Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче «Чӑваш халӑх еткерлӗхӗ» ятпа регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Ӑна Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркелӗ.
Фестивале Чӑваш Енпе, чӑвашсен историйӗпе, этносӗпе тата культурипе паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫаксем: шкул таврапӗлӗвӗ, археологи таврапӗлӗвӗ, экологи таврапӗлӗвӗ, ҫарпа истори таврапӗлӗвӗ, туризм таврапӗлӗвӗ, литература таврапӗлӗвӗ, музыка таврапӗлӗвӗ. Унта 14-26 ҫулхи вӗренекенсемпе студентсене, ҫавӑн пекех вӗсен ертӳҫисене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.
Фестиваль «Чӑваш Керем» этнографи комплексӗнче иртӗ.
Agabazar // 2260.64.5135
2023.05.12 06:38 | |
"Вилнĕ халăх пирки пек калаçаççĕ," — çапла каланă пулĕччĕ кун пек чухне Митта Ваçлейĕ. |