.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑра культура училищи текех пулмӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне реорганизацилес ӗҫ вӗҫленнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗ ҫумне республикӑн культура училищине пӗрлештернӗ. Ҫак пулӑм нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Училище уйрӑм вӗренӳ заведенийӗ евӗр ӗҫлеме пӑрахнӑ. Анчах вӑл институт тытӑмӗнче пулӗ. Вӑл аслӑ шкулӑн структура подразделенийӗ пулса тӑрса колледж евӗр ӗҫлӗ.

 

Персона
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Порфирий Афанасьевӑн 80ҫулхи юбилейне халалласа онлайн-тӗлпулу иртӗ. «Чӗрере шӑраннӑ йӗркесем» курнӑҫу 11 сехетре пуҫланӗ. Ӑна вулавӑшӑн Ютубри каналӗнче трансляцилӗҫ. Паллӑ поэта эфир вӑхӑтӗнче ыйтусем те пама май килӗ.

Порфирий Васильевич Тутарстанри Ҫарӑмсан районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмелӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑл поэзире, прозӑра, публицистикӑра тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. У. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Паянхи онлайн-тӗлпулура филологи наукисен кандидачӗ Екатерина Якимова тата филологи наукисен кандидачӗ, ҫыравҫӑ Елен Нарпи юбиляр-ҫыравҫӑн литературӑри эткерлӗхӗпе паллаштарӗҫ.

 

Апат-ҫимӗҫ
www.design-m.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.design-m.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫи лавккасенчен пӗрне 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ.

Лавкка хуҫи — «Центркоопторг» тулли мар яваплӑ общество. Ӑна Роспотребнадзорӑн тата прокуратурӑн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ.

Организаци тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Арбитраж сучӗ лавккана 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

 

Ҫул-йӗр
aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршывӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи хулисенче пассажирсене туттаракан авиарейссене вӑхӑтлӑха чарса хунӑ. Ҫав йышӑну Шупашкартан Краснодара каякан самолёта та пырса тивнӗ.

Росавиаци пӗлтернӗ тӑрӑх, чару паян ирхи 3 сехет те 45 минутран пуҫласа пуш уйӑшӗн 2-мӗшӗнчи 3 сехет те 45 ммнутчен пырӗ.

Ҫапла вара Ростоври (Платов), Краснодарти (Пашковский), Анапӑри (Витязево), Геленджикри, Элистари, Ставропольти, Белгородри, Брянскри, Орелти, Курски, Воронежри, Симферопольти аэропортсем вӑхӑтлӑха ӗҫлемеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CaWiGdzqwQw/
 

Культура
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» истори очеркӗсен пуххине хӑтлама пухӑннӑ.

«Презентацире халӑх йышлӑччӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма пахаланине ӳкерме Чӑваш телевиденийӗ те килме ӳркенмен. Шел те, кӗнекене вуласа тухнисем иккӗн ҫеҫчӗ залра: авторӗ хӑй тата редакторӗ – эпӗ. Кӑларӑмпа паллашма шантарнисем е килсе ҫитеймен, е очерксен пуххине шӗкӗлчеме ӗлкӗреймен иккен. Историксем те ҫукчӗ. Вӗсен хаклавне питӗ илтесшӗнччӗ Марина Карягина тележурналист тата ҫыравҫӑ. Ман шутпа, ку ыйту ыттисене те кӑсӑклантарчӗ. Шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ. Ҫавӑнпа мероприяти тӑршшӗпе ытларах Владимир Степановӑн калаҫма тиврӗ», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри ушкӑнӗнче хӑтлава хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ, Владимир Степановӑн кӗнекин редакторӗ Ольга Иванова.

 

Экономика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирхи 8 сехет тӗлӗнче Шупашкарти банксенче ют ҫӗршыв валютисен хакӗ ӳссе кайнӑ. Долларпа евро хакӗ 100 тенкӗрен иртнӗ.

Ҫав вӑхӑта илсен Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ долларӑн официаллӑ курсне 80.4194 тенкӗ, евронне 90.8820 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Апла пулин те Шупашкарти хӑш-пӗр учрежденире ют ҫӗршыв валютине хаклатса сутма тытӑннӑ. Тӗлӗхрен, РФ Перекет банкӗн Шупашкарти офисӗсенче 1 доллар туянма ирхи 8 сехет те ҫурӑ тӗлӗнче 110 тенкӗ те 86 пус кӑларса хума тивнӗ, 1 еврошӑн — 112,08 тенкӗ.

Валюта хакӗ ӳссе кайнине паян ирпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Украинӑра ҫар операцийӗ ирттерме йышӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 966, 967, 968, 969, 970, 971, 972, 973, 974, 975, [976], 977, 978, 979, 980, 981, 982, 983, 984, 985, 986, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 12

1907
118
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
105
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
97
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...